Ирхи сулхăнпа экскурсие кайма ирĕк паракан хут çине пичет çаптарма район центрне çитрĕмĕр. Ĕçсем ăнса пычĕç. Шофёр каланă тăрăх, ирĕк паракан хута питĕ хăвăрт пусса панă. Çула май Макар тата Пёстровка ялĕсенчи вĕренекенсене лартса килнĕ хыççăн экскурсие кайма кăмăл тунă ачасемпе автобуса кĕрсе вырнаçрăмăр. Хурçă ут вырăнтан хускалчĕ. Шкул ачисем кашниех хăйсен юлташĕсемпе калаçса пычĕç.
Вăхăт шуса мар, чупса иртрĕ. Эпир хула (Çтерлĕ) хĕррине тухса кĕпер урлă каçрăмăр. Ют вырăнсене пăхса пынă май Ишимбай районне те çитрĕмĕр. Карайганово текен ял витĕр тухса пĕччен ларакан çÿллĕ ту енне çул тытрăмăр. Çывхарнăçем ту пысăклансах пычĕ. Машина çулĕ пĕтсен автобусран антăмăр. Такăрлатнă çулпа çаврăна-çаврăна ту çине хăпарма пуçларăмăр. Кашни утăмран çÿлерех те çÿлерех хăпартăмăр. Такăр çула тимĕр пусма улăштарчĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен Саша пуринчен малтан чупать. Хăваласа çитес тесе пăхрăм. Ăçта унта! Ун хыççăн тепĕр виçĕ-таватă ача вирхĕнсе хăпараççĕ. Вăхăта пăхса хăпарăпăр тенĕччĕ, пулмарĕ. Ачасене куçран вĕçертес мар тесе пĕр чарăнмасăр утма тиврĕ. Малтан хăпарнă вĕренекенсене пăхса, асăрхаттарса тăнă хушăра каярах юлнисем те çитрĕç. Эх, пурте унталла-кунталла чупкаларĕç. Çĕр çине те выртса пăхрĕç. Сăн çаптарнă хыççăн васкамасăр Турă тăвĕ çинчен антăмăр. Паллах, пĕрремĕш анса çитекенни те Саша пулчĕ. Автобуса шавла-шавла кĕрсе вырнаçрăмăр. Карайганово ялĕнчен тухсан вăрман хĕрринче чарăнса апатлантăмăр. Чупса та, выляса та ĕлкĕрчĕç ачасем. Тулли кăмăлпа автобус çине ларса килелле çул тытрăмăр. Шавлăн калаçса пынă май тăван яла çитсе те тăтăмăр. Ачасем савăнăçлă кăмăлпа килĕсене саланчĕç. Çапла эпир Торатау, чăвашла Турă тăвĕ, çине кайса канса килтĕмĕр. Çак экскурси çут çанталăкпа киленме, ăна туйма, юратма, упрама вĕрентессе шанас килет.
Алена ЕФИМОВА, Меселпуç шкул вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ.