Мĕнле хăнăхусем пуç мимин сывлăхне çирĕплетме пултарнине Екатерина Демьяновская невролог-тухтăр каласа панă.
- Хусканусем юн çаврăнăш ĕçне лайăхлатаççĕ, юн тымарĕсене çирĕплетеççĕ. Апла пулсан миме патне ытларах кислород тата тутлăхлă япаласем çитеççĕ. Этем хăвăртрах ыйтусене татса пама, информацие лайăхрах астуса юлма пуçлать, - ăнлантарать тухтăр.
Тĕрĕс апатлану миме сывлăхĕнче пысăк пĕлтерĕш йышăнать. Антиоксидантсемпе тата усăллă çусемпе пуян апат-çимĕçсене рациона кĕртмелле. Çавсен шутне пахча çимĕçсем, улма-çырласем, çуллă пулă, майăрсем, йĕтĕн вăрлăхĕ кĕреççĕ.
Кроссвордсен, пуçватмăшсен тупсăмĕсене тупни, шахматла выляни мимене лайăх витĕм кÿреççĕ.
Стресс пуç мимине начар витĕм кÿрет: вăл кортизол шайне ÿстерет, нейронсене юрăхсăра кăларать, астăвăмпа ăс-тăн ĕçне начарлатать. Пĕтĕмпех стресран хăтăлса пулмасть, вĕсенчен пĕчĕк çухатусемпе тухма вĕренмелле.
- Стреспа кĕрешес тесен канăçлăх техники (медитаци, йога, тарăн сывлани) тата спорт кĕреççĕ. Кун йĕркине юлташсемпе калаçнине, кану та кĕртмелле, - астутарать невролог-тухтăр.