Сывлăх сыхлавĕ
18 Апреля , 09:00

Сывлăх поезчĕсем 54 района çитĕç

Çак кунсенче вун-вун ансăр тухтăр -специалист республикăн чи аякри кĕтесĕсене пациентсене йышăнма, пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама кайнă. Апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнчен Пушкăртстанра «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акци пуçланнă. Ăна 2019 çултан пуçласа саккăрмĕш хут ирттереççĕ. «Сывлăх поезчĕсем» йĕркелес шухăш – Радий Хабиров республика пуçлăхне ларсассăн сĕннĕ пуçарусенчен пĕри. Халĕ Пушкăртстан опытне çĕршывăн чылай регионĕнче ĕçе кĕртнĕ.

Сывлăх поезчĕсем 54 района çитĕçСывлăх поезчĕсем 54 района çитĕç
Сывлăх поезчĕсем 54 района çитĕç

«Сывлăх пуйăсĕсем» – мобильлĕ комплекссем, хальхи медицина оборудованийĕ вырнаçнă пысăк машинăсен колонни. Кăçал акцие куçса çÿрекен вунă флюрограф, вунă маммограф, 49 мобильлĕ ФАП, куçса çÿрекен тăхăр сывлăх центрĕ (çав шутра пĕр ача-пăча центрĕ) Республика кардиологи центрĕн кардиомобилĕ, Республикăри Куватов ячĕллĕ больницăн диагностика комплексĕ, Ĕпхÿри 21№ больницăн «Хĕрарăмсен сывлăхĕ» куçса çÿрекен модулĕ, стоматологи кабинечĕ хутшăнаççĕ. Тухтăр бригадисем йĕркеленĕ, вĕсен шутне терапевт, хирург, акушер-гинеколог, онколог, кардиолог, офтальмолог, уролог, невролог, стоматолог, эндокринолог тата ытти специалистсем кĕнӗ. Çавăн пекех кăçал регион пуçлăхĕ хушнипе профильлĕ специалистсемпе пĕрле районсене медицина колледжĕсен аслă курс студенчĕсем кайнă.

«Сывлăх поезчĕсем» мĕншĕн кирлĕ?

Çак кустăрмаллă больница республикăри аякри ялсем тăрăх çынсен сывлăхĕсене тĕрĕслеме каять. Хула çыннисемпе танлаштарсан, ялта пурăнакансен ансăр специалист патне лекме çĕршер çухрăм иртмелле. Нумайăшĕ вара хăйсене начар туяççĕ пулсан та тухтăр патне каяссине ырана хăвараççĕ. Хальхи вăхăтра чи усал шыçă та ăнăçлă сипленет, чи кирли – ăна чи малтанхи тапхăрсенче тупса палăртса сиплеме пуçласси. Яланхи пекех мобильлĕ комплекссем ултă маршрутпа ĕçлеççĕ: Ĕпхÿ, Дуван, Нефтекамск, Октябрьски, Çтерлĕ тата Белорецк. Çул çинче вĕсем республикăри 54 района та çавăрса илеççĕ. Паян «сывлăх поезчĕсем» 386 яла кĕрсе тухĕç.

Енчен те сирĕн ялта кирлĕ специалист çук, вăл «сывлăх поезчĕпе» килнĕ пулсан, пĕр шухăшласа тăмасăрах унта кайăр. Кун пек чухне прописка кирлĕ мар, сире тÿрех йышăнĕç. Пĕтĕм пулăшупа тÿлевсĕр тивĕçтерĕç.

Мĕнле тĕрĕслевсем витĕр иртме пулать?

Пĕрремĕшĕнчен, тĕп кăтартусене, юнри сахăр, холестерин шайне, чĕре ĕçне, юн тата куç ăшĕнчи пусăма – тĕрĕслемелле. Иккĕмĕшĕнчен, социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене, туберкулез, гепатит, ВИЧ инфекци - пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, ÿпке тата сĕт парĕсен усал шыççисене иртерех диагностикăлама ренгенологи тӗпчев меслечĕсем – флюорографи, маммографи – ирттереççĕ. Тĕрĕслевсем хыççăн тухтăр пĕтĕмлетÿ тăвать, сиплев палăртать, кирлĕ пулсан хушма тĕрĕслев иртме направлени парать.
Республикăри Куватов ячĕллĕ больницăн куçса çÿрекен диагностика модулĕн тата Республикăри кардиологи центрĕн кардиомодулĕн тухтăрĕсем III шайри специалистсем шутланаççĕ, урăхла каласан, вĕсем пысăк технологиллĕ пулăшу пама пациентсене суйлаççĕ. Вĕсен ĕçĕ валли малтанах пациентсен списокĕсене хатĕрлеççĕ, малтанхи пĕчĕк тĕрĕслев ирттереççĕ.
– Малтанхи пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, – тет ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин. – Эпир кашни муниципалитетра мĕнле чирсемпе чирленине тишкертĕмĕр, çак даннăйсене тĕпе хурса бригадăсем йĕркелерĕмĕр. Сывлав органĕсен чирĕсем ÿснине палăртакан районсене пульмонологпа куçса çÿрекен флюорограф килеççех. Онкологипе чирлекенсен шучĕ ÿсекен тăрăха вара онколог тухтăрпа куçса çÿрекен маммограф çул тытĕç.

«Сывлăх поезчĕсен»ĕç графикне мĕнле пĕлмелле?

– вырăнти фельдшертан (вăлах пĕр-пĕр тĕрĕслеве мĕнле хатĕрленмеллине ăнлантарĕ);
– район администрацин сывлăх сыхлав уйрăмĕнче е ял хутлăхĕнче;
– «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» районти уйрăмĕнче;
– Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнче е социаллă сетьсенче.
Тĕп хулари тухтăрсем патне маларах çырăнмалла мар, медицина ĕçченĕсем çынсене черетпе йышăнаççĕ. Документсенчен хăвăрпа пĕрле паспортпа ОМС полисне илсен çителĕклĕ. Çапăçусене хутшăннă ветерансене тата вĕсен çемйисене черетсĕр йышăнаççĕ.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем мĕнле пулнă?

2025 çулта, «Сывлăхлă республика – сывлăхлă регион» акци ирттернĕ май специалистсем 34 пин пациента йышăннă. 3,5 пин çыннăн юнра глюкоза, 5 пин çыннăн холестерин шайĕ, 7 пин çыннăн юн пусăмĕ пысăк, тепĕр 7 пинĕшĕн ÿт виçи ытлашши пулни палăрнă. Вун икĕ пине яхăн çын хăйсен диагнозĕ çинчен пачах та пĕлмен. 193 çынра рак чирĕн хăрушлăхне, 595 çынра сахăр диабечĕ, тăххăрĕшĕн туберкулез чирне тупса палăртнă.
Кардиоцентрăн специалисчĕсем коронароангиографине (чĕре тымарĕсен тĕрĕслевĕ) 208 çынна, тепĕр хут тĕрĕсленме 123 çынна, госпитализацине 2 çынна янă. Тепĕр 26 çынна Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчи коронароангиографи тĕрĕслевне иртме направлени панă. Куватов ячĕллĕ больницăн тухтăрĕсем тепĕр хут тĕрĕсленме 215 çынна, госпитализацине 148 çынна янă.

Надежда РОДИОНОВАПА Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас