Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
15 Мартӑн , 15:00

Чăваш чунлă икĕ Татьяна

Кирек мĕнле халăхра та наци хăйне евĕрлĕхне упраса хăварас, çирĕплетес туйăм упранать. Хăш-пĕр наци ку енĕпе ытларах ĕçлет пулсан, теприсем сахалрах. Истори тапхăрĕсене илес пулсан та çак ĕçе тĕрлĕрен тимлĕх уйăрнă вăхăтсем пулнă. Анчах кирек хăçан та асăннă ыйтупа ĕçлекен уйрăм çынсем, пĕрлĕхсем тупăнсах пынă.

Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Чăваш чунлă икĕ Татьяна

Паллах, çын хăйĕн историлле çĕршывĕнче, тăван çĕрĕ çинче шăтса тухса çирĕп тымар ярать пулсан, наци хăйне евĕрлĕхне упрама çăмăлрах. Çын тăван сăмаха илтсе, тăван чĕлхепе калаçса ÿсет, наци йăли-йĕркисемпе çыхăннă мероприятисене çÿрет, хăй çак йăла-йĕркесене тытса пырать. Культура учрежденийĕсем те çумрах вырнаçнă, вырăнти администраци те май пур таран пулăшсах пырать.
Çынсем хăйсен тымарĕнчен татăлса тăван чĕлхе, культура, йăла-йĕрке хутлăхĕнчен инçетре пурăнаççĕ пулсан мĕн тумалла?
Санкт-Петербург хулинче диаспорăсем валли Нацисен хушшинчи хутшăнусен комитечĕ ĕçлет, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме Нацисен çурчĕ пур. Апла пулин те наци хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассишĕн чун-чĕререн тăрăшакан çынсем пулмасан нимĕнле административлă тата финанс ресурсĕ те кирлĕ çимĕçне параймĕ. Паллах, Санкт-Петербург хулинче чăваш обществин пултаруллă лидерĕсем те сахал мар, анчах паянхи сăмахăм икĕ чăваш чунлă хĕрарăм, икĕ Татьяна, çинчен пулĕ.
Татьянăсем иккĕшĕ те Чăваш Енре тĕрлĕ вăхăтра çут тĕнчене килнĕ, анчах вĕсене хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне, чĕлхине юратни пĕрлештерет. Иккĕшĕ те пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем. Асли, Татьяна Анатольевна Ильина, Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Татьяна йĕкĕреш шăллĕпе Иванпа пĕрле çут тĕнчене килнĕ. Татьянăпа Иван çемйинчи ытти ачисенчен юрра-кĕвве ăста пулнипе уйрăлса тăнă. Каярахпа Татьяна Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче дирижерпа хор уйрăмне вĕренме кĕнĕ, инструментсенчен баян суйласа илнĕ. Унпа йĕкĕреш Иван вара Шупашкарти музыка училищинче тромбон класне пĕтернĕ, унтан Санкт-Петербург хулинчи консерваторинче вĕренсе тĕнчипе паллă Мариинский театр оркестрĕнче ĕçлеме пуçланă.
Çак вырăнта эпĕ хама-хам йăлана кĕнĕ ыйту паратăп. Çемйинче ачисен пултарулăхне витĕм кÿрекен ĕçпе никам та професси шайĕнче ĕçлемен пулсан пултаруллă ачасем ăçтан çуралаççĕ-ха? Уйрăмах ялсенче. Вăл вăхăтра ялсенче ачасен çут çанталăк панă пултарулăхĕсене аталантармалли майсем пулманпа пĕрех. Пурнăçри пĕр те пĕр самант сиксе тухмасан, характер ирĕк памасан пултарулăх аталанмасса та пултарать, нумайăшĕ вара пултарулăхĕ пуррине пĕлмесĕрех пурнăçне пурăнса ирттерет. Аллисем ăста, ыттисене пулăшма хатĕр пулнăран Татьянăн ашшĕне ялта Ылтăн Тули тесе чĕннĕ. Ун пек ята тивĕçме вара çăмăл мар.
Татьяна вĕренсе пĕтерсен яла таврăннă, ача садĕнче музыка ертÿçи пулса ĕçлеме пуçланă, качча тухнă, икĕ хĕр çуратнă. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухнă, мăшăрĕн пурнăçĕ татăлнă. Хуйхă-суйхăллă лару-тăрура çынсем хăйсене тĕрлĕрен тытаççĕ: вăйсăррисем вăйĕсене çухатаççĕ, вăйлисен, яваплăх хăйсем çине çеç тиеннине ăнланса тата та ытларах вăй тупăнать. Çапла Татьяна 42 çулта ачисемпе хăйпе йĕкĕреш Иван патне Санкт-Петербург хулине куçма шутлать. Пысăк хулара çĕнĕ пурнăç майлаштарма пуçлать. Ачисене ура çине тăратмалла, пĕлÿ памалла пулнă. Кондитера музыка учителĕсенчен ытларах ĕç укçи тÿленине шута илсе Татьяна унта вырнаçать. Кăштахран кĕтмен тĕлпулу чăваш пĕрлĕхне илсе çитерет. Кирек мĕнле пĕрлĕхре те музыка инструменчĕ калама пĕлекен çынсем ылтăн вырăнĕнчех. Çапла «Парне» ятлă фольклор ансамблĕ йĕркелес шухăш çуралнă. Унта Татьянăн икĕ хĕрĕ тата темиçе хĕрарăм çÿреме пуçланă. Унтанпа çирĕм çул иртнĕ, нумай шыв юхнă, нумай япала улшăннă. Ачисем пĕлÿ илнĕ, ĕçлеме пуçланă. Халĕ хĕрĕсенчен пĕри ача садĕнче методист пулса ĕçлет, иккĕмĕшĕ – уйрăм предприниматель. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, Кукамăшне мăнуксем парнеленĕ. Фольклор ансамблĕн йышĕ те çĕнелнĕ, анчах та унăн ертÿçи паянхи кунччен те улшăнман. Вăл – пирĕн Татьяна Ильина.
