Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
24 Кӑрлач 2023, 13:00

«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»

Пирĕн ялта ятлă-сумлă çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри – Вера Николаевна Герасимова. Вăл çулĕсемпе çичĕ теçетке урлă каçнă пулин те чунĕпе çамрăк. Вера Николаевна Йăмранти «Çăлкуç» хăйпултарулăх ушкăнне çÿрет, чăваш халăхĕшĕн, тăван ялшăн çунса тăрать. Мана унпа курса калаçма тÿр килчĕ.

«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»
«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»

– Вера Николаевна, эсир тĕрлĕ енĕпе пултаруллă иккенне пурте пĕлеççĕ. Ытларах мĕн тума килĕштеретĕр?
– Эпĕ ачаранах юрлама юрататтăм. Туй тата вăйă юррисене итлеме кăмăллатăп, ытларах чăваш юррисене. Шкулта вĕреннĕ чухнех концертсене хутшăнаттăм. Учитель профессине алла илсен юрлама пĕлни питĕ кирлĕ пулчĕ. Ачасемпе тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухаттăмăр. 1997 çулта «Артекри» Пушкăрт республикин кунĕсем» ятлă уява хутшăнтăмăр. Унтан çĕнтерÿçĕ пулса таврăнтăмăр. Паянхи кун та юрламасăр тăрас килмест. Юрă – чун уççи.
– Сирĕн пата килсен тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен тĕнчине лекетĕп. Хăвăрах ÿстеретĕр-и çав пурнăçа илемлетекенскерсене?
– Чечексене çав тери юрататăп. Вĕсемсĕр эпĕ телейсĕр çын пекех. Юр кайсанах виолăсем куç хĕсеççĕ. Хиртен кăларса киле куçарнă çеçпĕлсем кăмăла уçаççĕ. Чечексем ÿстернипе хама телейлĕ туятăп. Пион, шăнкăрав курăкĕ, кĕл чечек, петуни, георгина, астра – манăн юратнă чун уççисем. Кашни çулах «Раççей сачĕсем» каталогран тĕрлĕ вăрлăхсем çырăнса илетĕп. Хам та вăрлăх тума ÿркенместĕп.
– Илемлĕх тĕнчи сире яланах илĕртнĕ, хуть хăçан та унăн тыткăнĕнче эсир. Унсăр пуçне чăваш тумне пысăк тимлĕх уйăратăр. Хăвăр аллăрпа чĕрçитти тĕрлетĕр, мăй çыххисем тăватăр. Паянхи кун мĕн ĕçпе кăсăкланатăр?
– Эпĕ темпе те интересленетĕп. Чăваш пурнăçĕ çут çанталăкпа, унăн чĕрĕлĕхĕпе çураçуллă пулнă. Халăхăн ăс пурлăхĕ кĕвĕре, юрăра, тĕрĕ-эрешре майлашăнса пынă. Чăваш тумĕ кама кăна тыткăнланмасть-ши? Ăçта кайсан та сурпан тĕррисене, чĕрçитти эрешĕсене сăнатăп. Асамлă эрешĕсем мĕн тери нумай! «Тумтире ăстаçă сăн кĕртет те, тăхăнаканни хăт кÿрет», – теççĕ пирĕн ялта. Эпĕ тĕрĕ-эрешсен асамлă вăйне ĕненетĕп. Юлашки вăхăтра вун пĕр питшăлли тĕрлерĕм. Йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ авалхи тĕрĕ-эрешсене хут çине ÿкерсе илетĕп. Ытларах кăмăла каяканнисене «чун кĕртетĕп». Тĕрĕ вăл – хăйне евĕрлĕ çырулăх тата халăх пултарулăхĕн пулăмĕ. Ман шутпа, чăвашсен тĕрĕ ăсталăхĕ ытти халăхсеннинчен уйрăм тăрать. Эпĕ сăнанă тăрăх, чăвашсем хăйсен эрешĕсене ытти халăхсенчен ытларах упраса хăварнă. Пирĕн ял чăвашĕсен çÿпçинче 1700 çулсенчи пир кĕпесем, асамлă сурпансем, çĕклевлĕ чĕр çиттисем паянхи кун та упранаççĕ. Эпĕ тĕрленĕ ал шăллисене хамăн ачасене, мăнуксене асăнмалăх, савăнмалăх парнелетĕп. Ман пата çитнĕ тĕрĕ-эреш манран та юлтăр, ачасене савăнтартăр, вĕсен мăнукĕсем патне çиттĕр.
– Вера Николаевна, сире çирĕп сывлăх сунатăп. Чăвашшăн пархатарлă ĕçĕрсене малалла тăсма мехел çиттĕр.
Елена МАКАРОВА.
Кармаскалă районĕ,
Йăмран ялĕ.

«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»
«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»
«Ман пата çитнĕ тĕрĕ манран та юлтăр»
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: