Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
20 Октябрӗн 2025, 15:30

Ĕпхÿри ача-пăча онкоцентрне çĕнĕ аппарат илсе килнĕ

Республикăри ача-пăча онкологи тата гематологи центрĕ юна тасатмалли аппарата тивĕçнĕ.

Ĕпхÿри ача-пăча онкоцентрне çĕнĕ аппарат илсе килнĕ
Ĕпхÿри ача-пăча онкоцентрне çĕнĕ аппарат илсе килнĕ

Оборудование  «Куççульсĕр тĕнче» («Мир без слез») ыр кăмăллăх программин витĕмĕпе  ВТБ банк парнеленĕ. Вăл йывăр онкологи чирĕпе чирлĕ ачасене сипленĕ чух, анестезиологи тата реанимаци уйрăмĕ валли кирлĕ. Республикăри ача-пăча клиника больницин тĕп тухтăрĕ Людмила Семавина ăнлантарса панă тăрăх, вĕсем патне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен йывăр чирлĕ ачасене илсе килеççĕ. Пĕчĕк пациентсен пÿрисем е пĕверĕ ĕçлеме чарăнсан, аппарат пурнăçа çăлса хăварма пулăшать. Асăннă аппаратăн кирлĕлĕхне регионти сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Татьяна Саубанова та çирĕплетнĕ, вăл сиплев ирттернĕ чух юна токсинсенчен тасатнине палăртнă.

«Куççульсĕр тĕнче» программа ĕçлеме пуçланăранпа 2003  çултан пуçласа 80 регионти 218 ача-пăча медицина  учрежденийĕ пулăшу илнĕ. 2025 çулта программа хăйĕн географине малалла анлăлатать. Çулталăк вĕçлениччен унпа усă курни Раççейĕн 15 регионĕнче 16 больницăна çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме май парĕ.

 

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас