

«Ачасем пекех çывăх»
– Ирина Витальевна, пĕррехинче эсир юррăрсене хакласа «юррăмсем – çунатăмсем» тесе каланăччĕ. Халĕ çырăнаççĕ-и вĕсем? Ытларах хăш авторсемпе ĕçлетĕр?
– Юрăсем çырăнаççĕ, мана хавхалантараççĕ. Ăслăлăх тĕнчинче пурăннă чухне питĕ нумай ĕçлеме тиветчĕ. Тĕрĕссипе, хут айĕнчен тухма пĕлмен эпĕ. Ун чухне те юрăсем мана çунатлантарнă, пурăнма вăй-хал панă. Маларах Пушкăртстанри сăвăçсемпе – Александр Савельев-САСпа, Зинаида Сурпанпа, Николай Леонтьевпа, Геннадий Челпирпе, Аркадий Русаковпа – туслашрăм. Вĕсен сăввисене кĕвве хыврăм. Чылай юрра Пушкăртстанри «Нарспи», «Сарпи» ансамбльсем тата ытти ушкăнсем те юрлаççĕ, çав хушăрах хам та. Çавăн пекех эпĕ Альбина Юрату, Раиса Сарпи тата ытти сăвăçсемпе те хутшăнатăп. Манăн 150 ытла юрă. Вĕсем хамăн ачасем пекех çывăх, пурте чун-чĕре витĕр шăранса тухнă-çке. Темисем тĕрлĕрен: пурнăç, атте-анне, Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе, юрату… Аллă юрра пухса «Тĕлпулăва мухтав» кĕнеке кăларма вăхăт тупрăм.
– 1994 çулта эсир Николай Леонтьев сăввипе «Çăлтăр тăкăнать» юрă çырнă. Вăл, Афган вăрçине хутшăннă салтаксене халалланăскер, паянхи кун та актуаллă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем пирки те пуррине пĕлетĕп…
– Николай Леонтьев питĕ пултаруллă çынччĕ. Шел те, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Пушкăртстанри «Шăпчăк сасси» пултарулăх конкурсĕнче паллашрăмăр унпа. Çавăн чухне мана хăйĕн сăввине алăран тыттарчĕ. Пĕрре вуласанах кĕвĕ çуралчĕ. Ăна халăх тÿрех юратса йышăнчĕ. Çынсем ыйтнипех ăна вырăсла та куçартăм, хамах юрлатăп. Пушкăртстанра чăваш юхăмне пуçараканĕ, техника наукисен докторĕ Александр Кондратьев çак юрра симфони оркестрĕ валли хатĕрлесе пама сĕнчĕ. Шел те, вăл сывă чухне унăн сĕнĕвне пурнăçа кĕртеймерĕм. Чылайăшĕ ăна манран юрлама ыйтса илеççĕ. Юрă халăхра саланни аван. Çавăнпа та нихăçан та хирĕçлеместĕп – юрлаччăр. СВО салтакĕсене халалланă юрă та пур: «Рождаются мужчины на войне» ятлă. Сăввине Донбасра пурăнакан Татьяна Витязь çырнă. Вăл та халăхра анлă сарăлчĕ. Сăмах май, çак юрăпа Хусанта тĕнче шайĕпе иртнĕ конкурса та хутшăнтăм. Вăл интернетра та пур. Татьяна Витязь çамрăк пулсан та чуна витерекен сăвăсем çырать. Çак юрра вăл та кăмăлларĕ. Унпа малалла та çыхăнса ĕçлеме шухăш пур.
– Юрăсем Шупашкарта çырăнаççĕ-и?
– Юлашки вăхăтра ачасем валли юрăсем кăларас шухăшлă. Пушкăртстанри Лидия Шурçăл вĕсем валли ятарласа сăвă пуххи кăларнă. Ăна вăл мана парнелерĕ. Çавна май ачасем валли юрăсем çыртăм, вĕсене аранжировка туса халăх умне кăлармалла. Унсăр пуçне Валери Туркайăн «Сăпка юрри» сăввипе çырнă юрă та çывăх вăхăтра хатĕр пулать. Çавăн пекех манăн этностильпе ĕçлес кăмăл та пур. Шупашкара ĕçлеме килсен шухăшсем çуралчĕç: пирĕн пушкăртсенчен вĕренмелли чылай. Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕсем «Урал-батыр» эпос кунне кăçалхипе иккĕмĕш хут паллă турĕç. Регион пуçлăхĕ çак ятпа хушу та кăларнă. Уява ачасене те явăçтараççĕ, тĕрлĕ конкурс, ăмăрту, курав ирттереççĕ. Пирĕн те, чăвашсен, Улăп пур. Эпос уявне пирĕн те патшалăх шайĕнче йĕркелеме пулать. Вăл мăнаçланмалли пулăм пултăр. Çамрăксене хамăр историпе, йăла-йĕркепе тĕплĕнрех паллаштармалла. Чăваш Ене халалласа çырнă сăвăсем тăрăх кĕвве хывнă юрăсене те кун çути кăтартма хатĕрленетĕп. Унсăр пуçне Пушкăртстана халалланă юрă та чылай, вĕсен йышĕнчех – «Манăн Пушкăртстан». Ăна пушкăртла та, вырăсла та куçарнă. Çавăн пекех Халăхсен туслăхĕн çурчĕн гимнне те (сăввине те, кĕввине те) эпĕ çырнă. Асăннă юрăсене Пушкăртстан халăх артисчĕ Радик Вальмухаметов юрлать. Лилия Сакмар драматургпа та туслă ĕçлетпĕр. «Я в утробе земли» юрă хăвăрт çырăнчĕ. Унсăр пуçне унăн тепĕр темиçе сăввипе кĕвĕленĕ юрăсене кăларма хатĕрленетĕп. «Аннем, каçар мана» юррăн историйĕ те кăсăк. Сăвă авторĕ – хăй вăхăтĕнче Пушкăртстанри Наци музейĕн тĕп директорĕнче ĕçленĕ Гали Валиуллин. Вăл, çар çынни пулнăскер, амăшĕ вилсен тĕрлĕ сăлтава пула ăна юлашки çула ăсатма килеймен. Каярахпа амăшĕн вил тăприйĕ çинче «Хоть и поздно» сăвва çырнă. Эпĕ вара ăна кĕвве хыврăм. Питĕ хурлăхлă юрă пулса тухрĕ. Юрă-кĕвĕ Шупашкарта та çырăнать, хăть хăш самантра та. Хатĕррисене те аранжировка туса кăларма тăрăшатăп. Вĕсен шутĕнчех Пушкăртстанри Аркадий Русаковпа Зинаида Сурпан поэтсен сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем те пур.
Куççульсĕр вулаймăн
– Ирина Витальевна, хушма ятăр пирки те тĕплĕнрех пĕлес килет.
– «Саригель» псевдонима эпĕ чи малтан авалхи чăваш ячĕсен списокĕнче асăрхарăм. Вăл мана килĕшрĕ. Сарă йĕкел пек илтĕнчĕ. Хам та сарă пулнăран тата та ытларах кăмăлларăм ăна. Йĕкел тесен «крепкий орешек» ăнлав пуçа килет. Мана çывăх вăл. Мĕншĕн тесен пурнăçăм çăмăл килмерĕ. Ăсчах ĕçне суйласа илнĕрен канма та вăхăт пулмарĕ. Кун-çул ĕçрех иртрĕ. Çапах йĕкел пекех патвар эпĕ, йывăрлăха парăнмастăп. Пултарулăх вăйĕ е юрра, е сăвва кĕрсе юлтăр тесе тăрăшатăп. Каярахпа Шупашкарта Альбина Юрату сăвăçпа паллашрăм. Вăл «Саригель» сăмаха «сарă кил» пек ăнланма пулнине пĕлтерчĕ. Урăхла каласан, кил ăшши, чун ăшши. Ку ăнлавпа та килĕшетĕп, мĕншĕн тесен эпĕ, ырă, уçă чунлăскер, хам пек çынсем патне туртăнатăп. Манра кĕвĕçÿ, ăмсану туйăмĕсем çук. Çынна нихăçан та япăх сунмастăп, сунман та.
– Эсир маларах Ĕпхÿри патшалăх медицина тата нефтьпе техника университечĕсенче ĕçленĕ. Халĕ вара Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче вăй хуратăр. Икĕ регион çамрăкĕсен хушшинче уйрăмлăхсем пур-и?
– Уйрăмлăхсем пур. Чăвашсем сăпайлăрах, нумай калаçмаççĕ, пушкăртсем вара хăюллăрах пек. Ĕçченлĕх, пултарулăх, тăрăшулăх тĕлĕшпе икĕ халăх та пĕрех. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтне çамрăксем тĕрлĕ регионтан вĕренме килеççĕ. Шел те, чăваш çамрăкĕсем сахалрах. Вĕсене ытларах явăçтарас килет. Çавăнпа Пушкăртстанри чăвашсем патне те пĕлтерÿ ярса патăм. Чăваш Енре çакăн пек вăйлă институт пурри пĕлтерĕшлĕ. Коллектив та туслă. Чăваш çамрăкĕсене хамăр пата вĕренме йыхравлас килет. Чăваш каччисемпе хĕрĕсен хушшинче те пултаруллисем пурри савăнтарать. Акă, Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Патриотическое воспитание подрастающего поколения в современных условиях: пути решения» вĕрентÿ конференцийĕ иртрĕ. Унта манăн пĕрремĕш курсра вĕренекен икĕ студент хутшăнчĕ. Дарья Орлова 3-мĕш вырăна тухса диплома тивĕçрĕ. Виктория Харитонова вара – конференцие хутшăнни çинчен калакан сертификата. Паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсем мана хавхалантараççĕ. Сăмах май, патриотлăх теми манăн юрăсенче те тĕл пулать.
– Шурă Шупашкар мĕнпе илĕртрĕ сире?
– Истори тĕлĕшĕнчен Чăваш Ен пирĕншĕн, Пушкăртстанри чăвашсемшĕн, тăван тăрăх шутланать. Пирĕн тăхăмсем кунтан куçса кайнă-çке, 1620-мĕш çулсенчех. Çак темăпа эпĕ кандидат диссертацийĕ те, монографи те çыртăм. Вĕсен пурнăçне, ĕç-хĕлне, социаллă пурнăç тытăмне тата историпе культура енĕпе çыхăннă аталанăвне кăтартса пама тăрăшрăм. Çавна май архивсенче те нумай ларма тиврĕ. Çак темăна анлăлатса доктор диссертацине те пĕрлех çыртăм. Шупашкар илемĕпе те хăй патне туртать, тыткăнлать. Транспорт чарăнăвĕсене те чăвашла çырнишĕн савăнатăп. Спектакле е концерта кайсан та чун хĕпĕртет, мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.
– Тĕпчев ĕçĕсемпе халĕ те кăсăкланатăр пулĕ? Юлашки вăхăтра мĕн çыратăр?
– Хальхи вăхăтра эпĕ монографи хатĕрлетĕп, мĕншĕн тесен манăн тата пысăк тĕллевсем пур. Вăл – Пушкăртстанра чăвашсем валли тĕрлĕ ведомство шкулĕсем, пуçламăш шкулсем, уçăлса ĕçлеме пуçлани. Вĕсене йĕркелекенсем чылаййăн пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем 150 çын таранах. Пушкăртстана кайса вĕрентÿ енĕпе хăйсен тÿпине хывнă. Вĕсем педагог çеç мар, чиркÿ çыннисем те пулнă. Халăхпа ĕçленĕ, сад ĕрчетнĕ, ал ĕçне хăнăхтарнă, ÿкерме вĕрентнĕ. Тĕпчев ĕçĕсенче чиркÿпе прихут тата вырсарни шкулĕсем, чиркÿсем уçăлни çинчен те çырса кăтартăп. Ăслăлăхри тепĕр ĕç вăл – аннен аса илĕвĕсем. Анне Анастасия Михайловна пурнăçне учительте ĕçлесе ирттерчĕ. Çтерлĕри педагогика институчĕн химипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван ялĕнче, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿлте, аслă пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм шутланнă. Вăл питĕ илемлĕ юрлатчĕ. Эпир, ачисем, унăн юррисене ăша хывса çитĕннĕ. Атте Виталий Иванович пире ĕçлеме, тăрăшуллă пулма вĕрентнĕ. Анне иртнĕ кун-çулĕ пирки 5-6 тетрадь çырса хăварнă. Вĕсене куççульсĕр вулама çук. Унта вăл вăрçăчченхи, вăрçă вăхăтĕнчи тапхăрсене те уçса панă. Пурнăçран уйрăлса кайичченех хăйĕн кун-çулĕ, шăпи пирки çырнă. Çак аса илÿсене пичетлесе кăларма шухăш тытрăм. Çавăн пекех Чăваш Енри паллă çынсемпе çыхăннă аса илÿ кĕнекисем тата мемуарсем кăларма ĕмĕтленетĕп. Ĕç нумай, сывлăх çеç пултăр.
Валентина ПЕТРОВА.
Шупашкар хули.