Наци хутлăхĕнче асăннă ушкăна пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, вĕсене хулари мероприятисене, ытти халăхсен пĕлтерĕшлĕ уявĕсене йыхравлаççĕ. Нумаях пулмасть Санкт-Петербург хулинчи национальноçсен çуртĕнче «Парне» ансамбле йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалласа виçĕ сехете пыракан пысăк уяв ирттерчĕç. Культура программи истори сăн ÿкерчĕкĕсемпе тата видеопа, хăнасен, ытти наци халăх диаспорисен юрри-ташшипе, ăшă сăмахĕсемпе пуян пулчĕ. Пултарулăх ушкăнĕн чăваш чунлă хастарĕсене халăх культурине упраса хăварас тата халăх хушшинче сарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Культура министерстви, Раççей Федерацийĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, Чăваш наци конгресĕ, Санкт-Петербург хулинчи Национальноçсен çурчĕ ятĕнчен Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Тепĕр Татьяна – Татьяна Юрьевна Шмелева – Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче çуралнă. Ăна, çамрăк хĕре, шăпа 25 çул каяллах Санкт-Петербург хулине илсе çитернĕ. Халĕ Татьянăн çирĕп çемье. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ мăшăрĕпе пĕрле икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Вăл – ашшĕ-амăшне юратакан тимлĕ хĕр. Час-часах хĕрĕсемпе хăйĕн тăван тăрăхĕнче пулать. Вăл яваплă ĕçре, Газпромăн филиалĕсенчен пĕринче, вăй хурать. Ĕçлĕ пулнине пăхмасăр хăй пуçарса янă «Телей» фольклор ансамбльне ертсе пырать. Татьяна – чăваш пĕрлĕхĕн пултаруллă хастарĕ. Унăн пуçарăвĕпе пĕрлĕхре тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
Кăшт вăхăтран Татьянăн пуçĕнче чăваш фольклор ансамблĕ йĕркелес шухăш çуралнă. Çапла вăл ушкăн пухнă, репетицисем ирттерме лапам тупнă, чăваш тумĕн историйĕпе кăсăкланакансемпе канашласа хăй укçипе костюмсем çĕленĕ, пуç çине тăхăнмалли хатĕрсем, мăй, кăкăр çине çакмалли эрешсем ăсталанă. Çак самаях кăткăс та çăмăл мар ĕçе кашни сцена çине тухмассерен пурнăçлама тивет. Репертура та яваплăха туйса суйласа илет Татьяна. Унсăр пуçне вăл Чăваш Енри музыка сферинче тăрăшакансемпе те тăтăшах çыхăну тытать. Коллектив темиçе хутчен те Шупашкара халăх ташшисемпе тата юррисемпе ăсталăх класĕсене çÿренĕ. Кашни пĕчĕк пая шута илни, тен, Татьянăн профильлĕ пĕлÿ çуккине те ăнлантарать пулĕ. Унăн пултарулăхран аякра тăракан икĕ аслă пĕлÿ, вĕсем ял хуçалăхĕпе тата экономикăпа çыхăннă, пур. Анчах пултарулăх тени юнра пулсан вăл пĕлÿ пуррипе çуккине пăхса тăмасть. «Телей» ушкăн пур лапамсенче те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Ăна пур çĕрте те хапăлласа йышăнаççĕ. Татьяна коллектива пĕр тĕвве пухассипе те нумай ĕçлет. Пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсене мăшăрĕсемпе, ачисемпе пĕрле хула тулашне илсе тухассине йĕркелет, пурне те интереслĕ пултăр тесе тĕрлĕ программа шухăшласа кăларать. Çавăн пекех хулари историллĕ вырăнсенче пулса курасси те йăлана кĕнĕ. Ушкăн час-часах камăн та пулин кухнинче чăваш апат-çимĕçне хатĕрлеме пуçтарăнать.
Татьяна – пултарулăх çынни. Хальхи вăхăтри пек каласан, креативлă (çĕнĕлле) шухăшлакан çын. Енчен те айккинчен укçа-тенкĕпе пулăшакан çын тупăннă пулсан вăл Санкт-Петербургра пурăнакан чăвашсем валли чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăвармалли чылай çул-йĕр шухăшласа кăларĕччĕ. Тĕслĕхрен, темиçе çул каялла вăл Чăваш Енрен артистсене чĕнсе илсе тĕлпулусем те йĕркеленĕ. Вĕсем питĕ чаплă концертсем кăтартнă, тăван культурăшăн тунсăхлакансене савăнăç, лайăх кăмăл-туйăм парнеленĕ. Шел пулин те, гастроль тăкакĕсем пысăк пулнипе асăннă ĕç малалла аталанайман. Çавăн пекех Татьяна «Асамат» чăваш ачисен ансамбльне йĕркеленĕ. Вăл ачасем ÿссе çитиччен, çичĕ çул хушши, ĕçленĕ.
Çапларах вĕсем, хисепе тивĕç чăваш хĕрарăмĕсем, Татьянăсем. Хăйсен вăхăтне, укçи-тенкине шеллемесĕр çултан çул çак пархатарлă ĕçе пурнăçлакан çынсем питĕ сахал пуль. Вĕсене малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Çак пархатарлă ĕç сире хавхалануллă кăмăл-туйăм илсе килтĕр, вĕсене туллин хак паччăр.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули.

Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Чăваш чунлă икĕ Татьяна
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас