Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
16 Июнӗн 2022, 12:00

Мĕншĕн кăшăлвирусран тепĕр хут прививка тумалла?

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин эксперчĕсемпе ревакцинаципе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене хуравлатпăр.

Мĕншĕн кăшăлвирусран тепĕр хут прививка тумалла?
Мĕншĕн кăшăлвирусран тепĕр хут прививка тумалла?

Тата мĕнле ревакцинаци? Кăшăлвирус пĕтмен-им?
– Пулни-иртни хыçа юлчĕ, чир пирки нумай шавларĕç, хăратрĕç, çавăнпа çитĕ тесе кăлăхах уйлатăр. Ку тĕрĕс мар! Халĕ те госпитале йывăр пациентсене илсе килеççĕ. Ытларах чух кунта ватă çынсем лекеççĕ. Кăшăлвирус ернисĕр пуçне вĕсене ытти хăйсен чирĕсем аптратаççĕ, – каласа парать Республикăри клиникăпа инфекци больницин тĕп врачĕ Азат Мухаметзянов.
Официаллă статистика кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра чирлисен шучĕ каллех ÿсет, Пушкăртстанра кашни кун çĕре яхăн çын чирлеççĕ, 3-5 çын вилеççĕ. Вирус çухалман, эпир унран сахалрах хăрама хăнăхрăмăр çеç.
Вакцинаци мĕншĕн кирлĕ? Антителасем упранмаççĕ-шим?
Пĕр хутчен çеç тăвакан, анчах та ĕмĕр тăршшĕне çитекен вакцинăсем те пур. Тĕслĕхрен, полиомиелита хирĕç кĕрешекен вакцина. Ыттисен кашнин хăйĕн срокĕ пур. Сăмахран, корьтен прививкăна вунă çулта пĕр хутчен, сăвăс энцефалитĕнчен кашни виçĕ çултан, грипран çулталăкне пĕрре туни паллă. Срок иртсен вакцинăн хÿтĕлемелли пахалăхĕ чакать, антителасен шучĕ сахалланать. Ревакцинаци вăл – малалла лăпкă тата хăрамасăр пурăнмашкăн тепĕр хут тунă прививка. Ăна 550 пин ытла çын иртнĕ, хăшĕ-пĕрисем пĕр хутчен кăна та мар.
Ушкăн иммунитечĕ мĕн валли?
Пандеми кăшăлвируспа кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел вакцина пулнине кăтартса пачĕ.
Çула çитнĕ çынсем прививка тунă хыççăн республикăра ушкăн иммунитечĕ йĕркеленнине, вăл лайăх шайра пулнине кăтартрĕ. Çавна пула чылай чару мерине, çав шутра маска режимне те, вăхăтлăха пăрахăçлама май пулчĕ. Анчах та ушкăн иммунитечĕ – вăхăтлăх палли çеç, ăна ялан пулăшса тăмалла. Тĕслĕхрен, халĕ Пушкăртстанра вăл 80 процентран 33 процента чакнă, кирлинчен виçĕ хут сахалрах. Малтанхи кăтарту патне таврăнас тесен миллион та çич çĕр ытла çын ревакцинаци иртмелле.
– Вакцинацие тепĕр хут тусан пирĕн антителасен хисепĕ хăвăрт ÿсет. Гумораллă иммунитетпа (ют япаласене организмран антителасем пулăшнипе кăларать) пĕрле клетка иммунитечĕ пуррине те асра тытмалла. Ревакцинаци клетка иммунитечĕн шайне ÿстерет. Апла пулсан çакă кăшăлвирусран сыхланмалли хушма хÿтлĕх шутланать, – каласа парать СПИДпа, инфекци чирĕсемпе кĕрешмелли тата профилактика ирттермелли республика центрĕн тĕп тухтăрĕ Рафаэль Яппаров.
Ревакцинацие хăш вăхăтран иртмелле?
Раççейри Сывлăх сыхлав министерствин кăшăлвируспа çыхăннă сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн, ушкăн иммунитечĕ йĕркелениччен кашни çур çултан прививка тума тивĕ. Каярах çулталăкне пĕр хут вакцинаци иртсен те çителĕклĕ пулĕ. Çур çул иртнине иккĕмĕш компонента тунă вăхăтран шутласа кăлараççĕ.
Тĕслĕхрен, эсир вакцинăн пĕрремĕш компонентне январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, иккĕмĕшне январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче тунă пулсан ревакцинацие июль уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн иртмелле.
Мĕнле вакцина суйласа илмелле?
Ревакцинаци иртме Раççейре регистраци иртнĕ хуть те хăш вакцинăна суйласа илме пулать. Хальхи вăхăт тĕлне 4 препарат пур – Спутник V, Спутник Лайт, ЭпиВакКорона тата КовиВак. Ревакцинаци иртес текенсем валли республикăри медицина учрежденийĕсенче прививка çителĕклĕ.
Тухтăрсем ытларах Спутник V компонента сĕнеççĕ. Вăл 18 çултан (ÿсĕм пирки чару çук) иртнисем валли юрăхлă. Препарат Раççейре тата ытти çĕршывсенче хăйне лайăх енчен кăтартнă. Спутник V – икĕ компонентлă вакцина, вĕсем хушши виçĕ эрне пулмалла. Вакцинаци хыççăн 1-2 талăк хушшинче шăнтни, ÿт температури ÿсни (38,5 градусран çÿллĕ мар), шăм-шак, сыпăсем, пуç, укол вырăнĕ ыратни, вăй çукки аптратма пултарать. Асăннă симптомсем 1-2 кунран иртеççĕ. Ытти прививкăсем пекех «Спутник» вакцинăна тунă хыççăн антителасене вăй илме 2-3 эрне кирлĕ.
Чи лайăххи: «Спутник V» курорт çĕршывĕсенче усă куракан пĕртен-пĕр препарат шутланать. Ку отпуска каякан çынсемшĕн питĕ ункайлă вакцина.
Вакцина мĕн хак тăрать?
Ревакцинаци, пĕрремĕш вакцинаци пекех – тÿлевсĕр. Малашне те тÿлевсĕр пулĕ.
Ăçта каймалла?
Ревакцинацие вырăнти поликлиникăра иртсе пулать. Прививка кабинечĕсем кашни кун 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен ĕçлеççĕ. Пурне те черет йĕркипе йышăнаççĕ, маларах çырăнма кирлĕ те мар. Хăвăрпа паспорт тата медицина полисĕ пулмалла. Ревакцинаци умĕн антителасен тестне иртмелле мар!
Прививка хыççăн эпĕ чăн та чирлемĕп-ши?
COVID-19па кĕрешекен вакцина антиген пуррине ПЦР-тест е лаборатори тестчĕ кăтартмасть. Вакцина çынсен чире хирĕç кĕрешекен иммунитетне йĕркелет.
Сăнавсем вакцинаци иртнĕ çынсем сайра хутра çеç чирленине, чире ура çинче тата çăмăл ирттернине çирĕплетеççĕ. Прививка тутарни реанимацие лекес тата вилес хăрушлăха минимум шайне илсе çитерет.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: