Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ырă чĕресемпе тимлĕ алăсем хăрушлăхран сыхланма пулăшаççĕ

Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Федоровка ялĕнчи ырă кăмăллă çынсем «Za Победу» волонтерсен ушкăнне йĕркелерĕç. Вĕсем фронта 26 маскировка сетки хатĕрлесе панă. Ял хĕрарăмĕсем вăйĕсене, вăхăчĕсене, укçи-тенкине шеллемесĕр малти ретре çапăçакан салтаксене кирлĕ япаласем хатĕрлеме пулăшаççĕ.

Ырă чĕресемпе тимлĕ алăсем хăрушлăхран сыхланма пулăшаççĕ
Ырă чĕресемпе тимлĕ алăсем хăрушлăхран сыхланма пулăшаççĕ

Мĕнрен пуçланчĕ?
Пĕр ялта пурăнакансен командине йĕркелес шухăш Федоровка районĕнчи чăвашсен «Канаш» обществăлла пĕрлĕх председателĕн Анна Ремпелĕн пуçĕнче çуралнă. Вăл хăйĕн паллаканĕсене шăнкăравласа тухнă та нимеçĕсен ушкăнне чăвашсем çеç пуçтарăнĕç тесе шутланă. Анчах пĕр шухăшлисем самаях пуçтарăннă, ушкăн нумай нациллĕ пулса тăнă. Унта ытларах тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем. Хастарсенчен пĕри, ЗАГСăн районти уйрăмĕн ертÿçи Полина Никифорова, Ватсапра ятарлă ушкăн йĕркелерĕ.
– Интернатра пире мастерской валли пÿлĕм уйăрса пачĕç. Уншăн эпир асăннă учреждение пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Малтан 10-12 çын пухăнатчĕç, килĕсенчен тĕттĕм тата симĕс тĕслĕ пусма илсе килетчĕç, вĕсене лентăсем туса касатчĕç, – каласа парать Полина Акимовна. Часах А.В. Ремпельпе П.А. Никифорова çак ĕçе хăйсем алла илме шутларĕç. Мелеузри волонтерсем патĕнче пулса вĕсен паха опычĕпе паллашрĕç. Хĕрарăмсем илнĕ хăнăхусене ушкăнăн ытти членĕсене вĕрентрĕç.
Вĕсен аллисенче кирек епле ĕç те вĕресе тăрать
Çÿлерех асăннă нимеçĕсен ушкăнне А. Ремпель, Р. Лавреева, О.Батманова, Л.Голенастова, П.Никифорова, Т.Малахова, Р.Якупова, Т.Васенина, В.Астафьева, З.Манзурова, А.Репьева, Н.Усенко, В.Котова, Е.Афанасьева, Н.Агапова, А.Гераськина, Т.Семенова, Н. Демидова, Н.Макарова, А.Анискова, В. Денисова тата ыт. те çÿреççĕ.
Ăстаçăсем сетка тата ятарлă пусма туянма укçа пуçтарма шут тытнă. Унтанпа кашниех пĕр хутчен çеç мар хăйĕн укçи-тенкине пĕрлĕхлĕ ĕçе хывнă. Пусмана илсессĕн чăн-чăн производство ĕç-хĕлĕ пуçланнă. Сеткăсене «Салтаксене валли çĕлетпĕр» çĕвĕ цехĕпе юнашар вырнаçнă Йăла çуртĕнче çыхма пуçланă. Каярах хăйсене уйрăм çурт кирлĕ иккенне ăнланса илнĕ, мĕншĕн тесен çынсем нумайăн пуçтарăннă. Пулăшу ыйтса «Башинформсвязь» уçă акционерлă обществăн Федоровкăри участокĕн тĕп инженерĕ Р.Р. Кадыров патне тухнă. Вăл вĕсен шухăшне ырласа йышăннă. Ертÿçĕсемпе килĕшсе татăлса волонтерсене сĕтел-пуканлă пысăк пÿлĕм уйăрса панă.
Халĕ ĕçе йĕркене кĕртнĕ, пĕрисем ирхинерен, теприсем кăнтăрла хыççăн килеççĕ. Блиндажра усă курмалли çуртасем те хатĕрлеççĕ. Нумай пулмасть шлем çийĕнчен тăхăнмаллисем (надшлемник) тума пуçланă. Вĕсене çирĕп çипрен çыхаççĕ, çиелтен курăнман тĕслĕ материалпа çирĕплетеççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе тăрăшулăхне пĕрлĕхлĕ ĕçе хывас текенсене пурне те командăна хаваспах йышăнаççĕ.
Районта пурăнакансемпе çак тăрăхран тухнисенчен нумайăшĕ материалсем туянма укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Яваплă ял хĕрарăмĕсен кашни пусĕ шутра, çавăнпа кассирне те суйланă. Тем пысăкăш списока укçа-тенкĕпе пулăшакансен хушамачĕсемпе ячĕсене çырнă. Волонтерсем пулăшу панă кашни çыннах чунтан тав тăваççĕ: пограничник çарĕсен ветеранне И.Имангулова, «вĕри точкăсенчи» çапăçусене хутшăннă Р. Бакиева, Александрпа Марина Водопьяновсен çемйине, çавăн пекех Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Е. Кальметьевана, Мускав хулинчи С.Юрченкăпа Л. Гурьянована, Д.Васенина, Л. Нестерована, Н. Семенована, В, Маганевана тата ыт.те, çавăн пекех пулă тытакансен спорчĕн ушкăнне чунтан тав тăваççĕ.
– Халĕ пирĕн çывăх çынсемпе паллакансенчен нумайăшĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эпир туса хатĕрлекен япаласем малти ретре çапăçакансене питĕ кирлĕ, вĕсем салтаксен пурнăçĕсене тата çар техникине упраса хăварма пулăшаççĕ. Пĕрлĕхлĕ ĕç пире, амăшĕсемпе мăшăрĕсене, аслашшĕ-асламăшĕсемпе аппăшĕ-йăмăкĕсене, волонтерсен туслă ушкăнне çыхăнтарчĕ. Эпир салтаксене малалла та пулăшса пырăпăр, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшăпăр.
Елена МАГАНЕВА.
Федоровка районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: