Пур хыпар та
Сывлăх сыхлавĕ
19 Нарӑсӑн , 17:30

Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ

Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнчи волонтерĕсем ФАПăн кивĕ кантăксене пластик чÿречесемпе улăштараççĕ. Культура, Никольск, Юламан тата Алексеевка ялĕсенче пурăнакансем хăйсен вăйĕпе укçа-тенкĕ пухса нумай пулмасть çĕнĕ чÿречесем туяннă. Алексей Алексеев, Юлманта çуралман пулсан та, заказ парас, чÿречесене вырăна илсе çитерес тата вĕсене вырнаçтарас ĕçе хăй çине илнĕ.

Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ
Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ

Петр Ивановпа Валерий Кожевников Никольск ялĕнчен. Вĕсем вăхăтлăха ĕçлемеççĕ, апла пулин те арсем алă усса лармаççĕ. Кивĕ кантăксене илнĕ хыççăн чÿрече хушшине кирпĕч хураççĕ, юлташĕсене пулăшаççĕ.

 - Пĕр пластик чÿрече лартма çур сехет кирлĕ. Эпир тăваттăшне вырнаçтарса лартрăмăр, черетре тата виççĕ,  - каласа парать Алексей.

Ял çыннисем туслă ĕçлеççĕ. Вĕсем ĕçлеме пĕлни курăнать. Алексей Алексеев монтаж кăпăкĕпе чÿрече çурăкĕсене вăр-вар тултарать. Ыттисем вара ăна çак ĕçре пулăшаççĕ.

Юламан ялĕнчи ФАПра Ольга Кожевникова тăрăшать. Хĕрарăм 33 çул хушши ял çыннисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ĕçе кунсерен Никольск ялĕнчен килсе çÿрет.

 - Медицина çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех хăпартнă. Йывăç чÿресенчен сивĕ кĕрет, çил вĕрет. Вĕсене çыпăçтартăмăр, анчах çакă пулăшмарĕ. Хăш чухне сивĕ çиллĕ кунсенче пÿлĕмри сывлăш температури 9 градус таран анатчĕ. Çĕнĕ пластик чÿречесем лартсан медицина пунктĕнче ăшă пулĕ.

Мессенджерсенчен пĕринче ялăн «Юламан патриочĕсем» чатра çивĕч ыйтăва хускатсан пурте пулăшу пама васкарĕç. Çакăншăн кашнине чунтан тав тăватăп. Пĕрремĕшсем пулса районти Канаш секретарĕ Юрий Николаев, ял хутлăхĕн депутачĕ Владислав Александров пулăшрĕç. Медицина пунктне çĕнĕ сĕм кĕртес ĕçе «Аургазымонтажсервис» ООО ертÿçи Игорь Иванов хăйĕн пиччĕшĕпе тÿпе хыврĕç. Пĕтĕмĕшле тăватă ял çынни 100 пин ытла тенкĕ пухрĕç,  - ĕç-пуçпа тĕплĕн паллаштарчĕ Ольга Юрьевна.

Çĕнĕ чÿречесене вырнаçтарнă хыççăн волонтерсем медицина объектĕнче шалти юсав ĕçĕне туса ирттерĕç: хысаксем (откосы) вырнаçтарĕç, стенасене сăрлĕç. Тăватă ялăн хастар çыннисем тата темиçе объекта çĕнĕ сĕм кĕртесшĕн. Вĕсене тав тăвасси тата палăртнине пурнăçа кĕртме сывлăхпа хавхалану сунасси çеç юлать.     

Зульфия СИДОРОВА.

Авăркас районĕ, Юламан ялĕ.

Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ
Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ
Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ
Волонтерсем Юламанти ФАПăн чÿречисене улăштараççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас