Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
14 Сентябрӗн 2022, 11:00

Грипран халех прививка тумалла

Раççей Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова грипăн пысăк хумĕ çывхарнине тата прививка тума вăхăт çитнине пĕлтернĕ.

Грипран халех прививка тумалла
Грипран халех прививка тумалла

Грипп хумĕ вăйлă пулĕ
Кăçал тухтăрсем чир эпидемийĕ иртерех пуçланнине пĕлтереççĕ. Грипп вирусĕ декабрь уйăхĕнче мар, кĕр варринчех сарăлĕ.
Чир хумĕ вăйлă пулĕ. Çакна халĕ Австрали çыннисем туйса илнĕ. 2020 çултан пуçласа çынсене грипп инфекцийĕ хумхантарнă. Вĕсем маскăсемпе перчеткесем тăхăнса çÿренĕ, килĕсенче ларнă. Çавна пула грипп чирĕпе чирлекенсен шучĕ чакнă. Çав вăхăтрах прививка тăвакансем те сахалланнă. Çакă организм грипп чирне манни патне илсе çитернĕ, коллективлă иммунитет начарланнă.
Организмра антителасем аталанччăр тесен прививка тунă хыççăн вăхăт кирлĕ. Çавăнпа халĕ вакцинаци иртмелли ункайлă тапхăр.
Прививка тÿлевсĕр
Вакцинаци пуриншĕн те тÿлевсĕр. Шприцсем тата вакцина туянма федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пушкăртстан çулсерен ачасемпе аслисем валли икĕ миллион ытла вакцина заказ парать. Прививка тăвас тесен чăн малтан поликлиникăна, терапевт патне килмелле, унтан – процедура кабинетне.
Граждансем тÿлевсĕр прививка тума пултараççĕ. Çак самантпа усă курма тăрăшăр. Енчен те эсир чирлерĕр пулсан, укçа тÿлесе эмел туянмалла пулать. Тăкакне, паллах, пациент тÿлет.
Вакцинаци реанимацинчен
çăлса хăварать
Паянхи кун чылайăшĕ грипп çăмăл чирлесе ирттерекен чир тесе шутлаççĕ. Çапла шутлани пачах та тĕрĕс мар! Грипп - хăрушă чир. Унăн вирусĕ ÿпкене, çÿлти сывлав çÿлĕсене, нерв системине сиенлетет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн тĕнчере çулсерен асăннă чиртен 500 пине яхăн çын вилет. Çакă Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенче пурăнакансен çуррипе танлашать.
Нумай çулхи практика кăтартнă тăрăх, вакцина тунă çынсем те чирлеççĕ. Анчах 1,5 хут сахалрах. Апла пулин прививка чире çăмăл формăпа ирттерме май парать.
Кăшăлвирусран тата грипран
прививкăсене пĕрле тума юрать
Раççей Сывлăх сыхлав министерстви прививкăсем хушши пĕр уйăх пулмасан та пырать тесе пĕлтернĕ. Халĕ кăшăлвирусран тата грипран прививкăсене пĕр кунта тума юрать. Пĕрне сылтăм хулпуççинчен, теприне сулахайран çеç тутармалла.
Прививка тума юраман
сăлтавсем сахал
Паянхи препаратсемпе çур çулти ачасемпе йывăрлă хĕрарăмсем (14 эрне иртсен) те усă курма пултараççĕ. Анчах прививка тума юраман сăлтавсем те пур. Сăмахран, çăмартана аллерги пур çынсене асăрханма ыйтаççĕ. Çакăн йышши пациентсене больницăсенче çеç прививка тăваççĕ. Унсăр пуçне шала кайнă чирсем «вăраннă» вăхăтра вакцинаци иртме юрамасть.
Укол тунă хыççăн киле кайма васкамалла мар, кăштах поликлиникăра лармалла. Çакă пулма пултаракан аллергийăна вăхăтлă чарма пулăшать. Талăк хушши прививка тунă вырăна йĕпетме тата хыçма юрамасть.
Прививка хыççăн чирлеме пулать-и?
Хăш чухне вакцинаци хыççăн ÿт температури хăпарать, мышцăсем ыратаççĕ. Çакăн чухне çын «Чирлерĕм» тесе шухăшлать. Анчах ку апла мар. Çав вăхăтра антителасем аталанаççĕ.
Енчен те эсир вакцинаци иртиччен е тепĕр кунне вирус çаклатрăр пулсан, çавăн чух чăннипех чирлеме пултаратăр. Мĕншĕн тесен сирте хÿтĕлекен антителасем çук.
Грипп палăрăмĕсем: кинет чирлени, ÿт температури 39 градуса çитни, пуç, мышцăсемпе сыпăсем тата пыр ыратни, шăнтни, час ывăнни, ÿслĕк тата ытти те.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: