Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Мартӑн 2023, 12:10

Çурхи ейĕве епле хатĕрленмелле?

Яланхи пекех «пысăк шыв» Пушкăртстана апрель пуçламăшĕнче килмелле. Анчах ăна кĕтсе илме халех хатĕрленмелле. Çитменнине тата март уйăхĕнче уйрăм çуртсене ирĕлнĕ шывсем те илме пултараççĕ.

Çурхи ейĕве епле хатĕрленмелле?
Çурхи ейĕве епле хатĕрленмелле?

Республикăри хăтаруçăсемшĕн хĕрÿ вăхăт пуçланать. Кăçал шыв айне 42 районти 257 ял лекме пултарать. Паянхи кун хăтаруçăсем влаçсемпе тĕрлĕ сценарисем туса хатĕрлеççĕ: çынсене шыв илнĕ вырăнтан турттарса тухасси, ĕçмелли шыв илсе килесси, лутра, шыв тухас хăрушлăх пур çырансене грави, хăйăр сапса çÿллĕлетесси тата ыт.те.
Пĕлтĕр республикăра çурхи ейÿ (паводок) самаях лăпкă иртрĕ. Пулăшма çар çыннисем те хутшăнчĕç: шывсем яланах вăйлă капланса тăракан вырăнсенчи пăра сирпĕтрĕç, шыва çул уçса пачĕç. Стихия ытларах Архангельск, Белорецк, Дуван, Иглин районĕсене тата Ĕпхÿ хулине пырса тиврĕ. Ун чухне шыв айне 45 çуртпа вĕсен çумĕнчи 100 яхăн территори лекрĕ. Телее, çынсенчен никам та инкек курмарĕ.
Прогнозсем тума иртерех-ха
Кăçал ейÿ епле пуласси паллă мар-ха. Пушкăртстанри гидрометеостанци специалисчĕсем çут çанталăк епле пулассипе март уйăхĕн 20-мĕшĕсенче кăна паллаштарĕç. Хальлĕхе синоптиксем кăçалхи хĕлле сивĕ пулнине, юр сахал çунине çеç калаççĕ.
Хальхи вăхăтра çырмасенчи юр хулăнăшĕ 40-65 см, çакă нормăран 5-15 сантиметр сахалрах, иртнĕ çулхинчен 5-18 см нумайрах пулнине пĕлтерчĕç.
Павловкăри водохранилище çийĕн выртакан пăрăн вăтам хулăнăшĕ 35-39 см, çакă нормăран 10-15 см сахалрах. Малтанхи кăтартусем тăрăх, юханшывсем çинчи пăрсем апрелĕн иккĕмĕш çурринче уçăлĕç.
Инкек çывхарса килнине епле пĕлмелле
Пушкăртстанра «пысăк шыв» килнине пĕлтерекен гидрологи сăнавĕсен сечĕ пур. Вăл Башгидромет посчĕсенчен, ПР инкеклĕ лару-тăрусен автоматизациленĕ станцийĕсенчен тата шыв виçекен вăхăтлăх постсенчен тăрать. Вĕсем республикăри кашни районтах пур. Çак тытăмсем урлă пур çын та оперативлă информаци тупма пултарать. Çакăн валли патшалăх комитечĕн инкеклĕ лару-тăрусемпе ĕçлекен Пушкăртстанри уйрăмĕн сайтне portal.introgis ссылка урлă кĕмелле. Карта çинче симĕс паллăсем пур. Вĕсем шăпах автоматизациленĕ станцисемпе гидропостсем. Ун çине пусса шыв шайĕн графикĕ çинчен информаци тупма пулать. Çавăн пекех карта çинче автоматизациленĕ станцисенчи камерăсем ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксемпе, видеосемпе паллашма май пур.
Картишне шыв илчĕ пулсан:
- алăксен, подвалсемпе пĕрремĕш хутри чÿречесен шăтăкĕсене хуплăр;
- çурт таврашĕнчи шыв каймалли вырăнсене çÿп-çапран тасатăр;
- подвалти вентиляци шăтăкĕсене хупăр;
- подвалтан япаласемпе апат-çимĕçе кăларăр;
- выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке хăрушсăр вырăна илсе тухăр;
- пÿрт, ытти хуралтă патне çитме кĕперсем, хăмасем хатĕрлесе хурăр;
- тен, çурт-йĕре васкавлă пăрахма тÿр килĕ. Çавăнпа та малтанах документсемпе хăвăра кирлĕ япаласене хатĕрлĕр.
- рюкзака ăшă япаласем, апат-çимĕçпе шыв чикĕр;
- хăтаруçăсене шыв илни пирки 112 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Шыв кĕтмен çĕртен хăпарчĕ пулсан:
- çÿлти хутсене, çурт, хуралтă, йывăç тăррисене тата ытти çÿллĕ вырăнсене хăпарăр;
- хăвăртрах тупчăр тесе хăтаруçăсене сигнал парăр;
- эвакуацилессинчен турткалашса ан тăрăр. Эсир шыв мĕн чухлĕ хăпарассине пĕлмессе те пултаратăр;
- хăрушă вырăнтан тухма кимĕсемпе, катерсемпе, пĕрене сулăсемпе тата алă айĕнче мĕн пур, çавăнтан ăсталанă япаласемпе усă курăр. Машина тата мотоцикл çине ан ларăр, шыв юхăмĕ вĕсене çавăрса çапма пултарать.
Хăтаруçăсем ейÿ вăхăтĕнче хăрушă вырăнтан хăвăр тĕллĕн тухма хушмаççĕ. Лару-тăру шанчăксăр тата хăтаруçăсем килсе ĕлкĕреймеççĕ пулсан çеç, хăвăр çинчи йывăр япаласене, урана тăхăнмаллине хывмалла та мĕнрен те пулсан тытăнса типĕ вырăна ишмелле, пĕрмай пулăшу ыйтса кăшкăрмалла. Шывра чухне татăлнă электричество пăралукĕсене урапа лекмелле мар. Çурхи шыв вăхăтĕнче çынсем ытларах ток çапнипе вилеççĕ. Хăтарнă хыççăн çынсене пуху тата эвакуаци пунктĕнче регистрацилеççĕ, вăхăтлăх пурăнмалли вырăна яраççĕ. Ытларах чухне общежитисене, шкулсемпе ача сачĕсене.
Çурхи шыв пуçланиччен мĕн тумалла:
- май пур таран япаласене страхламалла;
- ачасемпе ватăсене, чирлĕ çынсене хăрушсăр вырăна илсе тухмалла;
- выльăх-чĕрлĕх пулсан вĕсене çÿллĕ вырăна хăваласа хăпартмалла;
- йытта сăнчăртан вĕçертме ан манăр;
- картишĕнчен им-çам, топливо, строительство материалĕсене пуçтарăр;
- кимĕсене, катерсене çыхса хурăр.
Шыв чакнă хыççăн:
- çурта асăрханса, конструкци сиенленменнине хак панă хыççăн çеç кĕрĕр;
- мĕнпур чÿречепе алăксене уçса çурт-йĕре уçăлтарăр;
- газ приборĕсене ан хускатăр;
- газпа, электричествăпа, шывпа, канализаципе специалистсем ирĕк парсан çеç усă курма юрать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: