

Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнче пурăнакансене çак енĕпе ăннă: вĕсен хăйсен купăсçи пур – Федор Павлов. Нумай çул хушши унăн аллинчен кĕвĕ инструменчĕ каймасть. Федор Иванович хăй тĕллĕн вĕреннĕ пулин те питĕ ăста вылять. Вăл кĕвве-çемме чунтан парăннине кашнийĕ туйса илме пултарать. Унăн хут купăсĕ чĕрĕ организм пек савăнтарма та, хурлантарма та, шухăша яма та пултарать. Пĕр те пĕр кĕвĕ янăрасан ирĕксĕррĕн юрласа яратăн, ташламалли пулсан – урасем хăйсемех ташша яраççĕ.
Федор Ивановичăн ячĕ ял тулашĕнче те паллă пулнишĕн тĕлĕнме кирлĕ мар. Туйсемпе юбилейсенче вăл яланах кĕтнĕ хăна. Юлташĕсемпе пĕлĕшĕсен ушкăнĕсенче те хаваспах хут купăс тытса тăсса ярать. Паллах, унсăрăн чăвашсен ĕлĕкхи «Сурхури» уявĕ те иртмест. Асăннă уяв ташăсенчен тăрать, ăна темиçе кун паллă тăваççĕ. Федор Павлов ялта йĕркелекен мероприятисене те хастар хутшăнать, мĕншĕн тесен вăл «Селяночка» ушкăнăн улшăнми аккомпаниаторĕ шутланать.
Пултарулăх ушкăнне пилĕк ҫул каялла Светлана Николаева библиотека ĕçченĕ тӑрӑшнипе йӗркелесе янӑ. Паянхи кун ăна «Сарпи» ансамбль солистки Анна Данилова ертсе пырать.
Федор Иванович, ушкăнри пĕртен-пĕр арçын, январь уйăхĕнче хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă. Паллах, паллă кунпа ĕçтешĕсем те, пĕр ял çыннисем те чунтан саламланă. Косяковка ялĕнче пурăнакан пултаруллă ал ĕç ăсти Галина Славченкова Федор Павлов валли илемлĕ вырăс халăх кĕпи çĕлесе панă. Кĕтмен парнесем çакăнпа кăна вĕçленмен: Ирина Петрова кĕпе çийĕнчен çыхмалли пиçиххи парнеленĕ. Ăна та Ирина Семеновна хăйĕн аллипе ăсталанă. «Селяночка» ушкăн пайташĕсем аккомпаниатора саламласа юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Çакă купăсçă хисепре пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ районĕ, Косяковка ялĕ.