Ушкăн пайташĕсем чăн чăваш юррисене – йăла-йĕрке, лирика тата ташламалли – шăрантарнă. Çапла майпа вĕсем халăх пултарулăхне тарăн хисепленине тата сасă ăсталăхне упранине кăтартса панă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче коллектив мĕнле майпа йĕркеленни çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн унчченхи ертÿçисем Светлана Соколовапа Венера Яковлева интервью панă, хăçан тата кам ушкăна пуçарса яни, ăна йĕркелесе яракансем мĕнле тĕллевсем лартни, темиçе теçетке çул хушши коллектив чăваш халăхĕн культура эткерлĕхне епле майпа сыхлани çинчен каласа панă. Светлана Мефодьевна пĕлтернĕ тăрăх, «Тантăшсем» («Ровесницы») чăваш фольклор ансамблĕ 1995 çулта Тапканчă ялĕнчи клубра йĕркеленнĕ. Коллектива Ирина Яковлева ертсе пынă. Çав вăхăтра Юмашра «Илем» вокал ушкăнĕ хастар ĕçленĕ. 1996 çулта икĕ ушкăн пĕрлешнĕ, «Çеçпĕл» ятпа çÿре пуçланă. Светлана Соколовапа Венера Яковлеван аса илĕвĕсем иртнине сума суни кăна мар, хăйне евĕрлĕ коллектива йĕркеленĕ çынсен астăвăмне упрани те пулса тăрать.
Ансамблĕн паянхи ертÿçи Вера Фомина ушкăн пайташĕсене - хальхисене те, унчченхисене те – ĕçе чунтан парăннăшăн, хастар хутшăннăшăн тата яланах пулăшнăшăн чĕререн тав тунă.
– Эпир ахаль юрламастпăр, ташламастпăр. Эсир пуррипе çитĕнĕкен ăру валли чăваш халăхĕн йăли-йĕркисемпе чĕлхине, культурине сыхласа хăварма пултаратпăр. Çакна та палăртса хăварас килет: темиçе çул хушши ансамбле шанчăклă аккомпаниаторсем – Валерий Тимофеевпа Владимир Наумов, Анатолий Макаровпа Альберт Арсланов – пулăшаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕ тăван культурăна юратни тата пĕрлехи ĕçе чунтан парăнни çинче никĕсленнĕ, – тенĕ Вера Фомина.
Коллектив пурнăçне малтанхи пекех ветерансемпе тивĕçлĕ канури çынсем хутшăнни савăнтарать. Вĕсем тăтăшах репетицисене килсе çÿреççĕ, çамрăксене хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ.
Ӳкерÿ процесĕ вĕçленнĕ хыççăн çеçпĕлсем сĕтел хушшине пухăннă. Чей ĕçнĕ май малашнехи плансене сÿтсе явнă.
«Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ ăрусен хушшинчи чĕрĕ кĕпер шутланать. Кунта тăван сăмах янăрать, авалхи юрăсем шăранаççĕ, мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркисем типтерлĕн упранаççĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.