Юман милĕк. Вăл ÿте лайăх тасатать. Унăн ырă та илĕртÿллĕ шăрши, витĕмĕ юн пусăмĕ ытла ÿссе каясран сыхлать-мĕн. Унсăр пуçне пăлханнă е тарăхнă хыççăн нерв тытăмне йĕркене кĕртет.
Çăка милĕкĕ пуç ыратнине ирттерет, тар тухассине хăвăртлатать, чун-чĕрене лăплантарать. Çăка милĕкĕ шăк хăмпи чирĕпе, ревматизмпа тата неврологи чирĕсемпе нушаланакансене те пулăшать. Шăнса пăсăлсан та унпа усă кураççĕ. Вăл ÿпкене тасатакан фитонцидсем кăларать.
Хурăн милĕкĕ сыпăсем ыратнинчен питĕ лайăх пулăшать, сурансем ÿт илессине те хăвăртлатать. Çак милĕкпе усă курнă хыççăн сирĕн мунчара сывлăш та сиплĕрех пек туйăнать. Ку ахальтен мар ĕнтĕ: астмăпа аптăракансем те çак милĕкпе çапăнсан лайăхрах сывалма пуçлаççĕ. Хурăн милĕкĕ уйрăмах ватăрах çынсене усăллă теççĕ.
Унсăр пуçне мунчара çапăнма юратакансем уртăш (можжевельник), пихта, вĕлтĕрен (вĕсенче сухăрлă хутăшсем пур) милĕксемпе те усă кураççĕ. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, уртăш милĕк сыпă, неврологи чирĕсенчен лайăх пулăшать, шăнса пăсăлсан та сиплет вăл.
Çĕнĕ милĕке мунчана кайиччен 1-2 сехет маларах тăвар янă вĕри шывра тытма хушаççĕ. Çапла тусан унăн çулçисем тăкăнса пĕтмеççĕ, унпа темиçе хут та мунча кĕме май пур.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.