Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
23 Кӑрлач 2023, 09:00

Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Январь уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Çтерлӗпуҫ районӗнчи Тетĕрпуҫ ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хӑйӗн алӑкне яри уҫса ячӗ. Ку савӑнӑҫлӑ пулăма пӗтӗм ял-йыш хӗпӗртесе кӗтсе илчĕ.

Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Юмах-халапри пек наци проекчĕн витĕмĕпе 3-4 уйӑх хушшинче ҫутӑ та капӑр «сывлӑх керменӗ» çĕкленсе ларчӗ. Ку, паллах, строительсем пултаруллӑ ӗҫленипе çеç мар, хамӑр ялти «Урожай» тулли мар яваплă общество ертÿçи  Ильдар Гаскаров  пулӑшнипе те кĕске вăхăтра пурнăçа кĕчĕ. Ильдар Римович яваплăха туйса тухтӑр ҫурчӗ йӗри тавра хӳме тытма пултарчĕ. Ӗлӗкрех тухтӑр ҫурчӗ ҫав вырӑнтах , ял варринче ларнӑ пулнӑ. Халӗ ӗнтӗ ҫӗннине тума пуçласан, ватӑрах ҫынсене ҫӳреме ҫул ункайлӑ пултӑр тесе, вăл ял варринче, йӗри таврара ал лаппи ҫинчи пек пӗтӗм ял курӑнса тӑракан вырӑнта, вырнаҫрӗ. 

Фельдшерпа акушер пунктне уçнă ҫӗре районти пуҫлӑхсем ҫеҫ мар, Ҫтерлӗпе Ӗпхӳ хулисенчен  сумлă та чаплӑ хӑнасем килсе çитрӗҫ. Ялти "Ҫеҫпӗл" чӑваш ансамблӗ вĕсене "Чӳречине яри уҫса ярӑр" юрăпа  савса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Хамӑрăн  ял-йышсемпе пӗрле çак пархатарлă ĕçе хутшăнма май килнĕшĕн хам та питӗ хӗпӗртерӗм. Лидия Сафроновна Петровапа Татьяна Владимировна Тимофеева техĕмлĕ тутлӑ сӑра туса килсе мĕнпур пуҫтарӑннӑ халӑха сӑйларӗҫ. Хӑнасене кĕрекене лартса чей ĕçтерме ялти лавка тытакан Павловсен ҫемйи пысӑк пулӑшу пачӗ.

Саванăçлă церемони вăхăтĕнче Çтерлĕпуç район администраци пуçлăхĕ Рустам Рахмангулов, Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Салима Мурзабаева медицина наукисен докторĕ, Çтерлĕри ача-пăча больницин тĕп тухтăрĕ Борис Шарипов, ПР медицина страхлав фончĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн директорĕ Альберт Бадретдинов, Пушкăртстанри культура объекчĕсен еткерне сыхлас тата унпа усă курас енĕпе ĕçлекен наукăпа производство центрĕн директорĕ Данир Гайнуллин (пирĕн ентеш), районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Фидаиль Хабибуллин  сӑмах каларĕç, çĕнĕ объект уçăлнă ятпа саламласа унăн пĕлтерĕшĕ ялшăн пысăк пулнине палăртрĕç. Унсăр пуçне ялти фельдшера Гульшат Сагидуллинана Çтерлĕпуç район администрацин Тав çырăвне, Ильдар Гаскарова ПР Сывлăх сыхлав министерствин Тав çырăвне парса чысларĕç.  Хăнасен ăшă сăмахĕсем хыççăн ял старости, «Çеçпĕл» ансамблӗн ертÿçи Ирина Петрова тав сӑмахӗ каласа Гульшад Сагидуллинана ял-йышран пӗчӗк ҫеҫ парне пачӗ. Ҫак уявра, сивӗ ҫанталӑк тӑрсан та, ял халӑхӗ вӑхӑт тупса пуҫтарӑнни питӗ килӗшрӗ. Çакăн пек хӗрӳ чӗреллӗ те тăрăшуллă ҫынсем пулсан, пирӗн ялӑн малашлӑхӗ пулассине шанатӑп.

Фельдшерпа акушер пунктне уçнă хыççăн ял-йыш çăлкуç патне çул тытрĕ. Унта Вячеслав атте шыва кĕл туса тасатрĕ (освятил). Çак кун ял халăхĕшĕн чăн-чăн уяв пулса иртрĕ.

Константин ПЕТРОВ,  Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравохранение

 

Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Тетĕрпуçĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: