Çĕнĕ çул тĕлне çынсене ырă кăмăллă Хĕл Мучипе илĕртÿллĕ Юр пике савăнтараççĕ пулсан, Раштав уявĕнче юр витепе тин çуралнă ача, каярах тата ытти кĕлеткесем çуралаççĕ. Ял çыннисемшĕн ку кĕлеткесем урам илемĕ çеç мар, уяв, ĕненÿ, тăван тăрăха чунтан юратнин палли.
– Юр кĕлеткесем – манăн кĕлĕсем, ял халăхне саламлани. Çынсем утса пынă май йăл кулса иртчĕр, ырăлăх, асамлăх, çемйи çинчен аса илччĕр, – тет Ирина Рудольфовна кăмăллăн.
Ирина Фадеева ырă суннине халăх кăмăллăн йышăнать. Алă ăстин çурчĕ патĕнче такам та чарăнса тăрать. Ачасем юмахри сăнарсем, Раштав композицийĕ çине савăнса пăхаççĕ пулсан, аслисем сăн ÿкерчĕксем тăваççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Уçă тÿпе айĕнчи сăпайлă курав çынсене пурне те пĕрлештерет, уяв туйăмĕ парнелет. Çакă лайăх та, мĕншĕн тесен кăçал мелеспуçсем Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ) пулăшнипе ялти çула çĕнетме тĕллев лартнă. Çул çирĕп пулсан кăмăл та лайăх пулĕ, çĕнĕ кĕлеткесем ăсталама хавхалану хутшăнĕ.
Алена ЕРЕМЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.