Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
8 Ноябрӗн 2023, 17:50

«Кĕнеке карвингĕн ÿнерĕ» мастер-класс иртнĕ

Кивĕ кĕнекесене е содержанийĕ кивелнĕ учебниксене ăçта хураççĕ-ха? Пĕрисем кивĕ хута йышăнакан пунктсене илсе каяççĕ, теприсем – свалкăна. Анчах тата тепĕр вариант та пур: ăста алăсем кивĕ кĕнекесенчен чăн-чăн ÿнер хайлавĕ ăсталама пултараççĕ.

«Кĕнеке карвингĕн ÿнерĕ» мастер-класс иртнĕ
«Кĕнеке карвингĕн ÿнерĕ» мастер-класс иртнĕ

«Карвинг» акăлчан чĕлхинчен хутламалла тата касмалла тенине пĕлтерет. Чылай вăхăт хушши «карвинг» ăнлавпа пахча çимĕçсемпе пылак çимĕçсене, пăрпа чула каснă чухне усă курма пулать тесе шутланă. Анчах, карвингăн тата тепĕр тĕсĕ пур – кĕнеке карвингĕ. Хут – çирĕп мар материал, апла пулин те вăл чăн-чăн ăстаçăсемшĕн чăрмав кăларса тăратмасть. Кĕнеке карвингĕ ÿнерти чи çамрăк юхăмсенчен пĕри шутланать. Анчах асăннă технологине  алла илнĕ çынсем çук мар. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе парар.

Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕнчи вулавăшра вăй хуракан Надежда Алексеева çак мелпе библиотекăн сумне ÿстерет тата вулакансене илĕртет. Вулавăш ĕçченĕ çут çанталăк вăхăтне, ирттерекен мероприятисен тематикине кура мастер-классене пĕрмаях çĕнетсе тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртме хăрамасть. Акă, ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Надежда  Васильевна «Кĕнеке карвингĕн ÿнерĕ» мастер-класс ирттернĕ. Ăна онлайн-мелĕпе йĕркеленĕ, видео çине çыртарнă та интернетри социаллă сетьсене вырнаçтарнă. Енчен те кĕнеке карвингне алла илме кăмăл пур пулсан  асăннă видеопа паллашма сĕнетпĕр. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: