Çакна темиçе тĕрлĕ ăнлантарма пулать. Анчах пур ăсчах та пĕр шухăш патне çитсе тухать: эпир тĕлĕксене манмастпăр, вĕсем пирĕн асрах юлаççĕ.
Çĕрле тĕлĕк курнă чухне пирĕн умра пысăк экран тейĕн, ир пулсанах вара вăл пирĕн астăвăмăрăн тепĕр пайне, тарăннине, куçать. Астăвăм кашни çыннах кирлĕ. Эпир мĕн курнине, илтнине, туйнине вăл йăлтах çырса пырать.
Çын астăвăмсăр вĕренме, вуланине ас туса юлма пултараймĕччĕ. Унсăрăн хăв мĕн ятлине те манса кайăн. Анчах çыннăн астăвăмĕ тĕрлĕрен ĕçлеме пултарать. Кунсерен кирлĕ информацие асра хăварма пулăшаканнисĕр пуçне пирĕн аса илÿсене упраканнисем те пур – унта тахçанах манăçнăн туйăнаканнисем «пурăнаççĕ», пирĕн тĕлĕксем те çавăнтах. Вĕсене хамăр тĕллĕн тарăн асран кăларма çав тери йывăр. Хăш чухне çакна тума гипноз çеç пулăшать.
Çапах та çĕрлехи тĕлĕк мĕншĕн-ха ир вăрансанах манăçать? Акă мĕншĕн. Этемĕн пуç миминче вăл çывăрнă вăхăтра питĕ хастар ĕçлекен пай пур. Этем вăрансан çав пай сÿнет. Ку механизма ăсчахсем çав тери усăллă теççĕ. Унсăрăн эпир чăнлăха тĕлĕкрен уйăрайман пулăттăмăр, арпашăнсах кайăттăмăр. Анчах та хăш-пĕр тĕлĕк пурпĕрех пирĕн асра юлать. Сăлтавĕ вара – тĕлĕкре хăйĕнчех. Этем тарăн е çăмăл ыйхăпа çывăрма пултарать. Çăмăл ыйхăран вăрансан çĕрлехи «ÿкерчĕксем» асра юлаççех.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.