Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах

Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ял Канашĕн библиотекинче (вулавăш ертÿçи - Вероника Леонтьева) маскировка сечĕсем çыхас ĕçе йĕркеленĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене пулăшу парас ĕçе «Рябинушка» пултарулăх ушкăнĕ, ялта пурăнакан ырă чунлă çынсем тÿпе хывма шутланă. Маскировка сечĕсем çыхасси йывăр мар, анчах та чăкăлтăш ĕç.

Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах

 Сеть çыхакансенчен кашниех вăл камăн  та пулсан пурнăçне сыхласа хăварасса шанать. Пурте пĕрле пысăк та ырă ĕç тăваççĕ. Çыхакансем  маскировка сечĕн кашни куçнех (ячейка) ырлăхпа юрату явса хăвараççĕ, çавăнпа та вăл кирек епле броняран та шанчăклăрах. Эпир çак пархатарлă ĕç салтаксене çĕнтерÿ патне çывхартма пулăшасса шанатпăр.

Маскировка сечĕсем çыхас ĕçĕ пуçарса яраканĕ –  «Рябинушка» пултарулăх ушкăнĕн аккомпаниаторĕ Зоя Ефремова. Сечĕсене ырă кăмăллă ял çыннисем пуçтарнă укçапа туяннă. Хăйсен çулĕсене тата вăхăчĕсем хĕсĕкрех пулнине пăхмасăр маскировка сечĕсем çыхма И.М. Леонтьева, В.Г. Михайлова, З.Г. Ягафарова, Н.П. Петров, В.Д. Никифорова çÿреççĕ.

Кăмăл пуррисене пурне те маскировка сечĕсем çыхма чĕнетпĕр.   

Светлана ЕФРЕМОВА, ял Канаш администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ.

Мияки районĕ,

Тимеш ялĕ.

Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Чунпа тунă япала кирек епле броняран та шанчăклăрах
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: