Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
8 Декабрӗн 2025, 09:00

Пушкăртстанăн 2026 çулхи бюджечĕ мĕнле пулĕ?

Нумаях пулмасть Пушкăртстан парламенчĕн депутачĕсем пĕрремĕш вулавра тĕп финанс документне – çитес çулхи республика бюджетне – йышăнчĕç. Документа пăхса тухнă хыççăн сирĕн валли интереслĕ фактсене пуçтартăмăр.

Пушкăртстанăн 2026 çулхи бюджечĕ мĕнле пулĕ?
Пушкăртстанăн 2026 çулхи бюджечĕ мĕнле пулĕ?

Çынсем çинче перекетлемĕç
Республика пуçлăхĕ, финанс министрĕ тата экспертсем тÿрех тÿррĕн каларĕç: бюджет кăткăс пулсан та шайлашуллă. Хысна тупăшĕ ÿсет, тăкаксем те пысăкланаççĕ, çав шутра СВОна хутшăннă салтаксене пулăшасси те.
Чи пысăк çитĕнÿ – çынсем валли уйăрнă статьяпа тăкаксене чакармĕç! Республика хăй çине илнине пĕтĕмпе пурнăçлĕ, çак ĕçсем валли укçа-тенкĕ çителĕклех. 337 млрд тенкĕрен 164 миллиард тенкине бюджет ĕçченĕсем – тухтăрсем, учительсем, ача сачĕн воспитателĕсем тата ыттисем – валли уйăраççĕ. Тата 2026 çулта бюджет ĕçченĕсен ĕç укçи 20% ÿсĕ.
ПР финанс министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Малинская каланă тăрăх, кăткăс социаллă тата экономика условийĕсем пулсан та социаллă тăкаксене иртнĕ çулхи шайра хăварма пултартăмăр. Хăш-пĕр статьясем тăрăх тăкаксем ÿссен те ытлашши пысăк мар. Çапла майпа вĕренĕве 2026 çулта 82 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, вăл пĕтĕм тăкаксен 25% танлашать. Çак хисеп кăçалхинчен 7,7% нумайрах. Сывлăх сыхлавне 32 млрд тенкĕ уйăрĕç, вăл та 2025 çулхинчен кăшт нумайрах. Социаллă тÿлевсем, культура тата спорт тăкакĕсем улшăнусăр юлĕç. Республикăри хуласемпе районсене финанс пулăшăвĕ валли 95,9 млрд тенкĕ палăртнă.
«Мĕнре-ши оптимизаци?» – тесе ыйтăр эсир. «Йăлана кĕмен» тăкаксенче – кирлĕ, анчах та хаклă стройкăсемпе юсав ĕçĕсене тума тăхтаса тăрăпăр. Çакă тĕрĕс те вырăнлă йышăну: кĕперсĕр тата кăшт вăхăт пурăнса пулать, ĕç укçисĕр, социаллă тÿлевсемсĕр тата пахалăхлă медицинăсăр – çук.

Дефицит пулни хăрушă мар
Прогноз тăрăх, 2026 çулхи бюджет тупăшĕ 314,1 миллиард тенкĕпе танлашать, тăкаксем – 336,6 миллиард тенкĕ. Лару-тăру хăрушăрах курăнать пулсан та чăннипе кунта шикленмелли çук, сехĕрленсе ÿкме кирлĕ мар.
Республика парăмĕн çурри ытла пайĕ бюджет кредичĕсем шутланаççĕ. Çакă Раççей правительстви вăрах вăхăта пĕчĕк процентпа (3%) укçа пани. Вĕсене ĕç укçи, преми, çĕнĕ шкулсемпе больницăсене валли тăкаклама юрамасть. Вĕсемпе çурт-йĕр инфраструктури тата ытти сроительство, инженерипе коммуналлă сетьсем валли çеç усă курма пулать. Республикăра çак укçасемпе Ĕпхÿ хулинчи Рыленко генерал урамĕпе Пугачев урамне тухакан çул юппине тăвĕç, Нефтекамскра тасатакан сооруженисем вырнаçтарĕç, Шуратăл урлă выртакан арка евĕр кĕпере юсĕç, Ĕпхÿ тулашĕнче шыв пăрăхĕсемпе канализаци тăсĕç. Унта шыв пулсан çынсем ытларах уйрăм çуртсем хăпартĕç, шкулсемпе больницăсем, çĕнĕ магазинсемпе офиссем çĕкленĕç, тĕрлĕ производство уçăлĕ.

Экономика майĕпен ÿсет
Çитес çул организацисенчен тупăш налукне 51,3 млрд тенкĕ, уйрăм çынсен тупăшĕнчен 90,4 млрд тенкĕ (çак çул тĕлне +12%), нефть продукчĕн, алкоголь тата сăра акцизĕсем – 46,7 млрд тенкĕ (+7%), пурлăх налукĕсем 18,5 млрд тенкĕ (+6%) пухса илме палăртаççĕ.
Çакă налуксем ÿснине мар, вĕсене пухакан никĕсĕ пысăкланнине пĕлтерет. Сăмахран, çын 50 пин тенкĕ ĕç укçи илет пулсан 6 500 тенкĕ налук тÿлет, ĕç укçине 60 пин тенке ÿстерсен 7 800 тенкĕ налук тÿлемелле пулать. Завода çĕнĕ заказсем парсан тупăш ÿсет – вăл ытларах налук тÿлет. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп санкци вăхăтĕнче те пирĕн предприятисем ĕçне малалла тăсаççĕ, продукцие вырнаçтармалли çĕнĕ рыноксем тупаççĕ, хыснана – налук, çынсене ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас