Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
17 Октябрӗн 2023, 12:05

Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать

Мияки районне кĕрекен Тимеш ялĕнчи «Рябинушка» ансамбль куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе çичĕ çул хушши савăнтарать. Вĕсен концерчĕсене халăх яланах хапăл туса кĕтсе илет. Куракансем хаваспах коллектив репертуарне кĕрекен юрату, тăван тавралăх, хастарлăхпа çĕр ĕçне мухтакан юрăсене итлеççĕ.

Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать

Ансамбль йышĕнче ытларах тивĕçлĕ канури вĕрентекенсемпе шкул ĕçченĕсем. Çав шутра: Тамара Григорьева – химипе биологи учителĕ, вăрах вăхăт Тимеш шкул директорĕ пулса ĕçленĕ; Роза Михайловапа Елена Сергеева – пуçламăш классен вĕрентекенĕсем. Нина Семенова нумай çул хушши вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ; Ирина Филиппова – шкул столовăйĕн поварĕ; Зинаида Филиппова – лаборант; Валентина Яковлева шкул технички пулса ĕçленĕ; Вероника Леонтьева – Тимеш ял библиотекин ертÿçи; Мария Трофимова – библиотекарь; Зинаида Чуркина – ача сачĕн воспитателĕ. Зоя Ефремова – «Пилеш» вокал ушкăн ертÿçи, аккомпаниаторĕ; Валентина Отставнова – «Салтак вăрçа суйламасть» çарпа патриотизм юррисен конкурсĕн çĕнтерÿçи. Ансамбль хастарĕсен чи аслă тусĕ – Зоя Никитина. Вĕсене пурне те халăх юррисене юратни пĕрлештерет.
Ансамбль йĕркеленсе кайиччен тахçан малтан вĕсем пурте хăйсем кăмăллакан юрăсене шăрантарнă, уявсенче сцена çине тухса ял çыннисене савăнтарнă. Çапла майĕпен ансамбль йĕркелес шухăш патне çитнĕ. Ушкăнра кĕвĕ ăсти тата халăх юррисен репертуарĕ пулни çак ĕçе тата та çăмăллатнă. Çапла 2016 çулта юрлама юратакансен йышăнăвĕпе «Пилеш» ушкăн çуралнă. Чуна пырса тивмелле шăрантаракан илемлĕ юрăсем те, вĕсен çийĕнчи капăр тум та куракансен кăмăлне каймасăр пултарайман. Тумĕсене вара спонсорсем пулăшнипе туяннă, вĕсене Мускавранах илсе килнĕ.
– Малтанхи вăхăтра ансамбль вырăс халăх юррисене юрлатчĕ. Халĕ эпир чăваш, тутар халăхĕсен юррисене те шăрантаратпăр. Репертуара çĕнетсех тăратпăр. Вĕсене суйласа илме интернет пулăшать. Килĕшнĕ юрра вĕренетпĕр, унтан куракансем умне тухатпăр. Репертуар хатĕрлес, архив истори даннăйĕсене пухас, видео тата фото материалсем тăвас ĕçре çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ «Урал сасси» хаçатра вăй хуракан Татьяна Иванова пысăк тÿпе хывать. Çавăн пекех библиотека ертÿçи Вероника Леонтьева та нумай пулăшать. Пирĕн ансамбль шăпах вулавăшри репетицисенчен пĕринче çуралчĕ. Репетицисем халĕ те кунтах иртеççĕ. Пирĕн коллективри кашни участникăн сасси уçă, мĕншĕн тесен вĕсен чунĕсем юрлаççĕ. Пурте ушкăнра пĕр-пĕрне çывăха хураççĕ, тăвансем пекех туйăнаççĕ. Акă, сăмахран, пирĕн аслă юлташсенчен пĕри «эпĕ сирĕнпе пурăнатăп» тет», – чунне уçса калаçать Зоя Федоровна.
«Пилеш» вокал ушкăнĕ Тимеш ял хутлăх администраци пуçлăхне Рим Каримова, «Нива» СПК ертÿçине Александр Петрова, районти культура уйрăмĕн ертÿçине Халил Махиянова тĕрлĕ майлă пулăшу панишĕн, концертсене тухса çÿреме пулăшнăшăн чунтан тав тăвать.
Ансамбль тĕрлĕ конкурссене хутшăнса парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илет, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Ушкăнăн репертуарĕнче çарпа патриотизм юррисем нумай. Çавна май пултарулăх ушкăнĕ тематика конкурсĕсенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерÿçĕ пулнă.
Ансамбль район мероприятийĕсене, семинарсене, уяв концерчĕсене хастар хутшăнать. Районта çеç мар, ун тулашне те тухса çÿрет. Нумай пулмасть çеç Салават хулинче пулса килнĕ, Мелеуз районĕнчи Воскресенское ялĕнче иртнĕ «Воскресенский хоровод» республика фестивальне хутшăннă. Çавăн пекех Пишпÿлек районĕнчи Кенгер-Менеуз ялĕнчи ваттисен çуртне, Никола-Бондарев мăнастирне çитсе килнĕ.
Пултарулăх ушкăнĕ ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать, ял таврашне, çăлкуçсене тирпей-илем кĕртет. Çавăн пекех пилешçĕсем ялти вулавăш çуртĕнче маскировка сечĕсем çыхассине те йĕркелерĕç. Халăх юррисене шăрантаракансем час-часах Вероника Леонтьева йĕркелекен паломниклăх çул çÿревĕсене çÿреççĕ. Çапла майпа Дедовăри, Красноусольскинчи, Табынри мăнастирсенче, Благовещенск районĕнчи Святые кустики текен мăнастирсенче те пулнă.
Районти культура çуртĕнчи концерт… Ертÿçĕсем пĕлтернĕ хыççăн сцена çине илемлĕ тум тăхăннă «Рябинушка» пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем тухрĕç. Зал тăрăх çут çанталăк илемне, юратупа хастарлăх вăйне, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхне мухтакан вырăс, чăваш халăх юррисем юхма пуçларĕç.
Юрă вĕçленчĕ, куракансем хапăл туса тăвăллăн алă çупаççĕ. Артистсене сцена çинчен ярасшăн та мар, номер пурин кăмăлне те кайни каламасăрах паллă.
Малалла – çĕнĕ юрăсем, репетицисем, сцена çине тухса куракансене хăйне евĕрлĕ номерсемпе савăнтарасси.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Юрă пире мĕнпур ĕçре çунат хушать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: