Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
26 Октябрӗн 2025, 10:00

Налука çийĕнчех тÿлемеллин пилĕк сăлтавĕ

Пушкăртстанра пурăнакансем çак кунсенче налук инспекцийĕнчен 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурлăх налукне тÿлемелли çинчен асăрхаттаракан «телей çырăвĕсем» илнĕ. Çак ыйтăва мĕншĕн вăраха тăсмалла марри çинчен ăнлантарса паратпăр.

Налука çийĕнчех тÿлемеллин пилĕк сăлтавĕ
Налука çийĕнчех тÿлемеллин пилĕк сăлтавĕ

Сăмах мĕн çинчен пырать?

Пурлăх налукĕ – сирĕн харпăрлăхăрта хваттер, çурт, гараж тата ытти те пурришĕн патшалăха тÿлемелли парăм. Усă куратăр-и эсир вĕсемпе çук-и, пурпĕр пурлăхшăн унăн хуçин тÿлемелле. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕшĕн тата автомобильшĕн те. Халĕ эпир 2024 çулхи пурлăхшăн налук тÿлетпĕр. Енчен те эсир 2025 çулта машина, сад пахчи туянтăр пулсан, хальлĕхе вĕсемшĕн тÿлеме кирлĕ мар.

Çак ĕçе тума виçĕ минут çеç кирлĕ

Маларах налук тÿлеме квитанцисем илсе почтăна е банка кайса черетре тăма тÿр килетчĕ. Халĕ çак ĕçе ансатлатрĕç, юратнă диван çинчен тăмалла та мар. Банка е почтăра черет тăмасăр, комиссисĕр налук тÿлемелли виçĕ мелпе паллаштарăпăр.

  1. Налук тÿлекенĕн харпăр кабинетне lkfl2.naiog.ru сайт тăрăх кĕрĕр, «Госуслуги» портал урлă авторизаци иртĕр, «Налоги» уйрăмне уçсан «Сумма к оплате» кнопка курăнĕ. Ун çине пусса банк карттин номерне кĕртĕр. Çапла майпа налук тÿленет.
  2. «Госуслуги» уçатăр. «Оплата по квитанции» сервиса кĕретĕр те УИН номерне кĕртетĕр. Çакă 20-25 цифрăран тăракан сирĕн счет номерĕ, ăна пĕлтерÿ-счетра куар-кодпа юнашар çырнă.
  3. Хăвăрăн «Пĕрлĕхлĕ налук счечĕ» («Единый налоговый счет») çине укçа хурăр. Укçасем хăй тĕллĕн налук тÿлеме куçĕç. Çакă телефон çине укçа хунă пек: эсир кирлĕ таран укçа хуратăр, çак хисепрен калаçнишĕн, интернетшăн, СМС çырнишĕн хываççĕ. Сирĕн çакăн пек счет пур, ăна 2023 çулта пур граждансем валли те уçнă, вăл тÿлевсĕр. Асăннă счет çине налук тÿлекенĕн харпăр кабинетĕнче укçа хума пулать.

Тимлĕ пулăр! Хăш чухне мошенниксем суя сайтсем тăваççĕ. Кирлĕ сайта кĕнине тĕрĕслĕр! Пирĕн ссылкăсем тĕрĕс, эпир вĕсене виçĕ хутчен тĕрĕсленĕ.

Сăмах пысăк мар налуксем пирки пырать

Хăш-пĕр çĕршывсенче асăннă налук пурлăх хакĕн 2-3 проценчĕпе танлашать, çавăнпа та унта харпăрçă пулма тарăн кĕсье кирлĕ. Пирĕн ставкăсене кашни районпа хула хăй çирĕплетет, анчах та вĕсем пысăк мар – процент пайĕсем çеç. Сăмахран, Ĕпхÿри 4 млн тенке яхăн тăракан хваттершĕн налук ставки 0,11 процентпа танлашать, 4-7 миллион тăракан хваттершĕн – 0,165%.

