Куракансем Учалӑ районӗнчи Узунгулово ялӗ ҫывӑхӗнчи Узункуль кӳллинчен 26 ҫулхи путса вилнӗ арҫын ÿтне кӑларнӑ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр арçын кимӗ ҫинчен сикнĕ те шывра ҫухалнӑ. Калтасă районӗнчи Верхний Тыхтем ялӗнчи пӗверен çав вăхăтра юнашар пулнă ҫынсем 28 ҫулхи арҫын ÿтне шывран туртса кăларнă.
Ҫӑлавҫӑсем Дюртюли районӗнчи Старокангышего ялӗнчи Шуратӑл юхан шывӗнче путса вилнĕ 14 ҫулхи ачан ÿтне кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех Бурай районӗнчи Вострецово ялӗ ҫывӑхӗнчи Шуратӑл юханшывӗнчен 41 ҫулти арҫынна туртса кăларнă. Вăл пĕр тӑванӗн вун тăваттăри хӗрне ҫӑлма хӑтланса пурнăçран уйрăлнă. Хĕр ача ӳтне тупайман-ха, шырав малалла пырать.
Салават районӗнчи Лагерево ялӗнчи Ай шывӗнчен 70 тата 42 çулхи хӗрарӑмсен виллисене вырăнти ҫынсем туртса кăларнă. Вӗсем алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн шыва кӗме кайнӑ пулнă.
Мелеуз хулинчи Шуратăл юханшывра пулӑ тытнӑ чух пĕр арçын путса вилнӗ. Ĕпхÿри Затон микрорайонти Ак-Яр пляжра Шуратӑл юхан шывӗнчен куракансем 47 ҫулхи путакан арҫынна шывран кӑларнӑ. Пирвайхи пулăшу парса тухтӑрсем патне ăсатнă.
Кашни инкеклĕ пулăмпа оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Çак инкеклĕ тĕслĕхсене вуласан хăрушă пулса каять. Пурнăçпа час уйрăлма ан васкăр, ăна хаклăр, юхан шыв хĕрринче тимлĕхĕре ан çухатăр тесе калас килет. Шыв хăй патне тĕрлĕ майсемпе илĕртсен те пирĕн йăнăшсене каçарманнине ялан асра тытăр.