Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
29 Мартӑн , 10:00

Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче

Март уйăхĕн 28-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнче сиплев физкультурин специалисчĕ Петр Тимофеев сиплев гимнастики енĕпе мастер-класс ирттернĕ. Унта культура çуртĕнче ĕçлекенсемпе «Шăпчăксем» ансамбль пайташĕсем хутшăннă.

Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче
Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче

Сиплев физкультури вăл - наука физкультури. Медицинăра сиплев гимнастики сиплев меслечĕ шутланать, физкультура хатĕрĕсем урлă профилактика, сиплев, терапи ирттерме май парать. Хăнăхтарусене темиçе хутчен туни питĕ усăллă: маларах илнĕ хăнăхусем лайăхланаççĕ, организмăн çĕнĕ пахалăхĕсем аталанаççĕ, çыннăн органĕсенче улшăнусем пулса иртеççĕ.

Меселпуçсем сиплев гимнастикине хаваспах хутшăннă, хăнăхтарусене тĕрĕс тума тăрăшнă, тренер панă инструкцие пăхăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Çапла майпа вĕсен вăй-хăват хушăннă. Пухăннисем çакăн йышши занятисене малашне та çÿреме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен тĕрĕс те пĕлсе йĕркеленĕ физкультура воспитанийĕнче çирĕп сывлăх пытанать.

Сиплев гимнастикине хутшăннисем сиплев физкультури енĕпе вăй хуракан специалиста Петр Фомича сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприяти йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тăваççĕ, малалла та пĕрле ĕçлессе шанаççĕ.

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче
Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче
Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче
Кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: