

Уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рустам Алимгафаров, пĕрремĕш мотострелоксен батальонĕн командирĕн çумĕ Алексей Н. аслă лейтенант, район администрацийĕнчи миграци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи Глюза Зинатуллина саламланă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун 14 çул тултарнă çамрăксене Раççей гражданинĕ пулни çинчен пĕлтерсе паспорт панă, районти волонтерсене, нумай ачаллă аннене медальсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче Суккул ялĕнче пурăнакан чăваш хастарĕсем те пулнă. Сăмахран, Надежда Тарасована «СВОна пулăшу панăшăн», Елизавета Кириллована «Çарпа патриотизм ĕçне хастар хутшăннăшăн» медальсемпе наградăланă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей Çарĕн çар çыннисене пулăшу панăшăн Галина Аднагуловапа Любовь Аднагулова ПР Гражданĕсемпе çар çыннисене социаллă тата право хÿтлĕхĕ паракан регионти обществăлла организацин Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Николай Никитин Пушкăртстанри предпринимательствăна аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн ПР Предпринимательство тата туризм министерствин Тав çырăвне илме тивĕçнĕ.
Çак кун Раççейĕн пуласлăхĕ унăн гражданинĕн аллинче, кашнийĕн тÿпи, пысăк-и вăл е пĕчĕк, Раççей аталанăвĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă.