Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
6 Апрелӗн 2023, 12:45

Пушкăртстанра сывлăх сыхлавĕ валли 2022 çулта 104 млрд тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстан Правительствин чи малтан пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕсенчен пĕри вăл çынсен сывлăхне сыхласси тата çирĕплетесси, çавăн пекех вĕсен пурнăç ĕмĕрне тăсасси пулса тăрать. Раççĕйстат пĕлтернĕ тăрăх, регионта çын ĕмĕрне тăсасси пирĕн республикăра Раççейри вăтам кăтартуран çÿлĕрех.

Пушкăртстанра сывлăх сыхлавĕ валли 2022 çулта 104 млрд тенкĕ уйăрнă
Пушкăртстанра сывлăх сыхлавĕ валли 2022 çулта 104 млрд тенкĕ уйăрнă

Республика правительстви тивĕçлĕ те паха медицина пулăшăвĕ парас енĕпе нумай ĕçсем туса ирттерет. Наци проекчĕсене пурнăçласа пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетет, медицина кадрĕсемпе тивĕçтерет, информаци тата телемедицина технологине аталантарать.

- Медицина сферине аталантарма 104 млрд тенкĕ уйăрнă. Юлашки виçĕ çулта 11 пысăк сывлăх сыхлав объекчĕ хута янă. Вĕсен шутĕнче тăватă инфекци госпиталĕ. Пандеми вăхăтĕнче вĕсем пурте килсе тухнă хăрушă чире çĕнтерме майсем туса пачĕç. Пурĕ 43 пин çын сипленнĕ. Çак типĕ пĕлтерĕшлĕ статистика хыçĕнче уйрăм çынсен шăпи, çăлса хăварнă пациентсен пурнăçĕ тăрать, - палăртнă ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

 2022 çулта регионта çынсем вилесси чакнă. 2021 çулпа танлаштарсан вĕсен шучĕ 17550 çын (26,4 %) сахалланнă. Пурнăçран уйрăлса кайнисен шучĕ чакнине чылай енре курма пулать. Сăмахран, юн çаврăнăшĕпе чирлекенсен кăтартăвĕ 21,6 % сахалрах, шыçă чирĕпе – 1,1 %, тĕрлĕ сăлтавсене пула суранланнипе – 13,1 %. Пĕчĕк ачасем вилесси 25,3% чакнă, пĕр пин сывă çуралнă пепке пуçне 4,2-пе танлашать.

- Çынсене пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине аталантарасси сывлăх сыхлав  отраслĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Кунта медицинăпа çыхăннă профилактика ĕçĕсене ирттересси çинчен те манмалла мар.  Профилактика мерисен шутне çитĕннĕ çынсене вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ (медосмотр) тата диспансеризаци ирттерни кĕрет. Иртнĕ çул 1 285 387 çын тĕрĕсленнĕ. Тарăн диспансеризаци витĕр 350 пин пациент иртнĕ, - пĕлтернĕ Пушкăртстанăн сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.

2022 çулта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçласси отраслĕн тĕп тĕллевĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле ăна пурнăçлама 7,98 млрд тенкĕ нухрат уйăрнă, вĕсенчен 6,01 млрд тенкине федераллă хыснаран панă, 1,97 млрд тенкĕ – республика бюджетĕнчен. Санитари авиацийĕ медицина модульлĕ АНСАТ вертолетпа 173 хут çула тухнă, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен Ĕпхĕве 179 пациента илсе çитернĕ, вĕсенчен 46-шĕ ачасем.

- Пурĕ 17,5 млрд тенкĕлĕх медицина хатĕрĕсем туяннă. Сывлăх сыхлав учрежденийĕсене 299 санитари автотранспорчĕпе тивĕçтернĕ. Çакă кивелнĕ автопаркăн пĕрре виççĕмĕш пайне çĕнетме май панă. Виçĕ çул хушшинче республикăра 258 фельдшерпа акушер пункчĕ тата тухтăр амбулаторийĕ хута янă. Çакăн хыççăн ял-паççулкасенче хушма 150 пин çынна медицина пулăшăвĕ пама пуçланă. Халĕ пирĕн  - 2 пин ытла ФАПсем. Ку вăл çĕршывра пысăккисенчен пĕри шутланать, - тенĕ Андрей Назаров.

« Ача-пăча сывлăх сыхлавне аталантармалли, çав шутра ачасене медицина пулăшăвĕ памалли инфраструктура йĕркелесси» регионти проектпа килĕшÿллĕн республикăра Ача-пăча онкологи тата гематологи центрĕ хăпартаççĕ. Çавăн пекех Большеустьикинск салинче васкавлă пулăшу станцийĕпе пĕрле больница, Месягутово ялĕпе Баймакра ача-пăча поликлиникисем тăваççĕ. Çывăх вăхăтра Кармаскалă районĕн тĕп больницинче  инфекци корпусне çĕнетсе диагностика уйрăмĕллĕ ача-пăча поликлиникине хута ямалла.

- Ялта пурăнакан çынсене медицина пулăшăвĕ парас ĕçре пахалăха ÿстерессипе тата унпа усă курма майлă тăвассипе ĕçлетпĕр. Çывхарса килекен виçĕ çул хушшинче 12 поликлиника, 327 ФАП тата тухтăр амбулаторийĕ, 24 участок больници туса пĕтерме палăртнă, - хушса хунă Андрей Назаров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: