Урал сасси
+16 °С
Облачно

«Лютый» – çĕрлехи сунарçă

Хĕвел анса ларсан, таврари сасă-чĕвĕ шăплансан малти линири тÿпене ытти «кайăксем» хăпараççĕ. Лăпкă та сассăр кайăксем. Вĕсен пульчĕсене тытакансен тĕллевĕ – тăшманăн аран-аран палăракан йĕрне тупса палăртасси. Çав вăхăтрах хăйсене те асăрхануллă тытмалла.

«Лютый» – çĕрлехи сунарçă«Лютый» – çĕрлехи сунарçă
«Лютый» – çĕрлехи сунарçă

Çапла çĕрлехи сунарçăсен вăхăчĕ çитет. Вĕсемшĕн тĕттĕмлĕх чăрмав мар, пулăшуçă шутланать. Кунта нумайăшĕ чăтăмлăхпа çивĕчлĕхрен килет.

Тăватă çул каялла аслă сержант «Лютый» пурнăçĕ тĕпрен улшăнасси çинчен шухăшламан та. Вăл ятарлă çар операцине тулли мар мобилизацин пĕрремĕш хумĕпе лекнĕ.
Ырă кăмăллă салтак Благовещенск районĕнчи Бедеева Поляна салинче ахаль çынсен çемйинче çуралса ÿснĕ. СВОна кайиччен автомобильсем юсанă. Паянхи кун унăн пурнăçĕ управлени пульчĕпе çыхăннă, «Лютый» – дронсен операторĕ. Салтакăн тĕп хĕç-пăшалĕ шăплăхпа каç шутланать. Малтанхи икĕ çул çурă Благовещенск каччи штурм подразделенийĕнче хĕсметре тăнă. Ун чухнех вăл хăй тĕллĕн пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме вĕреннĕ, аллисене хăнăхтарнă.

Командовани тăрăшуллă салтака асăрханă, ăна БПЛА операторĕсене хатĕрлекен ушкăна суйласа илнĕ. Вĕренме йывăр пулман. Мĕншĕн тесен «Лютый» ача чухне ытти арçын ачасем пекех «джойстикпа» выляма юратнă.

– Пÿрнесем сисĕмлĕ пулмалла, лару-тăрăва хăвăрт ăнкарса илмелле. Уйрăмах хĕлле йывăр. Пÿрнесем шăнаççĕ, хатĕре туйма пăрахатăн, куçсем ывăнаççĕ, – ăнлантарса панă аслă сержант.

«Лютый» – çĕрлехи сунарçă. Фронтра хĕвел анса ларсан хăйсен машинисене тÿпене çĕклекенсене шăпах çапла чĕнеççĕ.

– Кăнтăрлахи тата çĕрлехи кайăксем пулаççĕ. Эпĕ çĕрлехи «кайăкпа» ĕçлетĕп. Тĕп задача – разведка, тăшмана шыраса тупасси. Тĕттĕмре вырăна чухлама йывăр, тăтăшах тĕрлĕ пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ, пилотăн лару-тăрăва çийĕнчех ăнкармалла. Салтаксем пилĕкшерĕн ĕçлеççĕ: икĕ кăнтăрлахи пилот, икĕ çĕрлехи (асли тата пулăшакан), пиллĕкмĕшĕ (хамăр хушăра «урасем» тесе чĕнетпĕр) кулленхи пурнăçа йĕркелесе пырать.

Сăмах май, «Лютый» техника пирки уйрăмах ăшшăн калать. Пушкăртстанри пилотсăр вĕçекен аппаратсене «Чи юсавлă, чи лайăх тата шанчăклă» тесе хак парать. Çапăçу хирĕнче шăпланнă вăхăтра салтаксем дронсемпе усă курса позицисене апат-çимĕç илсе çитереççĕ.

Тăватă çул хушшинче Благощенск арĕ виçĕ хутчен суранланнă. Хаяр хушма ят мотострелоксен батальонĕн взвод командирĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă чухнех çирĕпленнĕ.

– Службăра эпĕ çирĕп кăмăллă, хамран та, ыттисенчен те çирĕп ыйтма хăнăхнă. Кая юлса çитмессе, ĕçе ырана хăвармасса тăрăшатăп. Чи малтан – задани, – йăл кулса пĕлтернĕ пысăк опытлă çар çынни.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине паттăрлăхпа пысăк профессионализмшăн «Хастарлăхшăн», Суворов ячĕллĕ тата «Çапăçура палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă. Анчах тĕп награда вăл – салтака килĕнче çемйи чăтăмсăррăн кĕтни.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас