Октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче вĕсем Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕнче куракансемпе тĕл пулчĕç. Хăйсен илемлĕ те янăравлă сассисемпе пуçтарăннă çынсен кăмăлĕсене çĕклерĕç, савăнăç парнелерĕç. Кашни юрă хыççăн халăх тăвăллăн алă çупса юрăçсене хавхалантарчĕ, пĕлнĕ юрăсене пĕрле юрласа савăнчĕ. Пелепей тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен ятĕнчен вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев артистсене тав сăмахĕ каласа çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем тума, çынсене татах та савăнтарма вăй-хăват сунчĕ.
«Урал-Батыр» сцени çине тухас умĕн Лариса Пасхинапа курса калаçма май килчĕ. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май калаçмалли тупăнсах пычĕ.
– Лариса Викторовна, итлекен-куракан сирĕн юррăрсемпе тата çитĕнĕвĕрсемпе интересленсех тăрать. Çапах та кĕскен те пулсан паллаштарсамăр хăвăрпа. Ăçта çуралнă, ÿснĕ, кама вĕреннĕ?
– Эпĕ 1989 ҫулхи октябрь уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Аттепе анне – çĕр ĕçченĕсем. Çĕнĕ Пăва вăтам шкулĕнче 11 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн математика факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкулта математика предметне лайăх пĕлни, тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса парнеллĕ вырăнсем йышăнни çак утăма тума хистерĕ. Анчах çулталăкран чун туртманнине туйса илтĕм. Вĕренме пăрахрăм.
– Мĕнле майпа артист пулса тăнă-ха? Пĕчĕкренех сцена çинчен юрлама ĕмĕтленнĕ-тĕр?
– Анне-атте – юрă-кĕвĕпе çыхăнман çынсем. Çавăнпа та вĕсем эпĕ ача чухне куçлăх умĕнче микрофон вырăнне алла çÿç турамалли массажка тытса юрланине çывăха хурса йышăнман. Халĕ эпĕ те анне пулнă май вĕсене лайăх ăнланатăп. Кашни атте-анне тĕпренчĕкĕ тивĕçлĕ пĕлÿ илтĕр, дипломлă специалист пултăр тесе ĕмĕтленет.
Математика факультетне пăрахнă хыççăн хăюлăхпа хастарлăх çитерсе Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров патне пытăм, вăл ертсе пыракан «Янра, юрă» ансамбль пайташĕ пулса тăтăм. Юрă-кĕвĕпе çунатланса 2009-2011 çулсенче ансамбль йышĕнче юрларăм. Çав вăхăтрах çÿлерех асăннă университетри экономика факультетĕнче куçăн мар майпа вĕренеттĕм. 2011 çулта çемье çавăрса Мускава тухса кайрăм. Унтах манăн хĕрĕм çуралчĕ.
Кăшт вăхăтран шăпа пÿрнипе Шупашкара таврăнтăм. Чăваш Республикинчи Федераци управленийĕнче казначей пулса ĕçлерĕм. 2018 çулта Александр Арсентьев юрăçпа паллашрăм, вăл эпĕ питĕ лайăх юрланине палăртрĕ. Дуэт çыртарнă хыççăн юрă-ташă пурнăç илемне çаврăнчĕ.
– Репертуарти юрăсене ăçтан тупатăр? Концертсенче шăрантаракан юрăсене хăвăрах çыратăр-и?
– Юрăсен сăмахĕсене, кĕввисене хам çырмастăп. Юрий Кашкăр, Ирина Степанова тата Альбина Юрату сăввисене Александр Павловпа Александр Кокшин композиторсем юрăсене хывнă. Шăпах вĕсене эпĕ итлекенсем патне илсе çитеретĕп. Чăвашсем уйрăмах ăшшăн йышăннă «Ав, çав-çавах ырă çынсем нумайрах» юрра (сăвви – Ирина Степанова, кĕвви – Александр Павловăн) асăнса хăвармалла. Нумай пулмасть асăннă композици тăрăх клип ÿкертĕмĕр. Вăл питĕ илемлĕ. Куракансем ăна çывăх вăхăтра хак пама пултарĕç. Юлашки вăхăтра чăвашла юрлакан çӗнӗ çăлтăрпа Виктор Горелов авторпа тата композиторпа тачă çыхăнса ĕçлетĕп. Халĕ пилĕк юрра дуэтпа шăрантаратпăр. Вĕсенчен пĕри – «Улăхрăм ту çине» халăх юрри.
– Сирӗн юррăрсене итлесен вӗсем пурте чӗре витӗр тухнăскерсем пулнине ăнланса илетӗн. Илемлĕ те янăравлă сассăр кăмăла çĕклет, шухăша ярать. Пултарулăха аталантарма ятарлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ пулĕ?
– Çук, музыка пĕлĕвĕ илмен. Пурнăç вĕрентрĕ. Уйрăмах «Янра, юрă» ансамбль ушкăнра юрланă вăхăтра пултарулăха аталантарма май килчĕ.
– Юрлама, сцена çине тухма мĕн хавхалантарать?
– Куракансем чăваш юррине юратни, итлени пулĕ. Çакна концертсенче сăнама пулать. Залра ларакансемпе калаçма тăрăшатăп, куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă вăхăтра çын савăннине е шухăша путнине куратăн. Апла пулсан эпĕ юрлакан юрă унăн чун хĕлхемĕсене пырса тивнĕ.
Унсăр пуçне эпĕ руль умĕнче ларма юрататăп. Чăваш Енре, Ульяновск облаçĕнче е Пăва хулинче иртекен концертсене, мероприятисене хамăн çăмăл машинăпа çитетĕп. Çут çанталăкпа киленнĕ май джаз итлеме кăмăллатăп. Çапла чунпа канатăп, вăй пухатăп.
– Пушкăртстана мĕнле кăмăлпа килтĕр?
– Хальхинче эпир виççĕн килтĕмĕр: Михаил Федоров, Виктор Горелов тата эпĕ. Каламалла, пултаруллă каччăсем. Виктор Горелов пуçласа ку тăрăхра пулса курать. Миша тата эпĕ темиçе хутчен пулнă. Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» ансамбль пайташĕсемпе 2009-2011 çулсенче тăтăшах килсе çÿреттĕмĕр. Ялсенче лартнă концертсем, ял уявĕсене хутшăннисем халĕ те асра.
Пушкăртстанри аякри чăвашсем патне савăк кăмăлпа, чун туртнипе килетпĕр. Куракансем пирĕншĕн тунсăхлани сисĕнет. Кашнинпех калаçас, кашнине ыталас килет. Анчах вăхăт нумай пулманнипе çакна тума май килмест. Кирек ăçта та артистпа куракан хушшинче çыхăну ăшшăн йĕркеленессе, пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмне уçса парасса, зал тулли пуласса шанса сцена çине тухатпăр.
– Пушкăртстанри гастрольсемпе çыхăннă аса илмелли самантсем пур-и?
– Асра юлнă самантсем пур. 2010 çулта гастроль маршручĕпе килĕшÿллĕн пĕр яла кайнăччĕ. Шел, халĕ ял ятне астумастăп. Мана ун чухне урам тăрăх çăл юхса выртни питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Çак туйăм халĕ те сирĕлмен. Тепĕр самант: Пушкăртстанри ялсенчен пĕринче çĕр каçма тăрса юлтăмăр. Хăна çурчĕ пулманнипе пире пĕр кинемей патĕнче вырнаçтарчĕç. Ун чухне, 2009-2011 çулсенче, пысăк йышпа гастрольсене каяттăмăр. Эпир нумайăн пулнăран мана пĕчĕк кресло çинче вырăн сарса пачĕç. Урасене тăсса хума вырăн çуккипе çĕрĕпе куç хупмарăм. Çапла гастрольсем вăхăтĕнче тем тĕрли те пулать.
– Çемйĕр эсир килте тăтăшах çуккине мĕнле йышăнать?
– Эпĕ хĕрĕмпе пурăнатăп. Вăл пĕчĕкрех чухне няня тытма тÿр килетчĕ, халĕ аппа пулăшать. Юнашар пурăннăран кирлĕ чух манăн ачана пăхать. Эпĕ те парăмра юлмастăп, ăна та май пур таран пулăшатăп. Хĕрĕм эпĕ юрăç пулнине ăнланать, килте пулманшăн кÿренмест. Эпĕ те унăн туйăмĕсене, сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшатăп.
– Лариса Викторовна, тавах сире, вăхăт тупса калаçма кăмăл тунăшăн, ăнăçу сунатăп!
Ирида НОВИКОВА калаçнă.
Пелепей хули.