

Сывлăх чи хаклă тупра тенĕ мĕн авалтан. Ăна кунран кун упрамалла. Тĕрлĕ чир-чĕр ан çыпçăнтăр тесен пĕрмаях сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Çакна Шаран районĕнчи Тÿртуллĕ ялĕнчи «Малышок» ача садне çÿрекенсем асра тытма тăрăшаççĕ. Тĕрĕс апатланма, хул-çурăма çирĕплетме тата ачасене спортпа туслаштарас тесе «Малышок» ача сачĕн ĕçченĕсем чылай ĕç туса ирттереççĕ.
Ача пахчинчи Сывлăх кунĕ, кашни кунхи пекех, ирхи зарядкăран пуçланнă. Шăпăрлансен кăмăлне çĕклес тесе хусканусене хаваслă юрă-кĕвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çакăн хыççăн пĕчĕкскерсем эстафетăсемпе уçă сылăшра чупмалли-сикмелли вăйăсене вылянă. Кунăн иккĕмĕш çурринче вăранма пулăшакан гимнастика тунă. Унсăр пуçне воспитательсем ача пахчине çÿрекенсем валли «Тăватă сăмаха астуса юл», «Ÿт-пÿ пайĕсене каласа тух», «Çиме юрăхлă тата юрăхсăр», «Гигиена правилисем» дидактика вăййисене хатĕрленĕ.
Сывлăх кунĕнче ача садне Лилия Трофимова фельдшер хăнана килнĕ. Лилия Анатольевна шăпăрлансене пĕлÿ паракан калаçу йĕркеленĕ. Медицина ĕçченĕ пахча çимĕçсемпе улма-çырласен усăлăхĕ, ÿт-пĕве çирĕплетмелли мелсем çинче чарăнса тăнă. Хăй каланине мультфильмсенчи тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.