1. Мĕншĕн эпир ытларах çанталăкăн сивĕ вăхăтĕнче чирлетпĕр?
ОРВИ тата грипп чирĕсемпе кĕркунне тата хĕлле чирлеме пулать, мĕншĕн тесен çынсем хупă пÿлĕмсенче ытларах вăхăт ирттереççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕреççĕ. Вируссем пĕр çынран теприне «сывлав зони» текен вырăнта, çынсем пĕр-пĕринчен 90-100 метрта чухне, куçаççĕ.
Тепĕр сăлтав – вируссене сыхланса юлма кăна мар, сывлăшра ытларах та пурăнма май паракан нÿрĕ. Сивĕ уйăхсенче хĕвел çути çитменни те пирĕн иммунитета начар витĕм кÿрет.
2. Шăнса пăсăлас мар тесен ăшăрах тумланмалла-и?
Çанталăк мĕнле тăнине шута илсе тумланмалла. Ытла шăрăх е сивĕ пулмалла мар. Сывлăхлă çыннăн ÿт температури – 36,6 градус. Енчен те вăл 35-рен аяларах анать пулсан, çын хытă шăннине, чирлеме пултарнине пĕлтерет. Чăн малтан шăнса пăсăлнă хыççăн аталаннă чирсем – ринит, çивĕч инфекцисем, ангина, цистит, отит; йывăр чирсем – пневмони, пуç мимин ĕçĕ пăсăлни, инфаркт, инсульт тата ытти те.
3. Çак сезонра пирĕн çине мĕнле инфекцисем «тапăнĕç»?
Çĕршыври инфекци чирĕсенчен 98% респиратор инфекцийĕсене пырса лекет. Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, çав шутра негриппоз вирусĕсем (риновирус, парагрипп, аденовирус тата ыттисем те.) COVID-19 чирлекенсен шучĕ те ÿссе пырать. Çакă кĕрхи тапхăрпа çыхăннă: SARS-CoV-2 вирус, кăшăлвируса аталанма май параканскер, сезон чирне çаврăнать.
4. Кăшăлвирус малтанхи пекех хăрушă-и?
Пандеми вĕçленнĕ, кăшăлвирус улшăнса респиратор вирусĕсен йышне куçнă, анчах вăл çухалман. Коллективлă иммунитет йĕркеленнĕ пулин те кăшăлвируспа халĕ те тĕнчипе чирлеççĕ, вăл пĕрмаях улшăнса тăрать. Апла пулин те йывăр чирлекенсен тата вилекенсен шучĕ самай чакнă.
Çав вăхăтра ватă çынсем, вăраха кайнă чирсемпе аптракансем тăтăшах кăшăлвируспа йывăр чирлеççĕ, чир хыççăнхи синдром хăрушлăхĕ сыхланса юлать. Вăл органсен ĕçне начар витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа та хăвăра начар туйсан тÿрех тухтăр патне каймалла.
5. Чир паллисем тăрăх мĕнле вируспа чирленине палăртма пулать-и?
Вирус инфекцийĕсен паллисем пĕр пекех. Сăмахран, кăшăлвирус паллисем ОРВИ е грипп паллисем хушшинче «пытанаççĕ». Диагноза лаборатори анализĕсем пулăшнипе çеç тĕрĕс лартма пулать.
6. Гриппа ытти вируссенчен мĕнле тухăçлă хÿтĕленмелле?
Ятарлă профилактика вăл – вакцинаци. Пирĕн çĕршывра çынсене грипран тата кăшăлвирусран иммунизаци ирттереççĕ. Медицина вирусологийĕ ик çĕр ытла шутласа кăларнă вирусран вакцина çуккине палăртать. Организма медицина эмелĕсемпе, гриппа ОРВИ профилактикин правилисене пăхăнсан хÿтĕлеме пулать.
7. Мĕншĕн тухтăрсем грипран прививка тума сĕнеççĕ?
Вакцинацин тĕп тĕллевĕ – çынсене массăллă инфекци сарăласран, грипп эпидемийĕнчен хÿтĕлесси. Халăха вакцина тунă май тухтăр чиртен вилме пултаракан пациентăн пурнăçне çăлса хăварать. Хăрушлăх ушкăнне ачасем, ватăсем, вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсем кĕреççĕ.
Грипп вирусĕ питĕ хăвăрт сарăлать. Енчен те ытларахăшĕ прививка тусан, пĕр те пĕр сăлтавпа вакцинаци иртменнисен чир ерес хăрушлăх чакать. Шăпах çав сăлтавпа коллективлă иммунитет йĕркеленет. Халăха прививка туни вируса сарăлма памасть.
8. Прививка тунисем те чирлеççĕ-и?
Енчен те эсир прививка тунă, анчах гриппа чирлерĕр пулсан ытлашши пăлханма кирлĕ мар. Эсир чире çăмăлрах чирлесе ирттеретĕр, часрах сывалатăр. Вакцина йывăр чирлессинчен тата вилессинчен хăтарать. Грипа хирĕç тăвакан прививка хăрушсăрлăхлă шутланать.
9. Прививкăна хăçан тусан лайăхрах?
Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче, сезонлă эпидеми пуçланиччен виçĕ-тăватă эрне маларах, тусан тухăçлăрах.
10. Шăнса пăсăлса чирлесен мĕн тумалла?
Чăн малтан килте юлăр. Килте пулни инфекцие çăмăл ирттерме, ыттисене вирус сарăласран хÿтĕлеме пулăшĕ. Çивĕч инфекци чирĕсем хăвăрт сарăлаççĕ. Чирлекенсем чирĕн малтанхи иккĕ-виççĕмĕш кунĕнче тата паллăсем палăриччен пĕр кун маларах ыттисене чирлетме пултараççĕ. Çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенчен, обществăлла транспортпа усă курассинчен сыхланма тăрăшăр. Çапла майпа эсир ытти çынсене чир ертмĕр.
Канăр. Ыйхăпа вырăн режимĕ часрах сывалма пулăшĕç, йывăрлăхсем сиксе тухас хăрушлăха чакарĕç. Шĕвĕ те усăллă апат ытларах çийĕр, ĕçĕр. Сывлăша нÿрлетмелли хатĕрсемпе усă курăр. Хăвăра хăвăр сиплеме кирлĕ мар!
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.