Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
3 Нарӑсӑн , 18:00

Иглино салипе Çтерлĕ хулинче çĕнĕ поликлиникăсем пулĕç

Пушкăртстанра 2030 çулччен «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетессипе çыхăннă федераллă программа шайĕнче Иглино салинче тата Çтерлĕ хулинче поликлиникăсем хăпартĕç тесе пĕлтернĕ сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин правительствăра çак эрнере иртнĕ оперативлă канашлура.

Иглино салипе Çтерлĕ хулинче çĕнĕ поликлиникăсем пулĕç
Иглино салипе Çтерлĕ хулинче çĕнĕ поликлиникăсем пулĕç

Иглино салинче поликлиника хăпартма пуçланă. Строительство ĕçĕсем валли бюджетран 227 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Объекта 2028 çулччен хута яма шантараççĕ. Медицина учрежденийĕ пĕр сменăра 600 çын йышăнма пултарĕ. Кунта 6 терапевт тата 6 педиатр участокĕсем, стоматологи тата функциллĕ диагностика уйрăмĕсем, рентген диагностикин комплексĕ вырнаçĕç.

Çавăн пекех республикăри 32 медицина объектне тĕпрен юсĕç. Кăçал Октябрьски хула клиника больницин ача-пăча тата Исянгуловăри тĕп район больницин стационарĕсене юсаса йĕркене кĕртĕç.

Унсăр пуçне хăвăрт хăпартакан модульлĕ конструкцисене лартасси те малалла тăсăлĕ. Çитес вăхăтра республика валли 8 модульлĕ ФАП туянĕç.

2030 çулччен регионти сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене хăпартма тата çĕнетме 8 млрд та 600 млн тенкĕ нухрат уйăрассине палăртнă Айрат Рахматуллин.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас