Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
6 Нарӑсӑн , 11:10

Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче композиторăн, баянистăн, сăвăçăн Владимир Николаевич Ермолаевăн 70 çулхи юбилейне паллă турĕç. Ял клубне тăванĕсем, ял çыннисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем йышлăн пухăнчĕç. Паллă баяниста чысласа асăнма Меселпуçĕнчен «Шăпчăксем» ушкăн та килсе çитрĕ.

Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать
Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать

Мероприяти Владимир Ермолаев çырса кĕвĕленĕ «Мăйлăпукан» гимнĕпе уçăлчĕ. Ăна клуб çумĕнчи хăйпултарулăх ушкăнĕ шăрантарчĕ. Малалла Ирина Федорова вулавăш ĕçченĕ баянистăн пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ.
Владимир Николаевич 1955 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мăйлăпукан ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче вăтам шкул пĕтерсен Çтерлĕ хулинчи 48-мĕш училищĕре вĕренсе токарь профессине алла илет. Салтакран таврăнсан ачалăхри ĕмĕчĕ Володьăна Çтерлĕри культпросвет училищине илсе çитерет. Ăна вĕренсе пĕтерсен ĕçленĕ хушăрах мал ĕмĕтлĕскер Челябинскри искусство институтĕнче куçăн мар вĕренсе тухса аслă пĕлÿллĕ специалист, музыкçă пулса тăрать. Пĕр хушă хула культура керменĕнче халăх инструменчĕсен ансамблĕн ертÿçи пулса ĕçлет.
Меселпуçĕнчен килнĕ ансамбль те Владимир Николаевич кĕвĕленĕ «Тавтапуç, Меселпуç» гимна шăрантарчĕ. Ун хыççăн ансамбль ветеранĕ Людмила Исааковна Ефимова Владимир Ермолаевпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсем çинчен каласа пачĕ:
«Вăл Пишкайăн, Меселпуç, Косяковка ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсене йĕркелесе ярса аталанма пулăшатчĕ, юрăсем кĕвĕлетчĕ, сăмахĕсене те хăех çыратчĕ. Вăтăр çула яхăн Меселпуçĕнчи культура керменĕнче вăй хучĕ: вăтăр çынран тăракан хор йĕркелесе ертсе пычĕ, хăй кĕвĕленĕ юрăсене ансамбльпе вĕренсе сцена çине тухатчĕç. 1990-2000 çулсенче Меселпуç вăтам шкулĕнче музыка урокĕсем илсе пынисĕр пуçне шкул ачисемпе кашăкпа вылякан ансамбль, хĕрсемпе ташă ушкăнĕ, арçын ачасемпе юрă ансамблĕ ертсе пычĕ. Юрлакан-ташлакансенчен çеç мар, хăйĕнчен те çирĕп ыйтаканскер, чуна илĕртекен концертсемпе тухатчĕ халăх умне. Халь кашни ялтах ансамбльсем. Ун чухне вара Ермолаевăн хорĕпе ансамбльне ытти ялсене чĕнетчĕç: Кармаскалăра район чысне хÿтĕлемелле-и, телевиденинче «Тивлетре» чăваш юррисем шăрантармалла-и, Çтерлĕре пединститутра чăваш уйрăмĕ уçнă ятпа концерт иртет-и, юратнă поэтăмăра А.С. Савельев-САСа саламламалла-и - пур çĕре те икшер автобус тиенсе каяттăмăр. Сахал мар юрă кĕвĕлерĕ хастар чăваш арĕ. Чăваш культурине аталантарас ĕçре пĕтĕм вăйне хурса тăрăшрĕ».
Владимир Николаевич çырнă юрăсене пуçтарса Çтерлĕ тăрăхĕнчи Красный Яр ял Канашĕн пуçлăхĕ Лидия Васильевна Федорова «Епле телейлĕ пурăнсан» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. «Пирĕн тăрăхри чăвашсемшĕн Владимир Николаевич çутă хĕвел вырăнне пулчĕ. Унăн çути нумай çынна çутатрĕ, ун ăшшипе чăн чăвашсем нумай ăшăнчĕç. Ун кĕвви-çеммине, юррине паян кун та чун каничченех юрласа савăнатпăр», – тет Меселпуç вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Людмила Ефимова аслă категориллĕ хисеплĕ педагог кĕнеке авторне панă интервьюра.
«Пускил, хамăрял, композитор, баянист, питĕ пултаруллă çын, ылтăн алăллă маçтăр. Яла, ял халăхне çав тери юрататчĕ. Хăйне шанса панă ушкăна вĕрентнĕ мĕнпур юрăсене çÿлти шайра халăх умĕнче юрлама ыйтатчĕ. Тăван ялăн гимне, ял ĕçченĕсем çинчен чылай юрă çырчĕ. Таса, çутă аса илÿ кăна ман ентеш пирки», – тет Батырово ял Канашĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Нина Евграфовна Константинова.
Концертра Мăйлăпукан культура керменĕнчи хăйпултарулăх ушкăнĕпе Меселпуç клубĕн «Шăпчăксем» ансамблĕ Владимир Николаевич çырнă юрăсене шăрантарчĕç. В.Ермолаев Юламан гимне çырнине те палăртса хăвармалла.
Çавăн пекех мероприятире СВОра Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене чысласа «Вăрçа ăсатни», «Куккук», «Çырла пиçес вăхăт», «Эх, савниçĕм» юрăсем янрарĕç. Чăн чăваш чунлă Владимир Николаевича халалланă асăну каçĕ пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкнипе вĕçленчĕ.
Иван ЕФИМОВ чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ, Мăйлăпукан ялĕ.

Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать
Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать
Чăваш чунлă юрăç хăйĕн юррисенче пурăнать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: