Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
23 Мартӑн 2023, 11:45

Çул çитмен ачасем аварие лекнĕ, пĕри вилнĕ

Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче, çĕрле, Белорецк районĕнчи Тирлянский салинче пулса иртнĕ хăрушă авари пĕтĕм республикăна кисретрĕ.

Çул çитмен ачасем аварие лекнĕ, пĕри вилнĕ
Çул çитмен ачасем аварие лекнĕ, пĕри вилнĕ

Советская урамра «ВАЗ-21102» автомобиль малта пыракан «УАЗа» пырса çапăннă. Пĕрремĕшĕн рульне 17 çулхи çамрăк ача тытса пынă, иккĕмĕшĕнне – вырăнта пурăнакан 28 çулхи каччă. Çул-йĕр инкекĕнче çăмăл машинăн водителĕ вырăнтах вилнĕ, унăн пилĕк пассажирне тĕрлĕ йышши сурансемпе çывăхри больницăна илсе çитернĕ. Пассажирсен хушшинче 14 çулхи виçĕ хĕр, 16 тата 17 çулхи арçын ачасем пулнă. Инкек куракансем пурте Тирлянский ялĕнче пурăннă. Телее, «УАЗăн» водителĕ инкек курман, унăн юнĕнче алкоголь шĕвекĕ тупса палăртман.  

Регионти следстви управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Белорецкри районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ районти прокурортан авари тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе шалти ĕçсен органĕсенчен илсе малалла тĕрĕслев ирттерме тата йышăну тума следстви уйрăмне пама ыйтнă.

ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн (ГИБДД) кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн химипе токсикологи тĕпчевĕ ирттерме, мĕн чухлĕ алкоголь шĕвекĕ ĕçнине палăртма вилнĕ çамрăкăн юнне илнĕ. Полици ĕçченĕсем водителĕн машина рульне тытса пыма ирĕк паракан удостоверени пулманнине çирĕплетнĕ. Ашшĕн сăмахĕсене шута илсен, вăл автомобильпе ирĕк ыйтмасăр усă курнă. Çамрăксен ушкăнне хăйсен куçĕсемпе курнисен сăмахĕсем тăрăх, пассажир-хĕрсем сăра ĕçнĕ, каччăсем – хăватлăрах шĕвексем.

Çул-йĕр инкекĕнче суранланнă пассажирсене Белорекц хулинчи больницăна илсе çитернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ, 2008 тата 2006 çулта çуралнă хĕрпе каччă, хăйсене начар туяççĕ. Икĕ хĕрпе (2008 çулхисем)  каччăн (2007 çулхи) сывлăхĕсем вăтам шайра.

Пушкăртстанри прокуратура Белорцк районĕнчи аваринче çул çитмен ача вилнĕ тата ыттисем суранланнă пирки тĕрĕслев йĕркеленĕ.

Çул çитмен ачасем аварие лекнĕ, пĕри вилнĕ
Çул çитмен ачасем аварие лекнĕ, пĕри вилнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: