Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçмалли кун ял çыннисемшĕн чăн-чăн уява çаврăннă. Медицина çуртĕнче çутă та ăшă, ăна шыв пăрăхĕпе тата канализаципе çыхăнтарнă, пациентсене йышăнмалли пÿлĕм пысăк та хăтлă. Кунта пахалăхлă пулăшу пама ЭКГ-аппарачĕ, пепкене чĕркемелли сĕтел, гинекологи кресли, эмелсене упрамалли холодильник, «А» ушкăна кĕрекен медицина препарачĕсене сыхламалли сейф, дефрибриллятор пур, телеметри системи ĕçлет. Чи пĕлтерĕшли - ялтан тухмасăр Шаранти поликлиникăра ĕçлекен специалистсем патне çырăнма, диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне иртме май пурри.
- Эпĕ Наратастă ялĕнчи ФАПра 2018 çулта ĕçлеме пуçларăм. 2024 çулхи август уйăхĕнче Паскайра çĕнĕ модульлĕ акушерпа фельдшер пункчĕ хăпартрĕç. Кăçалхи çулăн март уйăхĕнчен пуçласа Паскай çыннисен сывлăхне тĕрĕслетĕп. Çĕнĕ ФАПра пĕрремĕш пулăшу пама мĕн кирли йăлтах пур. Паянхи кун Паскай, Çĕнĕ Тамьян тата Алмаш ялĕнче пурăнакан 520 çын сывлăхне сăнаса тăратăп. Çав шутра аслă ÿсĕмрисем – 345 çын, пепкесемпе 18 çулчченхи ачасем – 40, - хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа панă Паскай ФАПĕн ертÿçи Ильвина Басырова.
Паскай çыннисене çĕнĕ медицина çурчĕ уçăлнă ятпа Шаран район администраци пуçлăхĕ Марат Ахмадуллин, Шаранти Тĕп район больницин тĕп тухтăрĕ Радик Янгиров тата Паскай ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Светлана Иванова саламланă.
Светлана Виталиевна Паскай ялĕнчи ФАПра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕ Фая Миннимухаметована тата унăн санитарне Альфия Васильевана Тав çырăвĕсем парса чысланă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. Çавăн пекех мероприяти вăхăтĕнче ФАПăн территорине тирпей-илем кĕртес ĕçе пысăк тÿпе хывнисене те палăртса хăварнă. Вĕсем - Ильмир Муратов, Роза Афанасьева тата Азамат Афанасьев.
Шаран районĕ, Паскай ялĕ.