Тĕслĕхрен. Хĕрарăмăн Ĕпхÿ хулинче 50 тăваткал метрлă хваттер тата Кармаскалă районĕнче 6 соткăллă сад пахчи пур. Хваттершĕн 1802 тенкĕ, сад пахчишĕн 350 тенкĕ счетсем килнĕ. Пурĕ 2152 тенкĕ е уйăхне 179 тенкĕ тухать. Уйăхне пĕр хутчен кофе кофейнĕре мар, килте ĕçмелле пулĕ.

Сирĕн муниципалитетра мĕнле ставкăсем пулнине https://www.nalog.gov.ru/rn02/service/tax/ ссылкăпа «Муниципаллă пĕрлĕх» («Муниципальное образование») юпара хăвăр районăра, расчет çулне 2024 тесе çырăр. Хваттер, çурт е çĕр лаптăкĕн кадастр хакне налук тÿлекенĕн харпăр кабинетĕнче пăхăр. Темиçе çултан ăна тепĕр хут шутласа тĕрĕслеççĕ, çавăнпа та хисеп улшăнма пултарать.

Укçа-тенкĕпе çулсене юсĕç, вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлĕç, тирпей-илем кĕртĕç

Пĕтĕм пурлăх тата çĕр налукĕсем вырăнти бюджета кĕреççĕ. Транспорт налукĕ республика бюджетне, унтан çул-йĕр фондне лекет. Çав укçа-тенкĕпе çулсене юсаççĕ, çĕннисене сараççĕ, кĕперсем, çул каçмăшĕсем тăваççĕ. «Тĕнчерен пĕрер пус» теççĕ. Пĕри – 500 тенкĕ, тепри пин тенкĕ тÿленĕ, çапла майпа 2024 çулхи Ĕпхÿ хулин бюджетне миллиард ытла тенкĕ пурлăх налукĕ кĕнĕ. Çак укçаран ачасене пĕлÿ паракан вĕрентекенсене, урамсене çÿп-çапран тасатакан, чечексем ÿстерекен, хĕлле юр тасатакан коммуналлă хуçалăхсен ĕçченĕсене тÿлеççĕ.

Налук тÿлеменни – преступлени

Эсир çакăн çинчен пĕлмен-и вара? Сăлтавне тата парăмăн хисепне кура административлă е уголовлă явап тыттарма пултараççĕ. Малтан налук тÿлемен çынна асăрхаттараççĕ, РФ Тĕп банкĕн 1/300 тĕп ставкипе пени шутласа параççĕ. Халĕ ставка 17% танлашать. Парăма кĕнĕ çынна тÿлемен кашни пин тенкишĕн куллен пилĕк пус хушаççĕ. Анчах та саккун тăрăх çирĕпрех мерăсем те пур.

Тĕслĕхрен, çын налука пачах та тÿлемен е укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула пĕр пайне çеç тÿленĕ пулсан Налук кодексĕн «Неуплата или неполная уплата сумм налога» 22-мĕш статьян пĕрремĕш пайĕ пулать. Ун тăрăх тÿлемен налукăн 20% штраф парĕç. Çын ятарласа налук тÿлемен пулсан, асăннă статьян виççĕмĕш пайĕ «Умышленная неуплата» пулать, ун тăрăх штраф налукăн 40 проценчĕпе танлашĕ. Енчен те виçĕ çулхи налук хисепĕ 2,7 млн тенкĕрен иртнĕ пулсан уголовлă явап тытма тивĕ, айăплине суд, тĕрме кĕтĕ. Сире çакă пачах та кирлĕ мар.

Хăвăра валли нуша ан шырăр

Налуксене тÿлемен хушăра сиенĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Ĕçе хăй еккипе ярсан, парăм хисепĕ ÿсĕ, лару-тăру суд приставĕсем патне те илсе çитерĕ. Парăма кĕнĕ çыннăн счечĕсене чарма, ăна чикĕ леш енне кайма ирĕк памĕç. Çакă кредит историне те начар витĕм кÿрĕ – банксем кредит е ипотека памасса пултарĕç. Пĕр сăмахпа каласан, тикĕс çĕрте ыйтусем сиксе тухĕç. Вăхăтра тунă пулсан çак ыйтăва виçĕ минут хушшинче татса пама пулатчĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

 

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас