Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
5 Сентябрӗн , 12:30

Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă

Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче пурăнакансен пурнăçĕнче савăнăçлă пулăм пулса иртнĕ – «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» регион проекчĕн витĕмĕпе хăпартнă фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Халĕ ял çыннисем хăтлă условисенче тата санитари нормисемпе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç.

Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă
Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă

Медицина объектне стандартсене пăхăнса васкавлă тата план пулăшăвĕ пама мĕнпур кирлипе тивĕçтернĕ: çурта коммуникацисемпе çыхăнтарнă, сивĕ тата вĕри шыв, электричество кĕртнĕ. ФАПра процедурăпа прививка кабинечĕсем, кĕтмелли вырăн, санузелпа гардероб пур. Ситекри медицина çуртĕнче тăван ялĕнче 22 çул хушши медицина сферинче тăрăшакан Надежда Семенова фельдшер ĕçлĕ.

Фельдшерпа акушер пунктне уçассипе çыхăннă церемоние Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Динар Гильмутдинов, Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов, Пишпÿлек салинчи тĕп район больницин тĕп медицина сестри Светлана Хикматова хутшăннă.

 - Паян ял çыннисемшĕн паллă кун. Паянхи оборудованисемпе тивĕçтернĕ ФАП тулли вăйпа ĕçлĕ. Медицина пулăшăвĕн пĕр пайне ялтан тухмасăрах илме пулĕ. Пирĕн районта юлашки çулсенче çакăн йышши ултă фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă. Ытти ялсенче те вĕсене хăпартас ĕç малалла пырать. Çакă ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе пурнăçа кĕрет. Асăннă ĕçре пысăк тÿпе хывнă строительсене, тĕп район больницине, ял çыннисене те тав тăватăп, - тенĕ Алексей Александрович çĕнĕ модульлĕ ФАП уçăлнă ятпа саламланă май.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем çĕнĕ ФАПăн пÿлĕмĕсене пăхса тухнă.  Вĕсем ял çыннисене çакăн пек пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă. Ситексем вара республика ертÿçине, район администрацине, район больницине чунтан тав тунă. Сумлă ватăсем хăтлă условисенче медицина пулăшăвĕ илесси пысăк парне пулнине палăртнă.

 - Çакăн йышши çĕнĕ те хăтлă ФАП пирки эпир тахçанах ĕмĕтленнĕ. Унсăр пуçне медицина çурчĕ ял варринче вырнаçнă. Халĕ эпир хăтлă условисенче сипленме пултаратпăр, çакă уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шалта çутă, мĕн кирли йăлтах пур, - тесе хак панă ял çыннисем.

Уяв вырăнти хăй пултарулăх артисчĕсем хăйсен илемлĕ номерĕсемпе савăнтарнипе вĕçленнĕ.   

Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă
Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă
Ситекре çĕнĕ ФАП уçăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: