Уявăн тĕп тĕшши вара мунча хули пулнă. Кунта мобильлĕ мунчасем, кăмакасем, каткасем тата шывпа сапмалли хатĕрсем туса кăларакансем хăйсен 30 ытла экспозицине курава тăратнă. Тĕп вырăна ушкăнпа милĕкпе çапăнакансемшĕн йĕркеленĕ тăватă уçă обществăлла мунча йышăннă. Хăнасем бассейнсенче шыва кĕме, шыв аттракционĕсем çинче канма, шыв тĕтрипе киленме пултарнă.
Фестивальте чунпа та, ÿтпе те канма пултарни чылайăшне хавхалантарнă. Анчах унта хутшăнма пултарайманнисен хурланма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен мунча уявне килте те йĕркелеме пулать.
«Милĕк ташши çан-çурăма çемçетет. Мунча хыççăн вăй кĕрет, пурăнас килет», – тесе калаççĕ мунча кĕме юратакансем. Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнче пурăнакан Захаровсем те çапла шутлаççĕ. Вĕсем чун-чĕрешĕн, ÿт-пÿшĕн усăллă вăхăта профессиллĕ мунчаçăсенчен кая мар йĕркелеме пĕлеççĕ.
Вячеславпа Нина тата Пелепей хулинчен килсе çÿрекен Николай ывăлĕ чаплă мунча хăпартнă. Вăл ахаль çăвăнмалли вырăн кăнма мар, канупа релаксаци кĕтесĕ шутланать.
Алăк урлă каçсанах хăтлăхпа тараватлăха туйса илетĕн. Мунча территорийĕ чечексем ăшне путнă. Тĕрлĕ тĕссемпе илĕртекен чечек йăранĕсене Нина чун ăшшине шеллемесĕр тунă. Çумрах мангал зони вырнаçнă. Кунта çапăну уйрăмĕ (парилка) хыççăн тутлă шашлăк ăшаласа çиме пулать. Йывăçсен сулхăнĕ айĕнчи хăтлă террасăра сăмаварта вĕретнĕ метрÿшке чейне сиплĕ пылпа ĕçме уйрăмах кăмăллă.
Мунча умĕнчи пÿлĕмре выртса канма, çапăну уйрăмне кĕриччен вăй-хал пухма вырăн пур. Çăвăнмалли кĕтесе те тĕплĕн шухăшласа йĕркеленĕ. Çапăну уйрăмĕнче мунча ăшшипе туллин киленме кăмака саккисем (лежанка) вырнаçтарнă. Милĕкпе çапăннă хыççăн маччаран çакăнса тăракан йывăç пичкери сивĕ шывпа сапăнма пулать. Çакна тăвас тесен алла çĕклемелле те кантраран туртмалла.
Захаровсен мăнаçлăхĕ вăл – сăмсана ачашшăн кăтăклакан йывăç шăрши. Кунта мĕнпурне те йывăçран тунă. Çапла çын çут çанталăкпа килĕшÿре пулнине туйса илме пулать.
Хуçисем хăйсен чун ăшшине хывнă мунчара çемье пайташĕсем те вăхăт ирттерме юратаççĕ. Çавăнпа та пулĕ ачисемпе мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ, милĕкпе çапăнаççĕ, чунĕсемпе тата ÿчĕсемпе канаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçса киленеççĕ.
Захаровсем хăйсен килĕнче чăн-чăн оазис йĕркелеме пултарнине çирĕплетекен тĕслĕх шутланаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта кулленхи ыйтусем çинчен манса пурнăçпа савăнма пулать.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Енкрел ялĕ.