Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
11 Октябрӗн 2023, 12:05

Çамрăклах шурă пуçпа çÿрес килмесен

Диета тытни организмшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине асра тытăр. Диетăна пула хавшанă кĕлетке çÿçри усăллă япаласене туртса илсе хÿтĕлеме тăрăшать.

Çамрăклах шурă пуçпа  çÿрес килмесен
Çамрăклах шурă пуçпа çÿрес килмесен

Тĕрĕс апатланăр. Рационта пысăк пахалăхлă çимĕç - сĕт юр-варĕ, тинĕс çимĕçĕ, мăйăрпа хĕвел çаврăнăш, кăмпа, пулă, ешĕл çимĕç, груша, пан улми, чие, хăмла çырли, тăрăхла кавăн, тĕслĕ купăста, редис, кишĕр, кайăк-кĕшĕкĕн шурă какайĕ - куллен пултăр.
Çулталăкра пĕрер хут А, Е, С ушкăнри витаминсене, фоли йÿçĕкĕ, рибофлавин ĕçĕр.
Кĕмĕл тĕспе йăлтăртатакан çÿç пĕрчине туртса кăларма юрамасть, ку çутă пайăркасен шутне ÿстерет çеç.
Хĕлле ăшă шапкăпа çÿрĕр: пуç ÿчĕ шăнса пăсăлмĕ.
Массаж туса пуç тирне вылятăр. Пилӗк минут сăтăрсанах юн лайăхрах чупма пуçлĕ. Тĕслĕхрен, пуç çунă чухнехи массаж та витĕмлĕ пулăшать.
Çÿç çамрăклах шуралма пуçласан ăна вĕлтĕрен çулçипе тымарĕнчен хатĕрленĕ им-çампа чÿхĕр. Ун валли типĕтнĕ 50 грамм вĕлтĕрен çине çур литр шыв тата çавăн чухлех уксус ярса лартăр. Симĕс тĕс тухсан ку хутăша çур сехет вĕретĕр. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Каçсерен çак шĕвекпе çÿç тымарĕсене сăтăрмалла.
Шуралнă çÿçе лавккара сутакан сăрăсемпе илемлетме меллĕ. Темиçе пĕрчĕ çеç «кĕмĕлленнĕ» пулсан, тĕс паракан шампуньпе çуни те çителĕклĕ.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: