Урал сасси
+4 °С
Облачно
Сывлăх сыхлавĕ
20 Октября , 04:00

Лапта ăрусене çыхăнтарать

Хайбулла тăрăхĕ спорт йăлисемпе чапа тухнă. Лапта текен вырăс халăх вăййи вара кунта уйрăм вырăн йышăнать. Районти командăсем çулсерен лапталла выляса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ, авалхи вăйă паян кун та хăйĕн илĕртÿлĕхне çухатманнине çирĕплетеççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Лапта ăрусене çыхăнтаратьЛапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать

Иваново ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Елизавета Абдуллина пĕлтернĕ тăрăх, районти Пугачево ятлă пĕртен-пĕр чăваш ялĕн çыннисем «Урă ял» республика конкурсĕн районти тапхăрĕн витĕмĕпе Иваново ял шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Çулĕсем хушшинчи уйрăмлăхсене пăхмасăр аслă çулхисем (вĕсем ÿснĕ вăхăтра лапта картишĕнчи чи юратнă вăйăсенчен пĕри пулнă) хаваспах лапталла вылянă. Аллисене ывăткăч (бита) тытсанах хăйсем уçланкă тăрăх епле чупнине, вăйă йĕркисем пирки калаçса татăлнине, мечĕк туртнă йĕртен тухса кайнипе кайманни пирки тавлашнине аса илнĕ.

Вĕренекенсене тепĕр парне те, «Асанне арчи», кĕтнĕ. Арчаран наци эрешĕсем, кулленхи пурнăçра усă курнă япаласем тата тутлă кучченеçсем тухнă. Чи тĕпĕнче вара лапталла вылямалли хатĕрсем, çĕмĕрт вуллинчен ăсталанă ывăткăч тата сурăх çăмĕнчен йăваласа тунă мечĕк, выртнă.

Мероприяти тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерсе хаваслă та туслă иртнĕ. Кун пек тĕлпулусем çынсене сывă пурнăç йĕркине çеç хăнăхтармаççĕ, халăх йăли-йĕркине те упрама пулăшаççĕ. Лапта вăл – вăйă кăна мар, хамăр халăх историйĕн пĕр пайĕ те.

– «Урă ял» конкурса эпир кашни çулах хутшăнма тăрăшатпăр. 2023 çулта районта 3-мĕш вырăна тухса аллă пин тенке тивĕçрĕмĕр, ун укçипе клуб çуртне çĕнетрĕмĕр. «Урă ял» тахçанах ырă ĕçсем тума хавхалантаракан пулăма çаврăннă. Вăл урă та сывлăхлă пурнăçа çеç пропагандăламасть, ял çыннисене тĕрлĕ пуçарусене – тирпей-илем кĕртессинчен пуçласа халăх йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртессипе спорта халăх хушшинче сарасси таранах – пурнăçа кĕртме май парать, – тет Елизавета Михайловна.

Надежда РОДИОНОВА.
Хайбулла районĕ, Пугачево ялĕ.

Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Лапта ăрусене çыхăнтарать
Автор:Надежда Родионова