Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп

Паянхи кун Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра пиртен кашнийĕ эпир вăйлă та çирĕп пулмаллине, пĕр тĕвве пухăнмаллине лайăх ăнланмалла, çар çыннисене май пур таран пулăшмалла.

Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп
Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп

Салтаксем çĕр çывăрмасăр пире хÿтĕленине ăса хывмалла, эпир пулăшнипе вĕсем киле ырă-сывă таврăнĕç. Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса эпир çирĕп шанатпăр. Çĕршывĕпе ал ĕçне илсе пыракан хĕрарăмсем çар çыннисене пулăшу панине шута илсе çар операцине хутшăнакансем валли ÿт çинчи пиçиххисем (нательный пояс) çĕлеме сĕнтĕм. Телее, Пишпÿлек районĕнчи Сухоречка ял хутлăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсем ман пуçарăва ырласа йышăнчĕç.
Ĕç-пуç мĕнрен пуçланчĕ-ха? Чăн малтан пиçиххисем çĕлеме ăшă мамăк тутăрсем, мохер шарфсем пухрăмăр. Сухоречка ялĕнчи вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ «Сударушка» клуб пайташĕсемпе библиотекăра пиçиххисем виçсе касма йышăнтăмăр. Телеграм каналра çак ĕçе пурнăçлама вĕрентекен ушкăна тупрăмăр, ăстасемпе çыхăнăва тухрăмăр. Вĕсем хаваспах хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç. Çакă пирĕн ĕçе самай çăмăллатрĕ: ним шутласа кăларма тивмерĕ. «Çĕвĕçсен батальонĕн» ăстаçисем хатĕрленĕ ĕлкипе (выкройка) усă куртăмăр. Касса кăларнă ĕлкесене ял хутлăхĕнче пурăнакан ал ĕç ăстисем хушшинче сартăмăр. Халĕ пиçиххисене Сухоречка, Çĕнĕ Биктяш, Мурадымово, Исякаево ялĕсенче çĕлеççĕ.
Пусмасем тата кирлĕ фурнитурăсем туянма укçа-тенкĕ пухрăмăр. Çак ĕçре ырă кăмăллă çынсем пĕр тĕвве пухăнса пулăшу пама васкарĕç. Вĕсене кашнинех ырă сăмахпа асăнас килет. Пишпÿлек салинчи «Шелкопряд» лавкка хуçи Динара Каримова пусмапа тивĕçтерчĕ. Вăл пир-авăр мĕн валли кирлине пĕлсен тавара йÿнĕ хакпа пачĕ. Кантрасемпе (строп) фурнитурăсене Ĕпхÿ хулинче туянма палăртрăмăр. Кунта тавара пирĕн пата илсе çитерессипе ыйту сиксе тухрĕ. «Тĕнче ырă çынсемсĕр мар» текен каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине çирĕплетсе пачĕ. Пире Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Сергей Фугаров тата «Валерия» медицина центрĕн хуçи Алевтина Васильева пулăшу пачĕç. Пиçиххисем çĕлеме кирлĕ таварсене илсе килнĕ хыççăн хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Пирĕн туслă команда – А.Писарева (туяну енĕпе менеджер), Г.Ямалеева, Л.Писарева, Г.Касымова, З.Гарифуллина (ĕлкесем касакансем), С.Шигапова, Р.Миннибаева, В.Фролова, З.Мингазова, Н.Федулова, З.Хайрнасова, Т.Миннибаева, З.Панова, Р.Идрисова, З.Идрисова, Р.Крылова, М.Хабибуллина, Р.Гайфуллина, Н.Хайрнасова, З.Идрисова, З.Мусина, Н.Зарипова, З.Садикова, А.Закиева, Г.Ямалеева, З.Дмитриева, Л.Вдовина, В.Габбасова, В.Карцева, О.Бурангулова, Х.Ахметзянова (çĕвĕçсем) хăйсен ылтăн аллисемпе кĕске вăхăт хушшинче 100 пиçиххи çĕлерĕç. Вĕсем пирĕн салтаксене ăшăтасса шанатпăр. Çавăн пекех авто-волонтерсене те тав сăмахĕ калас килет. Çав шутра – О.Бурангулова, А.Ахметгареев, Г.Габдрахманова, Г.Валеева, П.Денисов, И.Идрисов, В.Касымов, А.Гардеев, Е.Габдрахманов.
Сухоречка ял хутлăхĕнче пурăнакан ырă чĕреллĕ çынсене гуманитари тиевĕ пухма пулăшнăшăн пысăк тав. Çак ĕçрен «Радуга» ача сачĕн шăпăрланĕсемпе воспитателĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем хăйсен аллисемпе паттăрсене пулăшу туса открыткăсем хатĕрлерĕç. Вырăнти шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Евгения Петрова салтаксем валли усал-тĕселтен сыхламалли алă суллисем çыхрĕ. Шкул ачисем çĕнтерÿпе ырă-сывă таврăнма сунса çырусем çырчĕç.
Мĕнпур йышпа пухнă япаласем паттăрсем патне çитĕç. Эсир –пурте геройсем, тыл геройĕсем. Эсир пулăшу панипе салтаксем йывăрлăхра пĕччен маррине туйса илме пултарĕç. Эпир тĕрлĕ пулсан та пире Тăван çĕршыва юратни, паттăрсене тимлĕх уйăрни, çĕнтерĕве шанни пĕрлештерет.
Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп! Çĕнтерÿ пирĕн енче пулĕ!
Галина ГАБДРАХМАНОВА, библиотекарь.
Пишпÿлек районĕ,
Сухоречка ялĕ.

Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп
Тыл çирĕп пулсан – фронт та çирĕп
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: