Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
15 Ноябрӗн 2022, 12:00

Пăр çине кĕме васкамалла мар

Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Федоровка районĕнче инкек пулса иртнĕ.

Пăр çине кĕме васкамалла мар
Пăр çине кĕме васкамалла мар

13 çулхи хĕр ача хăйпе пĕрле шăллĕне илсе амăшĕ патне ферма кайма тухнă. Ачасем çула кĕскетес тесе пăрпа витĕннĕ кÿлĕ урлă утма шутланă. Анчах пăрĕ çÿхе пулнă, йывăрăша чăтаймасăр вăл çурăлнă, ачасем шыва анса кайнă. Пулăшу ыйтнине илтсе вырăнта пурăнакан чупса çитнĕ. Вăл хĕр ачана шывран туртса кăларнă, анчах унăн сакăр çулхи шăллĕне хăтарма май килмен. Шел пулин те, арçын ачан ÿтне водолазсем çеç икĕ метр тарăнăшра шыраса тупнă.
Усăсăр теветкеллĕх (риск)
Çÿхе пăр çине кĕме уйрăмах хăрушă. Сывлăш температури тăтăшах сивĕ пулманнипе вăл хытса та ĕлкĕреймест. Çиелтен самаях хулăн пек курăнаканскер çатăртатса хăрушлăх çинчен асăрхаттараймасть. Кăнтăрласенче хĕвел пăхсассăн ун пек пăр ирĕлме пуçлать.
Сивĕ çанталăкăн пĕрремĕш кунĕсенче юхан шыв е кÿлĕ хĕррине ачасене çеç мар, пулăçăсене те туртать. Çапла вара инкеке хĕлле пулă тытасшăн тунсăхласа çитнĕскерсем те лекеççĕ. Ачасене те, пулăçăсене те çак йăпану питĕ хăрушă пулнине, кашни çулах пиншер çын пурнăçне татнине асăрхаттарса тăма тивет. Хăш чухне пулăçăсем пулă тытмалли шăтăка пĕр вырăнта пăралаççĕ те унта пăр хулăн пулнине кура хăрушлăх çинчен манаççĕ. Юнашарах вара пăр çÿп-çÿхе пулма пултарать. Çавăнпа та васкама кирлĕ мар. Пĕр-икĕ эрне кĕтĕр. Çак вăхăт хушшинче сивĕсем пăра хытарĕç, ун чухне пĕр хăрамасăр пулла та, ярăнма кайма та юрать.
«Теветкеллĕ», каланине итлемен çынсен тепĕр категорийĕ те пур. Вĕсем – эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнисем. Хĕрĕнкĕскерсем пĕр хăрамасăр çÿхе пăр çине кĕреççĕ, хăрушлăха туймаççĕ.
Пăр айне анса кайнă çынна
епле хăтармалла?
Пăрлă шыва анса кайнă çынна хăтармалли вăхăт хушши питĕ кĕске. Шыв температури + 2 пулсан çын 10-15 минут чăтма пултарать, икĕ градусран сахалрах пулсан, пилĕк минут çеç. Çавăнпа та правуртарах пулмалла. Çыран хĕрринче хăтарма патак е ытти япала шыранă вăхăтра путакан çынна хăвăр ăна пулăшассине пĕлтерĕр. Çакă ăна шанчăк тата вăрахрах тытăнса тăма вăй парĕ. Çывăхра нимĕнле патак та çук пулсан алă айĕнче пур япаласене пĕр-пĕрин çумне çыхăр. Шарф та пырать. Аллăра ан парăр, иккĕн те шыва анса кайма пултаратăр. Асăрханса пăр çине выртăр та малалла шăвăр. Путакана патак е вĕрен евĕр япала тăсса парăр. Кантрана тытрĕ пулсан хуллен, кинет хусканусем тумасăр туртăр. Пăрлă шывра пулнă çынна типĕ япаласем тăхăнтартмалла, одеялпа чĕркемелле. Ун пек май пулмасан йĕписене хывса пăрмалла. Васкавлă пулăшу чĕнтермелле.
Ӳтне сăтăрса ăшăтма, алкоголь тытăмлă шĕвек ĕçтерме юрамасть. Ун пек сиен кÿме пулать. Хăтаруçăсем ăнлантарса панă тăрăх, сăтăрнă чух сивĕ юн шала каять. Çакă ÿт температурине тата та ытларах чакарать. Алкоголь вара тĕп нерв системине сиенлетет.
Пăр айне машина анса кайнă пулсан
Чи малтан çакна асра тытмалла. Ятарлă вырăн туман пулсан тем пек сивĕ çанталăкра та машинăпа пăр çинче çÿреме юрамасть. Кĕмех шутларăр-тăк асăрхаттарусене шута илĕр.
Çул çине тимлĕ пăхăр. Чи çирĕп пăр – янкăр çутă, кăвак е симĕс сĕмлĕ. Сĕт тĕслĕ е сăрă, шăтăклă-шăтăклă, шатраллă пăр пĕр самантрах анса ларать. Çавăн пекех юрпа витĕннĕ пăр та хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл çиелти шыва хупласа лартать тата пăра шăнма памасть. Халĕ те пăр çине машинăпа кĕрес шухăша пăрахмарăр-и? Апла пулсан пассажирсене антарăр, вĕсем машина хыçĕнчен утса пыччăр. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене вĕçертĕр, йывăр япалăрсене хывăр. Машинăна васкамасăр, ерипен уттарăр. Пăр çурăлчĕ пулсан хăраса ан ÿкĕр, машина вăрах путать, вăл шыв çийĕнче темиçе минут та тытăнса тăма пултарать. Апла пулсан эвакуаци валли вăхăт çителĕклĕ. Чи малтан документсемпе укçăра мар, хăвăр пурнăçăра çăласси çинчен шутлăр. Айккинчи чÿречерен тухсан лайăхрах. Алăкĕсене уçас пулмасть, унсăрăн машина шыв тĕпне хăвăртрах анса каять. Чÿречине ватмалла пулсан кресло çинчи хывăнакан минтерĕн тимĕр урипе çапса çĕмĕрĕр.
Шыва анса кайрăрах пулсан
1. Ан çатăлтатăр. Тарăннăн сывлăр.
2. Кинет хусканусем ан тăвăр.
3. Аллăрсене сарса пăр айккинчен тытăнма тăрăшăр.
4. Шыв юхтарса кайман вырăна куçса тăрсан лайăхрах
5. Кăкăрпа шуса пăр çине выртма тăрăшăр. Малтан пĕр урăра, унтан теприне хăпартса хурăр.
6. Хуллен çыран хĕрне шăвăр. Хăвăр хăш енчен килнĕ, çав енне. Эсир унти пăра тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Сывлăш температури виçĕ кун хушши ноль градусран ытларах пулсан пăр çирĕплĕхĕ 25% чакать.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: