Савăнăçлă мероприятие Мияки район пуçлăхĕ Ришат Актуганов, ПР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман специалисчĕ Ильшат Яппаров, Çтерлĕ медицина округĕнчи медицина организацийĕсен (Ишимбайри, Раевкăри, Çтерлĕпуçĕнчи, Красноусольскинчи, Толбазăри тĕп район, Çтерлĕ хулинчи ача-пăча тата 1№ клиника больницисем) тĕп тухтăрĕсем хутшăннă.
Малтанхи фельдшерпа акушер пункчĕ 1967 çулта хăпартнă çуртра вырнаçнă пулнă. Вăхăт шунă май социаллă объект хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерме пăрахнă. Çĕнĕ медицина çуртне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе хута янă. Кунта пациентсене пысăк пахалăхлă пулăшу пама мĕн кирли йăлтах пур: санитарипе гигиена нормисене тивĕçтерсе тăракан çутă та ăшă пÿлĕмсем, хăйсем тĕллĕн вырăнтан-вырăна куçса çÿреме пултарайман çынсем валли пандус. Социаллă объекта мĕнпур коммуникаципе те çыхăнтарнă. Малашне вăл Тимеш тата Пĕчĕк Гайна ялĕсенче пурăнакан 474 çынна пулăшу парĕ.
– Хисеплĕ Тимеш ял хутлăхĕнче пурăнакансем, çĕнĕ ФАП ял хутлăхĕшĕн иккĕмĕш сывлав вырăнне пултăр. Надежда Акимова фельдшер хăтлă условисенче тата та нумайрах çынна пулăшу патăр. Проекта пурнăçа кĕртесси пĕрлехи пысăк ĕç пулчĕ. Пушкăртстан Республикин Пуçлăхне, ПР Правительствине, ПР Сывлăх сыхлав министерствине, сывлăх сыхлав объектне хăпартма пулăшнă районти ытти çынсене тав тăватăп. Ял çыннисене ял хутлăхне тирпей-илем тата хăтлăх кĕртес ĕçе хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕ калатăп. Сирĕн ФАП районти чи лайăххи тата хăтлăраххи пуласса шанатăп, – тенĕ район пуçлăхĕ ял çыннисене саламласа.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.