Кăçал ăна йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Çавна май эпир сире кĕскен кăна ансамблĕн пĕр пултаруллă çыннипе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Геннадий Кержеманкинпа паллаштарасшăн. Вăл Пушкăртстаншăн та çывăх – пирĕн республикăпа 1982 çултанпа çыхăну тытать.
– Пуçласа эпĕ Пушкăрт енне 42 çул каялла «Çавал» ушкăнпа килнĕччĕ. Ун чухнех мана Урал тăрăхĕ, унти çынсемпе хутшăнусем килĕшрĕç.Тепĕр икĕ çултан юрă-ташă ансамбльне куçсан çыхăнусем тата та çирĕпленчĕç, çывăх тус-юлташсем тупрăм. Паянхи кун та çак туслăх çирĕп те вăйлă, – аса илет çав вăхăтри самантсене çак кунсенче 62 çул тултаракан Геннадий Петрович.
Кержеманкин хушамат чăваш марри малтанах палăрать, анчах та вырăс çынни 40 çул ытла культура анинче ĕçлесе чăваш тĕнчишĕн чылай тухăçлă «вăрă акнă». Геннадий Петрович ансамбльти оркестр артистĕнчен пуçласа ăна ертсе пыма та тÿр килнĕ. Маларах вырăс каччи Пензăри музыка училищинче, каярах Чулхулари М.И. Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторинче пĕлÿ илнĕ. Баянпа калас ăсталăхĕ пысăк пулнине пула вăл паллă юрăçсен концертмейстер-аккомпаниаторĕ пулнă. Çынри çак пуянлăх паянхи кун та çухалман. Геннадий Петрович хорпа та, балет ушкăнĕпе те, уйрăм вокалистпа та ĕçлеме пултарать, хăйĕн ăсталăхĕпе ансамбльте çеç мар, Чăваш Енри чи лайăх музыкçăсенчен пĕри шутланать.
Геннадий Кержеманкина юрă-кĕвĕ енчен çеç ырласа çырни çителĕксĕр, унра йĕркелÿçĕ енĕсем те çителĕклех. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, каланă сăмаха пурнăçлани, туслăха хаклама пултарни тата ытти паха енсене унпа çыхăнтарма пулать. Çавна пула тепĕр чухне ансамбль ертÿçисем ăна гастрольсем йĕркелеме те шанаççĕ. Урăхла каласан артист администратора çаврăнать. Чăваш Республикинче çеç мар, чăвашсем йышлă пурăнакан Раççейри регионсенче те. Çав шута Пушкăртстан та кĕрет. Юлашки хут чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, Геннадий Кержеманкин гастроль маршрутне палăртнипе, пирĕн республикăра 2020 çулта пулнăччĕ. Ун чухне 50 çынран тăракан ушкăн 10 ытла ял-хулара пулчĕ, куракансене чылайранпа кĕтнĕ савăнăç парнелерĕ.
Ыран Пушкăртстан Республика кунне паллă тунине пĕлсен Геннадий Петрович регионта пурăнакансене саламлама кăмăл турĕ.
– Уява чыслă та çÿллĕ шайра ирттермелле пултăр. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу сунатăп. Кашни кил-çуртра ăнланупа килĕшÿ хуçалантăр, пĕр-пĕрне упрар тата хисеплер, – кĕскен саламларĕ Шупашкарти тус.
Юрий СНЕГОПАД.