Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
25 Апрелӗн 2023, 12:20

Культура çурчĕ – ялăн «чунĕпе чĕри»

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнчи нумай функциллĕ клубра йĕркеленĕ концертсенче вырăнти хăйпултарулăх артисчĕсене курма килекенсен шучĕ чылай чухне зал йышăнма пултарнинчен ытларах. Çакна Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа йĕркеленĕ концерт та çирĕплетсе пачĕ. Ял çыннисем паянхи кунччен ăна ăшăпа аса илеççĕ.

Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ – ялăн «чунĕпе чĕри»

– Залра пĕр ял çыннисене кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансене те курма кăмăллă пулчĕ. Пелепей хулинчен те килнисем пурччĕ, – каласа парать нумай функциллĕ клуб ертÿçи Алена Андреева.
Ăшă та илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм чукун çул ĕçченĕн профессине алла илнĕ. Анчах ялти культура çуртĕнче вăхăтлăха, ертÿçĕ должноçне йышăнма кандидат шыраса тупиччен, ĕçлеме ыйтсан килĕшнĕ. «Эпир палăртатпăр, Турă пурнăçа кĕртет» тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Алена Федоровнăна шăпа хăй культура сферине илсе çитернĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вăл ачаран юрра-кĕвве кăмăлланă. Пĕчĕкскере чăваш халăх юррисене юрлама амăшĕ вĕрентнĕ. Вăл Слакпуçĕнчи «Силпи» вокал ушкăнĕн йышĕнче пулнă май нумай çул хушши сцена çине тухнă.
– Пирĕн йăх-несĕлре анне енчен пурте юрлама ăста. Пĕр-пĕр çемье уявне пухăнсан Юлий пичче аллине хут купăс илет. Çапла чăн-чăн концерт пуçланать, – тет Алена Андреева.
Клуб методисчĕ Алена Алексеева «маттур çын пур енчен те пултаруллă» текен каларăша ĕçпе çирĕплетсе парать. Регина Карпова культорганизаторăн, «Силпи» вокал ушкăнĕн солисткин сасă диапазонĕ анлă пулнипе, унра ертÿçĕ, лидер енĕсем пуррипе уйрăлса тăрать.
Çакăн пек çынсем тăрăшнипе, çав шутра тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекенсем те, клуб территорийĕ çуркуннерен пуçласа кĕр кунĕсем вĕçлениччен çеçкере ларать. Вĕсем çулсерен вырăнта пурăнакансемпе хăнасем валли Çĕнĕ çул лапамĕ хатĕрлеççĕ. Вăл хăйĕн йăлтăр-ялтăр çуттипе, юртан тунă кÿлепесемпе тата тăвайккийĕпе хăй патне туртать.
– Культура çурчĕ ялăн «чĕрипе чунĕ» пулнишĕн эпир мăнаçланатпăр. Унта юрлама-ташлама кăмăл тăвакансен тата халăх пултарулăхĕ енĕпе тăхăр юхăм ĕçлет. Çав шутра – пиллĕкĕшĕ аслисем валли, тепĕр пиллĕкĕшĕ ачасен. Вĕсем – «Силпи», «Соловушка» тата «Росиночка» вокал, «Хĕлхем» театр, «Фантазия» ташă ушкăнĕсем. Ял çыннисем хаваспах «Мастер Домовенок» декораципе ĕçлев пултарулăхĕн кружокне çÿреççĕ. Çавăн пекех кунта «Здоровье» клуб, «Диско» тата «Фиеста» кăмăл тăвакансен пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем муниципалитет шайĕнче иртекен фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ.
Ял тата район мероприятийĕсене курма килекенсем «Силпи» вокал ушкăна тăвăллăн алă çупса хаклаççĕ. Хăйне евĕрлĕ наци ушкăнĕн артисчĕсем ырă йăлапа килĕшÿллĕн Слакпуç ялĕн – чăваш литература классикĕн Константин Ивановăн тата чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн тăван çĕршывĕн – хăнисене юрăсемпе кĕтсе илеççĕ, – паллаштарать Алена Федоровна.
Кăçал «Силпи» коллектив йĕркеленнĕренпе 43 çул çитет. Ушкăн тĕрлĕ ÿсĕмри тата професси çыннисене, халăх юрри-кĕввине юратакансене пĕр тĕвве пухма пултарнă. Культура ĕçченĕсем вырăнти предпринимательсене, Лилияпа Юрий Максимовсене, клубра мероприятисем ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн чунтан тав тăваççĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çулхине вĕсем ушкăна хăйсен микроавтобусĕпе усă курма ирĕк панă – артистсем Эрĕнпурти сабантуя çитсе халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
– Пирĕн артистсем юрлама тытăнсан куракансем «Пушкăртстанран сасăллă хăнасем килсе çитнĕ» тесе хак пачĕç, – асăннă çул çÿревпе çыхăннă туйăмĕсем çинчен каласа параççĕ Слакпуç çыннисем.
Уроксем вĕçленсен шкул ачисем тренажер залне чупаççĕ. Клубра тăтăшах тематика тата кану каçĕсем, ача-пăча уявĕсем, конкурспа вăйă программисем ирттеççĕ. Сăмахран, нумай пулмасть Вĕрентекен тата наставник çулталăкне халалласа чаплă мероприяти йĕркеленĕ. Çăварнине те анлă паллă тунă.
Слакпуç ял хутлăхĕн администрацийĕ культура ĕçченĕсем обществăлла мероприятисене пуçаруллă хутшăннине тивĕçлĕ хак парать, яланах вĕсен ĕçне Тав çырăвĕсемпе палăртса хăварать. Нумай функциллĕ клубăн коллективĕ пĕрремĕшсем пулса ял хутлăхĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă субботниксене, хунавсем лартма, çăлкуçсемпе парка хăтлăх кĕртме тухать.
– Субботниксем пирĕншĕн уяв евĕр. Шăпах çавăн чухне пуçра çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Таса ял вăл – пирĕн сăн-пит, – тесе шутлаççĕ Слакпуçĕнчи культура ĕçченĕсем.
Тĕлпулу вĕçĕнче икĕ Алена кăсăк истори каласа пачĕç.
– Иртнĕ çулхине ял çыннисем «Нарспи» çăлкуçа тирпей-илем кĕртме палăртрĕç. Ĕç йĕркипе пычĕ: территорие типĕ курăкран тасатрăмăр, çÿп-çапа пуçтартăмăр, скульптурăна сăрларăмăр.
Субботник вĕçленсе пынă тĕле пĕр вырăнта пысăк чул выртнине асăрхарăмăр. Çăлкуç территорийĕнчен чула илсе пăрахма шутларăмăр. Вăл чылай йывăрччĕ, унăн хĕррисене туйăн (тина) пуснăччĕ.Чул айĕнче çăлкуç патне илсе çитерекен вакă чулсенчен хывнă сукмака тупни пире тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.
Çакна мăн асатте-асаннесем «Нарспи» çăлкуç ял историйĕнче мĕн авалран пысăк вырăн йышăнни, вăл унăн чунĕпе чĕри пулни çинчен хăйне евĕрлĕ паллă пачĕç пулĕ тесе йышăнтăмăр.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ –  ялăн «чунĕпе чĕри»
Культура çурчĕ – ялăн «чунĕпе чĕри»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: