Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Июлӗн 2023, 12:55

Пелепей хулинчи МРТ центр пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ

Çак кунсенче Пелепей хулинче çĕнĕ диагностика центрĕ уçăлчĕ. Малашне кунта тата кÿршĕ районсенче пурăнакансем хальхи самана ыйтакан хăрушсăр, пайăркасемсĕр тĕпчевпе усă курма пултарĕç. Асăннă объекта уçас мероприятие Пелепей район администраци пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Горденко хутшăчĕ.

Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ

«Империал» тулли мар яваплăхлă обществăн тĕп директорĕ Евгений Федоров каласа панă тăрăх, Toshiba компани хатĕрлесе кăларнă паянхи саманана тивĕçтерекен магнитпа резонанс томографĕ чи сарлака диаметрлисенчен пĕри. Вăл 74 см танлашать. Медицина оборудованийĕн хăвачĕ – 1,5 Тесла. Электромагнит сассисене чакарас тĕллевпе томограф пÿлĕмне «читлĕх ăшĕнчи читлĕх» йĕркипе вырнаçтарнă. Асăннă ĕç-хĕле пурнăçлама ятарлă лицензи илнĕ, медперсонала вĕрентнĕ. Телемедицина урлă пациент кĕске вăхăт хушшинчех Мускаври диагностика тухтăрĕсем хатĕрленĕ тĕпчев результачĕсене алла илĕ.
Евгений Петрович хăйсен вăйĕпе хăпартнă çуртра экскурси ирттерчĕ, томогорафăн татти-сыпписĕр ĕçне тивĕçтерекен системăсене, «Медицина регистраторĕпе» рентгенлаборантăн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсене кăтартрĕ.
Предприниматель Пелепей район администрацийĕн пуçлăхне Азат Сахабиева, тĕп архитектора Айгуль Иванована, МРТ центр уçас ĕçре пулăшу панă пур службăсене те тав турĕ.
Татьяна Владимировна пурне те паллă пулăмпа – тахçантанпах кĕтнĕ пысăк технологиллĕ медицина центрĕ уçăлнă ятпа саламларĕ.
– Халăх сирĕн ĕçĕре тивĕçлипе хак парĕ тесе шутлатпăр, – терĕ вăл.
Проекта пурнăçа кĕртнĕ май 12 ĕç вырăнĕ уçăлнă. МРТ центр пациентсене йышăнма хатĕр. Кăмăл пуррисене çырăнтарма та пуçланă.
Светлана ШИРИНЯ.
Пелепей хули.

Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр  пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Пелепей хулинчи МРТ центр пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçларĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: