

– Азат Мунирович, кăçалхи эпидеми сезонĕнче мĕнлерех прогноз? Вăл ытти çулхисенчен уйрăлса тăрать-и?
– Республикăра респираторлă инфекцисемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех. Чирлекенсен шучĕ ÿсни палăрать. Ку вăл çитĕннĕ çынсемпе ачасем отпусксемпе каникулсенчен хăйсен коллективĕсене таврăннипе, çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннипе çыхăннă. Вируссемшĕн вара çакă аталанмалли чи лайăх услови пулса тăрать.
Грипп сезонĕн хĕрÿлĕхĕ (интенсивность) ытти çулсемпе танлаштарсан ÿсмĕ. 2026-2027 çулсенчи эпидеми сезонĕнче штамсем (чир тĕсĕ) улшăннипе вакцинăсене те çĕнетмелле пулчĕ. Мĕнпур штамсене вакцина шутне кĕртнĕ. Вакцинăсем кирлĕ чухлĕ пур, регионсене туллин тивĕçтереççĕ.
– Гриппа чирлекенсен шучĕ йышлă пуласси хăш вăхăтра пулма пултарать?
– Татса калама йывăр. Прогноз тăрăх январь-февраль уйăхĕсенче пулмалла. Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи хĕлле кĕтмен инфекци «атакисем» пулмалла мар.
– Хальхи вăхăтра çын организмĕнче темиçе тĕслĕ вирус пĕр харăс аталаннин (микс-инфекци) хăрушлăхĕ сыхланса юлнă-и? Пĕр вăхăтрах грипп, COVID-19 тата ытти респираторлă вируссем сарăлни мĕнле хăрушлăх кăларса тăратать?
– Çапла, кун пек тĕслĕхсем пур. Эпир çакăн евĕр самантсемпе тĕл пулатпăр. Микс-инфекци вăхăтĕнче чир вăраха тăсăлать, лару-тăру йывăрланас хăрушлăх пур.
– Грипран тунă прививка вăхăтĕнче урăх вирусран прививка тума юрать-и? Калăпăр, кăшăлвирусран. Е пĕр прививка мĕнпур вирусран хÿтĕлет.
– Хăвна гриппа кăшăлвирусран хÿтĕлес тесен вакцина тăвассине грипран та, кăшăлвирусран та иртмелле. Гриппа COVID-19 пĕр кунра вакцина тума юрать, кун пирки РФ Сывлăх сыхлав министерстви те, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ (ВОЗ) те сĕнÿ панă. Препаратсене укол туса организмăн тĕрлĕ пайĕсене (сылтăм е сулахай хул пуççине) яраççĕ. Ун хыççăн вакцина тунин усси чакмасть, çын хăйне мĕнле туясси те улшăнмасть.
– Çак сезонта грипп чирне чирлесе ирттернисен прививка тутармалла-и? Е тата иртнĕ çул вакцина тунисен?
– Прививка иккĕшĕнче те кирлĕ. Чирлесе ирттернĕ çыннăн хÿтĕлев функцийĕ çав штамшăн çеç вăйлăланать, вакцинăра вара темиçе вируспа кĕрешекен антигенсем пур. Вĕсем организмра çак сезонра çаврăнса çÿреççĕ. Унсăр пуçне ВОЗ сĕннипе кашни çулах вакцинăн штамне çĕнетсе тăраççĕ. Çавăнпа та прививка тăвассине çулсерен пурнăçа кĕртмелле.
– Прививкăна хăçан тутарсан ункайлă?
– Организм вакцинăна йышăннă хыççăн хÿтĕлев функцийĕ çийĕнчех ĕçлеме пуçламасть, çакăн валли, вируса уйăрса илме тата унпа кĕрешмелли хăвата ÿстерме, вăхăт кирлĕ. Сахалран та икĕ эрне иртет. Çавăнпа та прививкăна чир сезонĕ вăйлăланиччен тумалла. Чи лăйăх вăхăт сентябрь-октябрь уйăхĕсем шутланаççĕ. Енчен те çак ĕçе каярах тусан, хÿтĕлев функцийĕ вăйсăр пулма пултарать, çав вăхăтра вирус анлă сарăлать. Паянхи кун вакцина туни вăл – ячĕшĕн тунă ĕç мар, çын грипп сезонне хатĕр иммунитетпа кĕтсе илни пулать. Çакă чир хăрушлăхне чакарать.
– Чăн малтан камсене прививка тумалла?
– Чи малтан хăрушлăх ушкăнне кĕрекенсем шутланаççĕ. Вĕсен шутĕнче – ачасем (6 уйахран пуçласа), йывăр хĕрарăмсем, ватă çынсем, вăраха кайнă чирпе чирлекенсем (сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ, ытлашши ÿт хушни, сывлав органĕсем хавшани), шкулсемпе больницăсенче, транспорт çинче ĕçлекенсем.
– Вакцина йывăр тата кăкăр çитерекен хĕрарăмсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмасть-ши?
– Хĕрарăм йывăрлă чухне гриппа чирлени пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Вирус ача çуратмалли çынна чылай чухне йывăрлă мар хĕрарăмран ытларах сиен кÿрет, чир йывăр иртет. Унсăр пуçне грипп пулас ачашăн хăрушă. Грипа пула чылай чухне пĕчĕкскерсем каярах сив чирпе (лихорадка) чирлеççĕ. Çавна пула нерв системи хавшама пултарать тата ытти чирсем хутшăнас хăрушлăх пур. Вакцина туни ача çуралнă хыççăн та ăна грипп чирĕнчен сыхланма пулăшать, мĕншĕн тесен пепкене амăшĕн иммунитечĕ куçать.
– Витаминсемпе е иммуномодуляторсемпе усă курнин усси пур-ши?
– Наука шайĕнче иммуномодуляторсем грипран хÿтелет тени пулман. Анчах та çакă вĕсемпе усă курмалла мар тенине пĕлтермест. Организмшăн кирек мĕнле витамин та кирлĕ, вĕсем иммуна тытăмне çирĕплетме тата веществосен ылмашăвне йĕркелеме пулăшаççĕ. Профилактика енчен илсен çак самантсене асра тытмалла: шайлашуллă та вăхăтра апатланни, тулли те канлĕ ыйхă (çичĕ-сакăр сехетрен кая мар), ÿт-пÿ хусканăвĕн хастарлăхĕ, алăсене çуни, антисептиксемпе усă курни, пÿлĕме уçăлтарни тата таса тытни кĕрет. Çавăн пекех шăнма юрамасть тата стресла лару-тăрăва лекмелле мар. Вĕсем организмри хÿтĕлев вăйне чакараççĕ.
Организма пĕтĕмĕшле пулăшма витаминсемпе тĕрĕс апатлану кирлĕ, анчах та вĕсем ятарласа ирттернĕ профилактикăпа (вакцина тунипе) пĕр тан мар, грипран хÿтĕленме гаранти те памаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД хатĕрленĕ.