

Пелепей районĕн тĕп больници пĕлтернĕ тăрăх, 18 кун хушшинче специалистсем 10 ялта пулнă. Пĕтĕмлетÿ савăнтарать – тухтăрсем пурĕ 4 пин ытла çынна консультаци панă. Вĕсем тĕрĕслев ĕçне туса ирттернĕ май, чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнă. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа 1409 чире диагноз лартнă, вĕсенчен 570-шĕ малтанхи тапхăрта аталанни паллă пулнă. Апла пулсан çĕршер çын хăйсен чирĕпе маларах кĕрешме тата унран хăтăлма пултараççĕ.
Танлаштарма çакна та илсе кăтартмалла – 2025 çулта «Сывлăх поезчĕн» бригади 9 ял хутлăхĕнче пулнă, пурĕ 3291 çын консультаци илнĕ. Вĕсенчен 936-шĕ чирпе аптранине тупса палăртнă (373-шĕ малтанхи тапхăрпа çыхăннă). Кăтартусем ÿснинче çынсем асăннă проекта шанни сисĕнет, апла пулсан вăл обществăшăн кирлĕ.
«Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе иртекен акци уйрăмах больницăсене хăйсем тĕллĕн çÿреймен çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ: ватăсем, вырăнтан куçса çÿреймен граждансем, район центрĕнчен аякра пурăнакансем. Медицина ĕçченĕсем çар хирĕç тăрăвне хутшăннисемпе вĕсен çемйисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăннă 11 салтака тата вĕсен çемйисенчи 71 çынна пулăшу панă.
Мобильлĕ бригада йышĕнче республика шайĕнчи аслă специалистсем ĕçленĕ – Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больницин Юн тымарĕсен центрĕн кардиологи уйрăмĕн ертÿçи Альфира Рахматуллина тата Танзиля Хаернасова тухтăр-пульмонолог. Вĕсем çак ĕçе хутшăнни чылай пациента Ĕпхĕве каймасăр тĕрĕс диагноза пĕлме май панă.
Регионти Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, республика звени шайĕнчи специалистсем 2421 çынна йышăнса консультаци ирттернĕ. Йышăну пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 19 çынна Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больницине сипленме кайма направлени панă. Унсăр пуçне 29 пациента çĕнĕрен тĕрĕслемелле, вĕсене тухтăрсем сăнаса тăрĕç.
Паллах, «Сывлăх поезчĕн» ĕçне ялсенче пурăнакансем ăшă кăмăлпа та тав туса йышăнаççĕ. Уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсем. Акă, пирĕн редакцине Пелепей районĕнчи Краснояр ялĕнче пурăнакан Елена Данилова педагогика ĕçĕн ветеранĕ икĕ хут та шăнкăравларĕ: «Пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркелекенсене (çав шутра районăн тĕп тÿхтăрне, сывлăх сыхлав министрне, регион пуçлăхне – авт.) тата пархатарлă ĕçе вырăнта пурнăçлакан шурă халатлă тухтăрсене Слакпуç ял хутлăхĕнче пурăнакансен ятĕнчен тав сăмахĕ каласшăн. Слакпуç, Краснояр, Канаш, Чупукаран ялĕсенче пурăнакансем вĕсен ĕçĕсемпе кăмăллă. Пире вашават тата хăтлă условисенче йышăнчĕç, кашни пациентпа пĕр чĕлхе тупма пултарчĕç. Пурне те пысăк тав», – тет Елена Александровна.
«Сывлăх поезчĕн» кирлĕлĕхĕ пирки иккĕленÿ пулма та пултараймасть. Патшалăх йĕркелекен пулăшупа ялта пурăнакан кашни çын усă курма тăрăшмалла. Çакă вара пĕтĕмпех хамăртан килет.
Светлана ШИРИНЯ.
Пелепей районĕ.