Культура техникумĕпе Çтерлĕри педагогика академийĕнчен вĕренсе тухнăскер хăçан та пулсан Андрей Малаховăн студийĕнче халăх юратакан «Песни от души» передачăра пуласса, Раççейĕн тĕп хулинчи Хĕрлĕ лапамра хăйĕн юррисене шăрантарасса шухăшлама та пултарайман.
Пирĕн çăлтăр Таштамак ялĕнче нефть кăлараканпа нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕн çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăталăх хĕрĕ юрра-кĕвве юратнине ашшĕпе амăшĕ пĕчĕк чухнех асăрханă. Ун чухне шухă хĕр ачан аллинче ахаль тура та микрофон пулса тăнă. Унăн çав тери юрласси, телевизорти артистсем пек пуласси килнĕ. Асламăшĕ мăнукĕн пултарулăхне ырланă, час-часах пукан çине хăпартса тăратнă та юрлама ыйтнă. Юррисем тăван чĕлхепе, питĕ çивĕччĕн янăранă. Наталья лайăх вĕреннĕ, тĕрлĕ конкурссене («Авăркас çăлтăрĕсем», «Шăпчăк сасси») хутшăннă. Вăтам классенче баянпа калама вĕреннĕ. Асăннă музыка инструментне вăл çав тери юратнă, çывăрса тăнă-тăман аллине тытнă. Каярах Наташа культура техникумне вĕренме кĕнĕ, унта вăл баян калама, аккордеонист пулма вĕреннĕ. Вăл вăхăтра хĕр Надежда Кадышеван юррисене юратнă, вĕсене кирек ăçта та пĕтĕм чунтан шăрантарнă. Студент чухне хула культура керменĕн пĕрлешÿллĕ концерчĕсене хутшăннă, çынсем йыхравланипе чăваш кĕрекинче юрланă.
– Ача чухне эпĕ темпе те кăсăкланаттăм. Асамлă юмахсем шухăшласа кăларма, вĕсене илемлетсе кĕнекесем тума юрататтăм. Çакăнпа эпĕ класри ачасене час-часах тĕлĕнтереттĕм. Анчах пуринчен те ытларах мана юрлама килĕшетчĕ, – каласа парать педагог.
Артистка пулмалли çулăн тепĕр картлашки – Çтерлĕри педагогика академийĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн вăл Таштамак ялĕнчи культура çуртне ĕçлеме кĕнĕ. Кунта Наталья темиçе ансамбль йĕркеленĕ те музыкăна юратакансене пурне те репетицие, сцене çине тухма пуçтарнă. Опыт пухсан çулталăкран Наталья Толбазăна куçма шутланă, 2№ шкула музыка учителĕ пулса вырнаçнă. Çирĕм çула яхăн ĕçе пĕлсе ертсе пынипе кунта çамрăк çăлтăрсем çуралнă. Вĕсем район тата республика конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Учительсене те юрă-кĕвĕ тĕнчи тыткăна илнĕ. Шкул коллективĕ пĕр хутчен çеç мар район тата республика шайĕпе иртекен конкурссенче мала тухнă, 2024 çулта Ĕпхÿ хулинче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри юрлакан педагогика коллективĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
– Çак шкулта мана педагогсен ушкăнĕ çав тери килĕшетчĕ, вĕсенчен нумайăшĕ манăн пурнăçра лайăх туссем пулса тăчĕç. Эпĕ вĕренекенсемпе ĕçлемелли пысăк опыт илтĕм, вĕсем те мана чылай вĕрентрĕç. Аса илмеллисем нумай, – каласа парать Наталья Михайловна.
Ыттисенни пекех Наталья Михайловнăн пурнăçĕнче те йывăр самантсем пулнă. Вăл ашшĕне, ун хыççăн амăшне çухатнă. Аллисем лăштах усăнсан тÿперен лăпкă сăмахсем илтнĕ пек пулнă. Вĕсене хăвăрт хут çине çырса хума шутланă, баянне алла тытнă, темиçе аккорд суйланă, çапла çĕнĕ юрă çуралнă. Юрра амăшне халалланă. Наташа ăна юратни çинчен юрланă, пурнăçри чи хаклă çыннине çухатнипе çыхăннă ыратăва, хуйха-суйха юрра хывнă. Юрланă май унăн чунĕнче çăмăлрах пулса кайнă. Çапла Наталья Михайловна юрă хăйне те, ыттисене те телейлĕ тунине ăнланса илнĕ, çĕнĕ юрăсем çырса кĕвĕлеме пуçланă. Ĕпхÿре çĕнĕ паллашусем çуралнă, «Счастливо живу» юррăн илемлĕ клипне ÿкернĕ, Наталья ăна YouTube канала лартнă. Клипа темиçе кун хушшинче çĕршер пин çын пăхнă, ырласа йышăннă. Çапла çĕршывăн тĕп хулинчен инçетре пурăнакан пултаруллă артисткăна Андрей Малаховăн «Песни от души» паллă телекăларăмăн редакторĕсем асăрханă.
– Ӳкерÿ ушкăнĕ Таштамак ялĕнчи атте-анне килне килчĕ. Çапла тĕп материал ÿкерчĕç. Тепĕр темиçе кунтан передача редакторĕ шăнкăравларĕ те Мускава тата каялла вĕçме билет ярса пачĕ. Эпĕ çак асамлăха ĕненме те пултараймарăм. Студинче Андрей Малаховпа тĕл пулсан ку тĕлĕк мар иккенне ăнланса илтĕм. Питĕ хумхантăм, анчах та республика тата район шанса панине тÿрре кăларас тесен хама çÿллĕ шайра тытмаллине лайăх ăнлантăм, – аса илчĕ хĕрарăм.
Малалла мĕн пулса иртнине илемлĕ юмахпа çеç танлаштарма пулать. Наталья Михайловнăна республика тата Раççей телевидени каналĕсене йыхравлама пуçланă. Кăçалхи çуркунне вăл Хĕрлĕ лапамра «Добровидение» халăх юррин фестивалĕнче юрланă. Артисткăн ĕмĕчĕ – «Янра, хут купăс!» передачăра ÿкерĕнесси.
Халĕ Наталья Кириллова Толбазă ялĕнчи 2№ ача сачĕн шăпăрланĕсене халăх юррисене юрлама вĕрентет. Ăна ĕçтешĕсем, ашшĕ-амăшĕсем тата шăпăрлансем хисеплеççĕ. Вăл çĕнĕ юрăсем хывма, клипсем ÿкерме палăртать. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен унăн пулăшаканĕсем – çемйи тата унăн юррисене кăмăллакансем – нумайăн.
Пирĕн вара пултаруллă ентешĕмĕре çĕнĕ çитĕнÿсем сунасси çеç юлать. Унăн ырă юррисем ыттисене телейлĕрех, тĕнчене илемлĕрех тума пулăшчăр.
Зульфия СИДОРОВА. Авăркас районĕ.