Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
1 Нарӑсӑн 2023, 11:20

Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров васкавлă чĕнсе калани

Республикăн хисеплĕ гражданĕсем!

Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров васкавлă чĕнсе калани
Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров васкавлă чĕнсе калани

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри пушарсем вилĕмпе вĕçленесси йышлăланчĕ. Январь уйăхĕнче çак сăлтава пула вăхăтсăр 36 çын пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 3 хут нумайрах.

 Вут-çулăм алхаснă çичĕ вырăнта икĕ çынран пуçласа тăватă çынна çити (ку вăл пĕр вырăнта) вилнĕ тĕслĕхсем пулса иртни тарăн шухăша ярать. Çакăн пек пулăмсене Ĕпхÿ хулинче, Çтерлĕпуç, Дюртюли, Ишимбай тата Зианчура районĕсенче шута илнĕ.

Эпĕ январь уйăхĕн 16-мĕшĕ «хура тунти кун»  пулнине палăртасшăн. Çак талăкра пушарсенче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Вут-çулăм алхаснă вырăнсенче çынсем вилнин сăлтавĕсем паллă, вĕсем виççĕ:

  1. Сигарет туртнă чухне асăрхануллă пулманни;
  2. Электрохатĕрсемпе тĕрĕс мар усă курни тата вĕсене кирлĕ пек монтаж туманни;
  3. Хутса ăшăтакан кăмакасемпе пĕлсе усă курманни.

Урамра сивĕ чухне çынсем сигарета пÿртре е верандăра туртаççĕ. Çакă та пушар патне илсе çитерет. Январьти пушарсенче шăпах çак сăлтава пула 13 çын вилнĕ. Инкек сиксе ан тухтăр тесен сигарета сÿнтермесĕр пăрахма кирлĕ мар, пÿртре те ăна туртма юрамасть.

Электросече ытлашши приборсем чиксе йывăрлатма кирлĕ мар, хăвăр ăсталанă ăшă памалли хатĕрсемпе усă курма юрамасть. Электрооборудованисем авариллĕ йĕркепе ĕçленине пула январьти пушарсенче 15 çын леш тĕнчене ăсаннă.

Алкоголь напитокĕ ĕçнĕ çывăх тата палланă çыннăрсене, çавăн пекех пĕчĕк ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр!

Хăвăр тĕллĕн вут-çулăма сÿнтерме ан тăрăшăр!

Хăвăр ачăрсемпе пĕрле пушар вăхăтĕнче хăвăра мĕнле тыткаламалли алгоритма хăнăхăр. Çапла тусан чылай инкекрен çăлăнса юлас шанчăк ытларах пулать. Тухăçлă та куллен усă курмалли майсенчен пĕри вăл - кил-çуртра вут-çулăм тухнине маларах систерекен прибор пурри. Çак минисиренăсене пула 934 çыннăн пурнăçĕ çăлăнса юлнă, çав шутра 341 ача.

Тĕслĕх вырăнне пĕр пăтăрмаха илсе кăтартатăп. Январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Нуриман районĕнче, пушар çинчен сас паракан прибор ĕçлесе кайнине пула, пилĕк çынран тăракан çемье вут-çулăм ункинчен уçă сывлăша тухса ĕлкернĕ, çав шутра виçĕ ача пулнă.

Пушар хăрушсăрлăх правилисем, кам вĕсене пăхăнманнисемшĕн, аннесемпе тăвансемшĕн йÿçĕ куççульпе йĕпеннине яланах асра тытăр. Çавăнпа та хăрушсăрлăх правили ыйтнине пурнăçлама тăрăшăр! Вĕсене тăванăрсемпе таврари çынсене пăрахăçлама, манма ирĕк ан парăр! Эпир пĕрле çеç пушарсемпе çыхăннă инкесенчен хамăра тата çывăх çынсене сыхласа хăварма пултаратпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: