Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Тĕп хулана - 450 çул
29 Сентябрӗн 2021, 11:01

Вĕрентекенпе вĕренекенсем – ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем»

Çĕр тĕрлĕ професси хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни, чи кăткăсси тата сăвапли педагог профессийĕ шутланать. Çак ĕçре çитĕнÿсем тума аслă пĕлÿ илни çеç çителĕксĕр, мĕншĕн тесен вĕрентекен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ачан шăпине калăплать. Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннă педагог кăна кунран-кун ачасене пĕлĕве юратма хăнăхтарнипе пĕрлех хăйĕн ăс-тăнне аталантарма, туптама, тавракурăмне анлăлатма пултарать. Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Лидия Васильевна Степанова - шăпах çакăн пек педагогсенчен пĕри.

Вĕрентекенпе вĕренекенсем –  ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем»
Вĕрентекенпе вĕренекенсем – ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем»

Лидия Степанова Пишпÿлек тăрăхĕнчи Юманлăх ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Ялти шкулта виçĕ класс пĕтернĕ хыççăн кÿршĕри Ермолкино шкулне çÿренĕ.
- Эпĕ пĕчĕкренех учитель профессине суйласа илесси çинчен шухăшланă. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра ял ачисем хăйсен пурнăçне вĕрентекен е медицина профессийĕсемпе çыхăнтарма тăрăшатчĕç. Çитĕнсен кам пулассине шкулта та пĕлтернĕччĕ. Анчах 8-мĕш класра ĕмĕт-шухăшсем улшăнчĕç. Атте çыхăну ĕçченĕ пулнă пирки манăн та хамăн пурнăçа çак профессипе çыхăнтарас килчĕ. Унсăр пуçне хĕр юлташăмăр та‚ Валя Сергеева‚ связист пулма‚ манпа Самара хулине вĕренме кайма килĕшрĕ. Анчах Анатолий Петрович Смолов (Ермолкино шкулĕн директорĕ) пирĕн документсене (Вальăнне те) Пелепей хулинчи педагогика училищине кайса парассине пĕлтерчĕ. Çапла хамăр шухăша улăштарнине калама хăю çитереймерĕмĕр. Унсăр пуçне директора улталанă пек туйрăмăр‚ ун умĕнче намăс пулчĕ»‚ – аса илÿ авăрне путрĕ хĕрарăм.
Кĕçĕн классен учителĕн дипломне алла илнĕ хыççăн Лидия Васильевна Кистенлĕ ялĕнчи шкулта ĕçлеме тытăннă. Вĕрентекене пĕрремĕш класс ачисене шанса панă. Анчах вăл вĕсемпе пĕр эрне çеç ĕçленĕ. Пăслăк ялĕнчи шкулта вĕрентекенсем çитмен пирки ăна çавăнта куçарнă. Унта çамрăк учитель пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă тăваттăмĕш класс шăпăрланĕсемпе пĕлÿ тĕнчинче çÿренĕ, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшнă. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла: Пăслăк ялĕнчи шкулта пуян опытлă вĕрентекенсем ĕçленĕ. Вĕсем ĕнер кăна алла диплом илнĕ специалиста тĕрлĕ канашсем парса ĕçре пулăшса пынă. Лидия Васильевна паянхи кунччен Л.Н. Афанасьевана‚ В.А. Митрофанована, М.В. Ермолаевана чунтан тав тăвать. Юманлăх хĕрĕ шкулта çулталăк ĕçлесен Çтерлĕ хулинчи педагогика университетне вĕренме кĕнĕ‚ вăл аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă. Çапла вĕрентекен ĕçне пуçăннăранпа тăватă çул сисĕнмесĕр иртсе кайнă.
1990 çулта Юманлăх хĕрĕ качча тухнă‚ мăшăрĕпе Пелепей хулине куçса килнĕ. Дипломлă специалист хулара ĕç шыраса ача садне пырса çитнĕ. Вăл шăпăрлансен пахчинче воспитатель пулса 2 çул ĕçленĕ. 1995 çулта Пелепейĕнче 19№ шкул уçăлнă. Çĕнĕ пĕлÿ çуртне ĕçлеме кĕме кăмăл тăвакансем чылайăн пулнă.
Пурнăç малалла кĕрлесе пынă.1997 çулта 19№ вăтам шкултан чăваш шкул-гимназийĕ туса хунă. Пĕлÿ çурчĕн ячĕ улшăннă пулсан та унта ĕçлекенсен тивĕçĕ улшăнман. Лидия Васильевна та малтанхи пекех тăрăшса ĕçленĕ. Паян та вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăнса‚ тулли кăмăлпа пурнăçлать. Вĕрентекен çак тапхăр хушшинче темиçе теçетке шăпăрлана алăран çавăтса пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ, вулама-çырма вĕрентнĕ.
Л. В. Степанова тепĕр чух ачасене çывăх çынсем парса çитереймен чун ăшшине те парнелет. Атте-анне вырăнне те çирĕппĕн асăрхаттарма пĕлет. Вăл – ыррине çеç сунакан, ăс-тăн парса пурăнма вĕрентекен, тăван çĕре юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтаракан. Ырă вăрлăх акакан çеç мар, ăна ÿсме çĕрне хатĕрлекен те вăлах. Ача мĕнле çитĕнесси класс ертÿçичен те нумай килет тенипе кам килĕшмĕ.
– Ĕлĕкхипе танлаштарсан‚ хальхи саманара ачасемпе ĕçлеме çăмăл мар. Пĕр япалана темиçе хут ăнлантарма тивет‚ паян вĕреннине ырана манса кайма пултараççĕ. Кăмăлĕсем те улшăнчăк. Аслисене хирĕç сăмах калама пултараççĕ. Телее‚ мана шанса панă классенче ун пеккисем сайра тĕл пулаççĕ. Класри ачасен ăнкарулăхне, пултарулăхне шута илсе кашнийĕ патне çул-йĕр тупма тăрăшатăп. Çакăн чухне çеç пĕрлехи кăтартусемпе савăнма май килет. Шăпăрлансене вăйпа юраттараймăн‚ вĕсем çын чунне пушшех те лайăх ăнланаççĕ. Амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне ырă сунать – учитель те çаплах. Чăн-чăн вĕрентекен ачан пурнăçĕпе‚ савăнăçĕ-хуйхипе‚ терт-нушипе пурăнать. Хăй ачине юратнă пек юратать‚ йывăр вăхăтра пулăшать‚ унпа пĕрле савăнать те‚ кулянать‚ – чунне уçса калаçрĕ вĕрентекен.
Л.В. Степанова – вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче тивĕçлĕ çитĕнÿсемпе палăрнă вĕрентекен. Вăл 2017 çулта пĕрремĕш категорие тивĕçнĕ. Хăй пултарнине кура ăна гимназинчи ытти яваплă ĕçсене те шанса панă: кĕçĕн классенче вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Унсăр пуçне çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре нумай çул ырми-канми вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп хутне илме тивĕçнĕ.
Сумлă та пултаруллă‚ ăста вĕрентекен пулнине чăваш гимназийĕн директорĕ Елена Михайловна Петрова та çирĕплетрĕ.
– Лидия Васильевна тĕрĕслĕхе мала хуракан çын. Лару-тăрăва уçăмлатмасăр нихăçан та тăрук утăмсем тумасть, коллективăн, ачасен кăмăлне çапса хуçмасть. Ун пирки «Çирĕп ыйтать, анчах ырă» теме пулать. Хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлет‚ тивĕçне яваплă пурнăçлать. Вăл вĕрентнĕ ачасем пур енчен те çирĕп дисциплинăллă‚ анлă тавракурăмлă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Çавăн пекех Л.В. Степанова вĕренекенсене мĕн пĕчĕкрен хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Ăна ачасем питĕ юратаççĕ‚ хисеплеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене вăл ертсе пыракан класа пама тăрăшаççĕ. Лидия Васильевна кĕçĕн классенче вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă май‚ наставник-ăспаруçă та. Çамрăк учительсене хăйĕн хÿттине илсе пулăшса пырать‚ йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усма памасть‚ – хак пачĕ вăл вĕрентекен ĕçне.
Сăмахăма пĕр халаппа вĕçлес килет. Пĕррехинче вĕренекенсем вĕрентекенрен унăн профессийĕн пĕлтерĕшĕ мĕнре тесе ыйтнă. Учитель çак ыйтăва каярах хуравлăп тенĕ. Вăл ачасене пысăк ту çине кайса килме сĕннĕ. Çула тухиччен вĕрентекен вĕсене тăварлă апат çитернĕ. Ту çине хăпарсан ачасем шыв ĕçесси килнине пĕлтернĕ. Çавăн чухне учитель вĕсене çăлкуç шырама янă. Анчах вĕренекенсем шыв тупаймасăр каялла таврăннă. Хальхинче вĕрентекен çăлкуç енне выртакан çула ăнлантарса панă. Вĕренекенсем шыв ĕçсе тăраннă‚ вĕрентекен валли те илсе килнĕ. Çак вăхăтра учитель хăйĕн кутамккинчен савăтпа шыв кăларнă та çапла каланă: «Шăпах çакă манăн тĕп тĕллев. Чăн малтан эпĕ шыв ĕçес килмелле турăм‚ унтан çăлкуç патне тĕрĕс çул кăтартăм‚ кирлĕ енне ятăм. Кăмăл пулсан тата тĕплĕ шухăшласан пире кирли çумра пулма тултарнине те палăртрăм». Пĕчĕк халапăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕрентекен тата унăн вĕренекенĕсем - ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем». Пĕр магнитăн икĕ полюсĕ. Вĕсем тĕрлĕ‚ анчах пĕр-пĕринсĕр пулма пултараймаççĕ. Пĕр классик çапла каланă: «Лайăх вĕрентекенĕн пысăк пĕлÿ тата пысăк чĕре пулмалла». Лидия Васильевнăра çаксем пурте пур.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.

Вĕрентекенпе вĕренекенсем –  ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем»
Вĕрентекенпе вĕренекенсем – ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: